Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки вăхăтра чăвашсем йышлă пурăнакан районсене эрнекун «Сувар» хаçатпа пĕрлех редакци ĕçченĕсем те çитеççĕ. Хаçатăн 20 çулхи юбилейне эпир «Суварăн» вулаканĕсемпе паллă тăвас тени ытарлă та, пархатарлă та, çыхăнусене тата çирĕплетессе шанатпăр. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче вулакансен конференцине Теччĕ районĕнчи Çармăс ялĕнче пуçтарăнтăмăр. Эпир районти чăваш ялĕсенчи вĕрентекенсемпе, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе, хамăрăн штатра тăман яланхи авторсемпе те курса калаçасшăнччĕ кунта. Шел, çанталăк япăххине пула-ши, чăваш мероприятийĕсем тĕпрен илсен Кăнна Кушкинче иртнине хăнăхнипе-ши, инçетри ялсенчен килеймен ентешĕмĕрсем. Çармăссем вара палăртнă вăхăта хаваспах пухăнчĕç Культура çуртне. Редакци ĕçченĕсемпе хутшăнчĕç, «Суварăн» çĕнĕ номерĕпе паллашрĕç. Çав вăхăтра кунти пултарулăх ушкăнĕ сцена çине тухма хатĕрленчĕ.
Конференцие Теччĕ муниципаллă район пуçлăхĕн çумĕ Илдар Робертович Фаткуллов уçрĕ. Вăл район историне, экономикине, социаллă сферине чăвашсем пысăк тӳпе кĕртни çинчен каларĕ, наци культурине халалласа ирттернĕ мероприятисене аса илчĕ. «Сувар» редакци ĕçченĕсене хапăлласа йышăнса хаçат теччĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулни çинче чарăнса тăчĕ.
Илдар Робертович хыççăн трибуна умне Теччĕ районĕнчи ЧНКЦ ертӳçи Володар Аркадьевич Тимофеев тухрĕ. Вăл ентешĕсене саламласа ырă сăмахсем каларĕ, «Суварăн» Теччĕ районĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Ентешĕсене районта, ялта пулса иртекен ĕçсем çинчен çырманшăн ятлакаласа та илчĕ, çаплах çитес çур çула «Сувара» çырăнмалли çинчен астутарчĕ. Володар Аркадьевич хăй шкулсене 10 экземпляр çырăнса пама шантарчĕ.
Пухăннисем «Сувар» хаçатăн тĕп редакторне Константин Анатольевич Малышева интересленсе итлерĕç. Редактор кĕскен хаçатăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кăна мар, чăваш чĕлхине çамрăк ăрусенче упрасси пирки те хĕрӳллĕн каларĕ. Хыççăнах сăмах илнĕ Евгений Андреевич Турхан, «Сувар» хаçат çумĕнчи «Сунтал» литпĕрлешĕвĕн ертӳçи вара Теччĕ районĕнчен тухнă чăваш классикĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Паянхи кун, шел те, Теччĕ тăрăхĕнчен «Сувара» çырса тăракансем сахал. Анчах пачах çук тееймĕн. Çакăн çинчен хаçатăн литература уйрăмĕн редакторĕ Татьяна Васильева тухса калаçрĕ. Тăтăш хыпар яракансене: Алексей Пыркина, Алексей Антонова, Теччĕ районĕнче çуралса ӳссе Ульяновскра пурăнакан Николай Розова, Михаил Сугалова (Серте Мишши) аса илчĕ. Çавăн пекех 20 çулти «Суварăн» шăпинче Теччĕ тăрăхĕн тӳпи те самай пысăк пулнине палăртрĕ: Аслă Ăнăра çуралса ӳснĕ ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ Николай Сорокин пĕр вăхăт «Суварăн» тĕп редакторĕ пулнă, Николай Степанцев хаçатра фотокорреспондентра ĕçленĕ.
Шел те çак кун Николай Дмитриевич Розов тĕлпулăва килеймерĕ, Михаил Андреевич вара пирĕн йыхрава хапăлласах йышăнчĕ. Çармăссем поэтăн çĕнĕ сăввисене савăнсах итлерĕç.
Вулакансен енчен сцена çине шкул директорĕ Ольга Ивановна Макарова тухса калаçрĕ. Вăл хаçат ĕçченĕсене çакăн пек конференци йĕркеленĕшĕн тав турĕ. Хаçата çырасси пирки критикленине хирĕç ăнлантарса çармăссем ытлашши сăпайлă, именчĕк тесе тӳрре тухрĕ. Константин Анатольевич чăвашлăх çинчен пуçарнă ыйтăва малалла тăсса Ольга Ивановна шкулта тĕпрен илсен чăваш ачисем вĕренсен те вырăсла калаçасшăн пулнисем нумаййине асăрхарĕ. Çакăн пек лару-тăру, шел те, пĕр Çармăсра çеç мар, республикăри чылай шкулсенче.
Ольга Ивановна вĕрентӳ ĕçĕнче «Сувар» пулăшса пынине палăртни хаçат ĕçченĕсене илтме кăмăллă пулчĕ. Малашне вăл шкулта, ялта пулса иртекен ĕçсем çинчен çырма шантарчĕ.
Килнисенчен районăн ЧНКЦ ертӳçи пулнă, чăвашсен чи хисеплĕ çыннисенчен пĕри Владимир Григорьевич Вериялов, Кляшево ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ильдар Фагимович Халиков тухса залра ларакансене саламларĕç.
Конференцие вырăнти çамрăксен пултарулăх ушкăнĕн юрри-ташши, районти «Чăваш пики – 2013» конкурс çĕнтерӳçин ташши, çак районта çуралса ӳснĕ Елена Корсаковăн юррисем тата ятарласа çак мероприятие килнĕ Çĕпрел районĕн каччин Алексей Яргуновăн «Сувара» халалланă рэп-хайлавĕ илем кӳчĕç.
  М.Сугалов.
М.Сугалов.
  К.Кутяшова.
К.Кутяшова.
  К.Кузнецова.
К.Кузнецова.
 
: 961, Хаçат: 49 (1039), Категори: «Сувар» – 20 çулта

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: