Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНРА хир сыснисем çине сунар сезонне уçнă. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра çак тискер чĕр чунсен шучĕ сисĕнмеллех ӳснĕ-мĕн, кунсăр пуçне африка чуми сарăлас хăрушлăх та пысăк. Сăмах май, республикăра хальхи вăхăтра хир сыснисем 5 пин пуçа яхăн. Икĕ пине яхăнне тытма ирĕк панă та ĕнтĕ. Анчах хальхинче тытнă кашни хир сыснине африка чумин вирусĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеме лабораторие ямалла.
НУРЛАТ районĕнчи Пӳлеркӳл шкулĕ «Уроксем хыççăнхи шкул» конкурсра çĕнтерсе 1 миллион тенкĕ грант çĕнсе илнĕччĕ. Çак укçапа шкул нумай пулмасть «Беларусь- 320.4» пĕчĕк трактор туяннă. Шкул директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, техникăпа шкулти ĕçсене пурнăçлĕç, кунсăр пуçне «Ăман» проекта пурнăçа кĕртĕç.
Хулари 4№ шкулта вара музей уçăлнă, унта СССР тапхăрĕнчи мĕнпур япалана курма пулать. Музей шкулта пулнине пăхмасăр Нурлат хулин çыннисемпе хăнисем валли те уçă. Кунсăр пуçне унта кирек кам та СССР вăхăтĕнчи япаласем кӳрсе пама пултарать.
АКСУ районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрăн çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмĕн ĕçченĕсем ăнăçсăр çемьери хĕрарăмсемпе тĕл пулнă. Хăнасем хăйсен ачисем валли «Асамлă арчаран» тум-тирсем суйланă хыççăн уйрăмăн социаллă педагогĕпе, психологĕпе ачасен проблемисем çинчен калаçнă.
ÇĔПРЕЛ районĕнче ĕçмелли шыв проблеми çивĕч, çавна кура «Таса шыв» федераллă программăпа килĕшӳллĕн 2013 çулта Кĕçĕн Чăнлă тата Кивĕ Çĕпрел ялĕсенчи темиçе урама шыв пăрăхĕсем хунă. Çитес çул планра Кивĕ Çĕпрел, Кĕçĕн Чăнлă тата Хурăнвар Шăхаль ялĕсем.
***
Декабрĕн 2-мĕшĕнче кăнтăрла Аслă Чăнлă ялĕнчи сысна ферминче вут тухнă, телее, вырăнти пушар хуралĕ вăхăтра сӳнтерсе ĕлкĕрнĕ. Çавна кура пысăк инкек пулман, пушарăн сăлтавĕ – хăрушсăрлăх правилисене пăсса тимĕре улăм çинчех касни.
ЛАЙĂШ районĕнчи Державино ялĕнче ноябрĕн 23-мĕшĕнче пыл уявĕ иртнĕ. Ăна кунти предприниматель-ута рçă йĕркеленĕ-мĕн. Уява 80 ытла çын килсе курнă, республикăри тĕрлĕ район утарçисем те хутшăнса пыл хурчĕсен продукцийĕсене сутнă.
ПĂВА хулинче ноябрĕн 19-мĕшĕнче чутах пысăк инкек пулман. Ульяновск хулинчен килекен тавар поезчĕ Хусан – Пăва чукун çулăн 109-мĕш километрĕнче палламан çынсем çул çине купаласа хунă тимĕр-бетон блоксем çине çитсе тăрăнайман. Сăтăра Западный поселокĕ енчи çула пӳлес тĕллевпе тунă. Телее, машинист вăхăтра курса ĕлкĕрнĕ те поезда пысăк сиенсĕр чарма пултарнă. Пăвари шалти ĕçсен уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, Комаров урамĕ хыçĕпе çĕнĕ çул туса пĕтерсен Кĕçĕн Буинка ялĕ еннелле каçмалли çула хупаççĕ.
ХУСАНТИ юхан шыв ĕçченĕсем пассажирсене Атăл урлă сывлăш кустăрмаллă кимĕсемпе куçарма хатĕрленеççĕ. Чăн та, кунăн тĕп условийĕ – пăр хулăнăшĕ 10-15 сантиметртан кая пулмалла мар, хальхи вăхăтра Атăл пăрпа витĕнмен-ха.
Хыпарсене район-хула сайчĕсенчен илнĕ.
 
: 1185, Хаçат: 49 (1039), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: