Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Укçа тăвакан предприниматель те, хитре калаçакан сăмах ăсти те мар, хресчен вăл, çĕр хуçи, – кĕскен паллаштарчĕ Павлă районĕн ЧНКЦ ертӳçи В.Козлов «Сувар» хаçат редакци ĕçченĕсене хăйпе пĕрле килнĕ
кĕрнеклĕ Владимир Петрович Шевелевпа.
Павлă районĕнчи Потапово-Тăмпăрлă тата Удмурт-Ташлы ялĕсене пĕрлештерекен «Березовские зори» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕнче 10 çул ĕçлекен çак чăваш чăнах та çĕр хуçи иккенни хуçалăхăн икĕ учредителĕнчен пĕри пулнинчен кăна курăнмасть, пĕтĕм пурнăçĕ, шăпи ял хуçалăхĕпе çыхăннă унăн.
Оренбург облаçĕнчи ял хуçалăх техникумĕнче техник-механик, зоотехник специальноçĕсене алла илнĕ Владимир Петрович çак хуçалăхра (малтан вăл «Березовский» ятлă пулнă) тĕп инженерта тăрăшнă. Халĕ «Березовские зори» хуçалăх Шевелевсен çемье ĕçĕ тесен те юрать. Вĕсем кунта çемйипех тăрăшаççĕ. Ывăлĕ Александр, тĕслĕхрен, КАИре, унтан Хусанти ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлӳ илнĕскер, Голландире стажировкăра пулса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ăсталăхпа та паллашнă. Çапах та Владимир Петрович çемйи çинчен мар, ытларах ĕç пирки калаçма тăрăшрĕ.
Хуçалăх, тĕпрен илсен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлет. Мăйракаллă 953 пуç шултра выльăхран 320-шĕ ĕне, ытти тына, вăкăр, пăру. Çулла кашни ĕне пуçне талăкне вăтамран 12 килограмран кая мар сĕт сăваççĕ-мĕн. Сăмах май, шăпах сĕт сутса тупăш илет те хуçалăх. Директор каланă тăрăх, сăвăм темиçе çул ĕнтĕ вĕсен пĕр шайра.
Тынасем тĕп тупăшран пĕри пулнăран, паллах, ăратлă выльăхран пăру илесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хуçалăх çулталăкне 350-370 пăру илет. Телее, туберкулез, ытти хăрушă чирпе чирленĕ тĕслĕхсем хальлĕхе палăрман, кунта ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕсен (вĕсем иккĕн) тӳпи те çук мар.
Выльăх-чĕрлĕх пур-тăк, хĕл каçармалăх апатне хатĕрлемеллех. Ку тĕлĕшпе «Березовские зори» хуçалăхăн 3 пин гектар çĕрĕ пур. Силос валли кукурузăна 200 гектара, сенаж валли курăка 300 гектара акаççĕ. «Хĕл каçмалăх кăна мар, çулталăк çурă пурăнмалăх та выльăх апачĕ хатĕрленĕ эпир», – кĕскен пĕлтерчĕ кун пирки директор. Янаварсемшĕн выльăх кăшманĕ те кирлĕ, усăллă апат пулмаллах пек те, шел, ку культурăна ĕçлекен çуккипе хуçалăх акмасть-мĕн. «Çĕр ĕçĕпе ĕçлеме çын çук ялта, çамрăксем Павлă хулине, Сургута ĕçе çӳреççĕ», – ассăн сывларĕ çĕр хуçи.
Тем тесен те, 953 пуç выльăха кашни кун, çулталăкĕпех пăхмалла вĕт. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче паянхи кун Удмурт-Ташлы, Потапово-Тăмпăрлăри 20 çын тăрăшать. Пĕтĕмпе вара хуçалăхра пурĕ 45 çын ĕçлет. Çур акипе тырçи вăхăтĕнче 50-ран та иртет-мĕн. Хăйĕн ĕçченĕсем çинчен сăмах пуçарсан пĕрне те палăртас темесен те Владимир Петрович лайăх ĕçлекен С.Егоров тракториста, М.Ермолаева пăру пăхакана, В.Герасимова дояркăна, А.Шевелев инженер-комбайнера мухтамасăр хăвармарĕ: «Вĕсемпе ĕçлеме çăмăл», – терĕ кĕскен. Ĕç укçи енчен те кӳрентермеççĕ кунта, выльăх апачĕсĕр те хăвармаççĕ. Шел, укçине кашни уйăхрах тӳлеççĕ пулин те ял çамрăкĕсене илĕртмест çав халĕ çĕр ĕçĕ.
Асăнса хăварам, «Березовские зори» тулли мар яваплăхлă общество мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетнисĕр пуçне тата тыр-пул та ӳстерет. Çуллен кĕрхи тырăсемсĕр пуçне çурхи тулă, урпа тата сĕлĕ акать. Ку тăрăхра пуринчен ытла сĕлĕ лайăх çитĕнет-мĕн. Шел, пысăк тупăш çеç кӳреймест.
Кăçал хуçалăх пĕтĕмпе 1500 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ, пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 20 центнерпа танлашнă. Ытти çултисемпе танлаштарсан сахалрах ĕнтĕ. «Типĕ тăнă 2010 çултан та йывăртарах пулчĕ кăçалхи çул. Малтан типĕ тăчĕ, кайран çумăра кайрĕ. Йĕпе-сапа çанталăка пулах кăçал пĕр гектар çинче те çĕртме сухи туса хăвараймарăмăр – техника путать. Юрать-ха, 300 гектара кĕрхи тырăсене акма пултартăмăр», – ăнлантарчĕ директор çакăн сăлтавне. Тырçи вăхăтĕнче çумăрлă çанталăк тăни тата тепĕр йывăрлăх та кăларса тăратнă иккен, хуçалăхăн хăйĕн сушилки пулманнипе пухнă тыр-пула вăхăтра типĕтсе ĕлкĕрейменнипе хуçалăх пысăках мар пулин те, çухату тӳснех.
Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман-ха, халĕ те çăмăл теме çук. Кăçалхи пек йĕпе-сапаллă çанталăк тăрсан пĕчĕк хуçалăхсене пушшех те йывăра килет. Чăн та, вĕсене патшалăх пулăшмасть мар-ха, калăпăр, сĕтшĕн дотаци тӳлет, лизингпа техника парать. Çавăнпа шанăç çук тееймĕн. «Березовские зори» хуçалăхăн та акă малашлăхĕ пурах: специалисчĕсем те, техники те çителĕклĕ, çитменнине ял хуçалăх ĕçне лайăх пĕлекен чăн-чăн çĕр хуçисем пурнăçлаççĕ.
 
: 805, Хаçат: 49 (1039), Категори: Павлă районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: