Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Роман
Пĕрремĕш пайĕ
(Малалли. Пуçл. 34-47№№.)
– Çакă вара çывăх вăхăтра пулаймасть, шел пулин те. Вăл питĕ васкавлăн Мускава тухса кайнă. Ун çинчен ĕнер çĕрле, эсир çывăрма выртнă хыççăн денщикĕ хыпар илсе килчĕ. Хăйĕнпе калаçса илме пултаратăр, акă, – терĕ Керим, юнашар тăракан Ухантей çине кăтартса.
– Тĕп-тĕрĕс, кайрĕ вăл, Ваше благороди. Мана çул çинче хăйне хăваласа çитме хушрĕ. Кунта хăш-пĕр япаласем илме çеç кĕтĕм. Пăлхавçăсене çĕмĕрсе тăксанах тухса каятăп, – çирĕплетрĕ Ухантей. Эсир ман урлă ăна çыру парса яма пултаратăр.
– Çук, çыру çырмастăп эпĕ. Хăйĕнпе куçа-куçăн тĕл пуласшăнччĕ, – терĕ есаул. Ухантей кайсан Керим хăлхинчен çапла пăшăлтатрĕ:
– Тепĕр тесен вăрттăнлăх та мар-ха та ку, питĕ васкавлă укçа кирлĕ мана. Чыс ыйтăвĕ умра тăрать. Унран икĕ пин тенкĕ укçа кивçен илесшĕнччĕ.
– Ку йывăр ыйту мар. Ун ячĕпе хам парăп. Ĕнер денщик хуçаран укçа илсе килчĕ. Вăл Сĕве хулинчи çуртне, унти çĕрсене сутнă иккен. Укçа илни пирки хут çырса парсан икĕ пин тенкĕпе тивĕçтерĕп сире. Ытларах та парăп. Такам мар-çке эсир, Филипп тусĕ. Сире пулăшмасан нихçан каçармĕ вăл мана, – лăплантарчĕ есаула Керим. – Сирĕн çыннăрсем те вăранчĕç ĕнтĕ. Апатланма хатĕрленеççĕ. Хӳмесем çинче пирĕннисем çеç. Тăшмансем вĕсем пирки нимĕн те ан пĕлччĕр тесе пӳлĕмрен кăлармарăм.
Ирхи апат тусан есаул Керимпа Ухантей хыççăн тĕп башня тăррине хăпарчĕ. Тул çуталнăччĕ ĕнтĕ. Майборода куçĕ умне тĕлĕнмелле хитре ӳкерчĕк тухса тăчĕ. Пысăк, самаях тарăн кӳлĕ варринчи утрав çинче ларать иккен крепость, тавралăха мăнаçлăн илем кӳрет вăл. Темиçе хутлă пысăк çуртсене хулăн пĕренесенчен пураса тунă хӳмепе çавăрнă. Кун евĕрлĕ хӳмесене, варрине çĕрпе пусарса тултарнăскере, тĕрлĕ çĕрте курнă есаул. Анчах кунти крепость ăна хăйне евĕрлĕхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Кӳлĕ йĕри-тавра ĕмĕрхи юмансем ӳсеççĕ. Башня çинчен аякри ялсем, кӳлĕрен çухрăмри пĕчĕк вăрман, тӳремлĕхе çуракан типĕ, тарăн çырмасем аван курăнаççĕ. Вăрмантан 100-150 утăмра хирте часавай евĕрлĕ, питĕ хитре, илемлĕ тăрăллă шурă хуралтă пĕр-пĕччен ларать. Юнашарах йĕркипе, пĕр-пĕринчен çуршар утăмра пысăк, вăрăм пĕренесем выртаççĕ.
– Пусă унта, хирте пĕччен ларакан хуралтăра. Питĕ тарăнскер, шыв патне çитме çирĕм хăлаç та пулать ахăр. Кĕтӳçĕсем унта кункăрасенчен выльăхсене шăвараççĕ. Авă, пĕренесем куратăр вĕт. Шăпах çавсем ĕнтĕ вĕсем кункăрасем, – терĕ Керим.
– Ытарайми хитре вырăн! – мухтамасăр чăтса тăраймарĕ Майборода, ирхи таса сывлăша кăкăр тулли çăтнă май. Çав тери хитре кӳлĕ ăçтан пулма пĕлнĕ-ши кунта?
– Этем ăсталанă кӳлĕ вăл, – ăнлантарса пачĕ ватă çын. – Тахçан авал кунта тарăн çырма юпленнĕ вырăн пулнă. Авă, ун евĕрлĕ çырмасем тата та пур аякра. Крепость вырăнне самаях пысăк лаптăк хăварса икĕ юппине сарлака каналпа пĕрлештернĕ, хальхи крепость вырăнĕнче утрав пулса юлнă. Çырмине хăйне крепость вырăнĕнчен çур çухрăмра пĕве туса хупласа хунă. Авă, пăхсамăр, кунтан питĕ лайăх курăнать вăл пĕве, йывăçсем лартса çирĕплетнĕскер. Çырма юпписенче çĕршер çăлкуç, вĕсем çав çулах çырмана тултарса хунă. Çакăн пек илем пулса тăнă та вара тарăн çырмасем çурса пĕтернĕ çеçенхирте. Питĕ çирĕп крепость ку. Çирĕм-вăтăр çын та ăна темиçе пинлĕ çартан çулталăк хӳтĕлеме пултараççĕ. Хӳмесем питĕ хулăн, вĕсем патне çывăха пыраймастăн, шыв чăрмантарать. Крепость таврашĕпех шыв тарăнăшĕ вун пилĕк хăлаçран та иртет. Çăлкуçсем нумайран шыв темле сивĕре те шăнмасть. Пĕр сăмахпа, никам илейми крепость ку. Çавăнпа пăлхавçăсенчен хăрамастпăр, – управляющи аялалла, лапамсенче тата йывăçсем хыçĕнче пытанса выртакан тăшмансем çинелле кăтартрĕ.
– Крепоçе тытса илме çăмăл. Пĕвене чавса шывне уçса ямалла та, типнĕ канав урлă хӳмесем çине хăпарма йывăр мар, – терĕ есаул.
– Ан кала çăмăл тесе, – кулчĕ Керим. – Пĕвене темиçе çĕр çул каялла тунă. Çĕре питĕ хытă пусăрăнтарнă ăна ун чухне, чулсемпе, извеçпе çирĕплетнĕ. Сарлакăшĕ унăн аллă хăлаç ытла та пулать. Пĕве çинче тата çырма хĕррисенче, куратăн, юмансем ӳсеççĕ. Çĕршер çул хушшинче авă епле сарăлса кайнă вĕсем. Тымарĕсемпе пĕвене тимĕртен кая мар çирĕплетнĕ. Пĕвене сирпĕтес тесен сахалтан та çирĕм пичкерен кая мар тар кирлĕ, шыва чавса уçса ярас тесен пин çын эрне пĕр канмасăр ĕçлемелле. Анчах крепость хӳтĕлевçисем çапла тума ирĕк памĕç. Башня çинчи çак тупă шăпах пĕве хыçнелле тĕллесе тăрать. Тар пички çумне пĕр йĕтре çеç пырса ӳктĕр – пурте сывлăша сирпĕнет, пĕвене сиенлеймест. Çынсем валли те пĕр-икĕ шрапнель çеç кирлĕ… Э-э-э, ку мĕн тата? Çине тăрсах тарăхтарас терĕç пулĕ ку çĕр çăтмансем. Авă, тепĕр отряд килет! – кăшкăрса ячĕ вăл сасартăк, çул çинче çĕкленнĕ çăра тусан çине кăтартса.
– Пехота! – йĕрĕннĕ пек шăл витĕр сăрхăнтарчĕ есаул çул еннелле пăхса. – Çĕр аллă çын пулать те ахăр. Хăпартланса пыраççĕ. Анчах нимĕн те тухаймĕ вĕсен. Ку кармана ĕмĕр илеймĕç вĕсем. Тепĕр енчен манăн сотня вĕсене халех купăста пек тураса тăкать, малтан килнисене те, кайранхисене те. Кĕпере антарса хапхана уçăр çеç. Халех казаксене вĕренме илсе тухатăп, – есаул башня çинчен анма васкарĕ. Керим, тапăнакансенчен капитан-исправникпа унăн стражникне палласа илнĕскер, есаула чарасшăнччĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ, казак картишне анса лаши çине утланса та ларчĕ.
Лашисем çинче хушу пуласса кĕтекен сотня хапха уçăлсанах вырăнтан хускалчĕ. Çав вăхăтрах хӳме çинчен харăсах икĕ тупă персе ячĕç, пăшалсем кĕрĕслетрĕç. Кĕперпе ун çине кĕрекен çул тар тĕтĕмĕпе хупланчĕç. Тĕтĕм ăшĕнче есаул казакĕсен хура мĕлкисем хурахсен, стражниксен пуçĕсене касрĕç. Хăвăрт вĕçленчĕ тан мар çапăçу, тĕтĕм сирĕлсе çитнĕ çĕре пур çĕрте те вилесем купаланса выртрĕç.
Хир варринче икĕ юланутçă тĕл пулчĕç. Хĕçĕпе вăйлăн сулса ярса тăшман пуçне таçта çити сирпĕтсе ярсан çеç асăрхарĕ есаул мундирпа пакунсене, анчах халĕ нимĕн те тăваймастăн ĕнтĕ. Тăшмансенчен пĕри те тарса ӳкеймерĕ темелле.
– Мĕнле пулса тухрĕ-ха капла? – тытăнарах ыйтрĕ лаши çинчен анса есаул чупса пынă Керимран. – Мĕншĕн маларах асăрхамарăм, уйăрса илеймерĕм вĕсене? Халĕ мĕн тумалла? Пуçлăхсен умне мĕнле курăнас? – лăпланаймарĕ вăл.
– Эпĕ, эпĕ вара, ватă тунката, мĕн пăхнă? – ун пекех хӳхлеме пуçларĕ Керим. – Патша çарĕсене палласа илмеллеччĕ ĕнтĕ. Халĕ нимĕн те тăваймăн. Тепĕр енчен, пăлхавçăсем те пирĕн çине стражникла тумланса тапăнма пултарнă. Чăнах та кунта çурри хурахсем. Ăçтан пĕлетĕн, мĕн тума килнĕ вĕсем кунта? Çапла вара, есаул, ку йăнăшра санăн айăпу çук. Пуçлăхсем патне таврăнсанах сана Çĕпĕре ăсатаççĕ. Ăсатĕç-и-ха? Тӳрех персе вĕлерме пултараççĕ. Çавăнпа акă мĕн сĕнесшĕн эпĕ. Чи çывăх тусна Филипп Куракина пăлхавçăсем атамана суйланă, тата Хусан тăрăхне ертсе пыма вăл патшаран хут илейнĕ. Уншăн та каялла çул çук. Ĕçĕсемпе аякра çӳренĕ вăхăтра вăл мана пăлхава ертсе пыма хушрĕ. Сана та пăлхавçăсен ретне тăма сĕнетĕп. Саншăн та, сотняри казаксемшĕн те чи шанчăклă çул ку. Килĕшмесен çулăр Çĕпĕре выртĕ...
XXII
Ĕмпӳ-пике çăлтăрсене сăнаса Атăл тăрăхне Раççейрен уйăрас ĕç пăчланса ларма пултарассине пĕлнĕ. Ротмистр тепĕр талăкран патшапа тĕл пулмасан авалхи Пăлхар патшалăхĕ нихăçан та чĕрĕлсе тăраймĕ. Çавăн пекех çăлтăрсем Кулинене Куракинсен йăхĕнчи юлашки арçыннăн пурнăçĕ татăлас хăрушлăх çинчен те каланă иккен. Шăпах çавăнпа вăл гусарсене ротмистра хирĕç янă та. Вăл тĕрĕс туни çав кунах палăрнă.
Велитовпа юлташĕсем Тăрăн ялĕнче Апанасов хурахĕсенчен хăтарсан сехетренех Филипп малалла вĕçтерчĕ. Талăк çурăран Таганрога аванах çитрĕ вăл. Укçине император ăçтине пĕлессишĕн чиновниксене, тарçăсене парса пĕтерчĕ. Апла пулин те никамран та, нимĕн те пĕлеймерĕ. Кайран кăна пĕрисем патша çул çинче чирленипе кĕпĕрнаттăр патне чарăннине пĕлтерчĕç. Çакă çĕнĕ шанăç çуратрĕ Филипп чунĕнче. Çав вăхăтрах тепĕр хыпар илтрĕ: император пачах та урăх çĕрте, хула пуçлăхĕ патне чарăннă имĕш. Ку та йăнăш пулчĕ. Куракин император патне Санкт-Петербургран вăрттăн пакетпа килнине ĕненсе хула пуçлăхĕ кĕпĕрнаттăр патне кайма сĕнчĕ.
Патшапа кĕпĕрнаттăрăн пысăк çуртĕнче тĕл пулассишĕн укçа кăна мар, Айтугановран илнĕ хаклă чулсенчен чи пĕчĕккине те пама тиврĕ. Кукша пуçне тăтăшах сатин тутăрпа сăтăракан мăнтăркка çын, император свитинчен-тĕр, патшана хăй те икĕ куна яхăн курманни, вăл ăçтине никам та пĕлменни пирки çур сехет ытла ĕнентерме тăрăшрĕ. Кăкăр тулли наградăсем çакса тултарнă мăнкăмăллă офицер аллинче йăлтăртатакан хаклă йышши чула курсан çеç Александр Павлович çул çинче сасартăк йывăр чирлесе ӳкни, çавна май кĕпĕрнаттăр керменне сипленме чарăнни çинчен каласа пачĕ вăл.
(Вĕçĕ пулать.)
 
: 854, Хаçат: 48 (1038), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: