Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Повесть
(Малалли. Пуçл. 44-47№№.)
Ватта юлнă Ука урăх сăмах чĕнмерĕ. Крахвинене чĕпĕтесси пулмарĕ.
Крахвине килне çитсен хăмла пахчине пӳлнĕ картасем çине япалисене çакрĕ. Пӳрте кĕме васкамарĕ. Ука сăмахĕсем чĕрине çĕçĕпе чикнĕ пекех ыраттарчĕç.
– Эх, Лĕксантр, Лĕксантр. Ăçта-ши эс халь? Хăçан килетĕн-ши ман пата, – тесе кăшкăрса йĕрсе ячĕ. – Пĕччен çын тăлăхран та сумсăртарах иккен. Кашни шĕшлĕ çыртма хăтланать.
Çывăрма выртсан та Крахвине лăпланаймарĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕ харлаттарнипе пушшех ыйхи килмерĕ. «Çывăраççĕ вĕт çак çынсем, ним пĕлми. Вĕсен мĕн, иккĕшĕ юнашар. Лĕксантр пирки шухăшламаççĕ те. Ун вырăнне ĕçлекен эп пур», – вĕçрĕ шухăш.
Ир енне кăтăш пулнă Крахвине. Тахçанах кун пек ырă тĕлĕк курманччĕ. Улăхпа пырать пек. Пĕчченех. Таврара кайăксем юрă шăрантараççĕ. Ура айĕнче тĕрлĕ курăк. Кичем Крахвинене. Сасартăк ун умне шурă ăйăр сиксе тухрĕ. «Ара, ку Ула вĕт. Эпир сана çухалнă тесе йĕретпĕр», – терĕ хĕрарăм. Ăйăр Крахвине çумне пырса тăчĕ.
– Те халь те çывăрса выртать. Тахçанах тăмалла. Çĕр каçах каласа хутăм вĕт ыран тырă вырма тухатпăр тесе. Кăнтăрла иртсен ана çине каймаççĕ, – хунямăшĕн хаяр сассипе шарт! сиксе вăранса кайрĕ вăл.
– Ир енне кăна çывăрса кайнăччĕ те, – айăпне сиресшĕн пулчĕ Крахвине. Унтан питне çурĕ те, картишне ĕне сума тухса чупрĕ. – Кĕтӳрен юлас марччĕ тата. Кун пек намăса хальччен курманччĕ, – васкаса сурĕ ĕнине.
Крахвине тултан ĕçе пĕтерсе кĕнĕ çĕре хунямăшĕ апат хатĕрленĕ. Вырмара кунĕпех пулмалла. Кăнтăрлана киле килсе çӳреме вăхăт çук.
Паян вырман пĕрремĕш кунĕ анчах-ха. Хуйха пусарас тесе Крахвине пуçне çĕклемесĕр ĕçлет. Хĕвел хĕртнине пăхмасăр.
– Лĕксантр пулнă пулсан эпир ватăсенчен самай мала каймаллаччĕ. Унпа ĕçлеме те кăмăллă. Ун ачаш сăмахне, çепĕç сассине, ачаш аллине аса илсе, унсăр тунсăхласа ултă çул иртрĕ. Тата мĕн чухлĕ кĕтмелле-ши сана, Лĕксантр, – хăйпе хăй калаçрĕ вăл.
– Хĕвел анчĕ. Кин, эпир тĕттĕмленичченех ĕçлĕпĕр. Эс киле кайса выльăх-чĕрлĕхне пуçтар, апат пĕçер. Паян пĕрремĕш кун, малашне вăй ан пĕттĕр тесе какай шӳрпи çакса яр. Какайне нӳхрепрен ил, – çапла вĕрентсе Митрак арăмĕ кинне яла ăсатрĕ.
– Ах, ăслă та ман хуняма. Хăй каясчĕ килти ĕçсене тума. Вĕсем тепĕр сехет ĕçлеççĕ. Киле çитсен – выçнă хырăм, пиçнĕ апат. Çиеççĕ те выртса канаççĕ. Ман вара хăçан ĕç пĕтет? Выльăх-чĕрлĕхне те пăхмалла, савăт-сапана та çуса тасатмалла. Эп выртиччен вĕсем виççĕмĕш тĕлĕк кураççĕ, – шухăшласа утрĕ ял енне Крахвине.
Хĕрарăмăн ĕçĕ курăнмасть. Утмалли вара пайтах. Чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ, ĕне-пăрăвĕ, сурăхĕсем – темĕн те пур пуян Митрак хуçалăхĕнче. Крахвине лаççа апат çакса ячĕ. Нӳхрепри пăр çинчен тăварланă какай татăкне илчĕ.
Çĕр улми шуратма ларнăччĕ, хапхаран такам шаккарĕ.
– Кам унта? – тесе Крахвине алăк патне утрĕ.
– Те тĕрĕсех килтĕм, те йăнăш. Хуçисем килте мар-шим? – илтĕнсе кайрĕ çемçен чĕлхе вĕççĕн калаçакан арçын сасси.
Крахвине хапха шăтăкĕнчен пăхрĕ те, умра хуп-хура сухаллă палламан арçын тăнине курсан хăранипе кучĕ çине лак! кайса ларчĕ. Çитменнине арçынни хапхана кăшт уçнă.
– Килте никам та çук, – тесе Крахвине чупса пырса алăка лаплаттарса хупрĕ, хăмла пахчинчи вăрттăн вырăна тарса пытанчĕ.
– Эпĕ килех килтĕм тесе шутланăччĕ, – картишне кĕчĕ арçын. – Паллаймарăр-им мана?
Сиксе чĕтрекен Крахвине палламан çын сăмахне лайăхрах илтес тесе аллине хăлхи патне тытрĕ. Лешĕ картиш тавра утса çаврăнчĕ. Кашни япалана тытса пăхать. Вут сарайне кĕчĕ, кĕлет алăкне тĕртсе пăхрĕ, унтан лаççа кайса пăхрĕ.
– Апатне çакса янă. Хăйсем çук. Анне, Крахвине, паллаймарăр-им мана? Эпĕ ку, Лĕксантр! – илтрĕ Крахвине çемçе сасса. – Мана манса кайрăр пулмалла.
– Лĕксантр, – кăшкăрса ячĕ пытанса тăракан вырăнтан Крахвине. – Эсех-и ку?
Упăшки ун патне чупса пыман пулсан вăл çавăнтах тĕшĕрĕлсе анатчĕ.
– Эпĕ ку, чунăм, эпĕ. Манран хăраса пытанса лартăн-и? Крахвине! Çак тĕлпулăва хăçанах кĕтнĕ эпĕ, – пĕтĕм вăйран ыталаса чуп турĕ вăл арăмне.
– Лĕксантр, ăçта çӳрерĕн халиччен. Сана кĕтсе ывăнтăм. Ялта темĕн те каласа хăртаççĕ, – чĕтрекен аллипе ыталарĕ хĕрарăм упăшкине. – Мĕн чухлĕ куççуль тăкмарăмăр-ши сана кĕтсе. Кашни кун аннепе Турра кĕлтурăмăр. Мухтав Турра, пире илтнĕшĕн.
– Таçта та çӳрерĕм, темĕн те куртăм. Кайран сĕтел хушшинче каласа парăп. Эс, чунăм, ан итле çын сăмахне. Пит телейлĕ пурăнса кайăпăр малашне. Аннепе атте вара ăçта? Павăлпа арăмне те курмарăм, – сăмахне тепĕр еннелле пăрса ячĕ Лĕксантр.
– Эпир паян тырă вырма тухнă. Пĕрремĕш кун. Вĕсем нумаях тăмĕç. Килмелле. Мана апат пĕçерме ячĕç. Эс килессе пĕлнĕ пекех анне какай шӳрпи пĕçерме хушрĕ.
Калаçса пĕтерме çук çамрăксен.
Таврана тĕттĕм сăн çапасса кĕтсе илеймерĕ Лĕксантр. Арăмĕпе нихăçан та калаçу чарăнас çук.
– Çĕр те малаллах, санпа калаçма вăхăт нумай пулать, мăшăрăм. Атте-аннене кĕтсе илмелле хирĕç утам-ха. Тăван тавралăха та тунсăхласа çитрĕм. Пуйăс çинчен ансан Апнеркăран çуран килтĕм, тавралăха курса тăранаймарăм. Эс хирĕç мар пуль? – ыйтуллăн пăхрĕ мăшăрĕ çине Лĕксантр.
– Хирĕç мар, паллах. Эсир киличчен ман хуранти яшка та пиçет. Шĕшкĕ вăрманĕ енчи уйра ĕçе пуçларăмăр. Унталла ут, – пĕлтерчĕ Крахвине.
Хапха умне тухсан Лĕксантр кăкăрĕ сиплĕ тăван ял сывлăшĕпе тулчĕ. Кил умĕнче кашласа ларакан çак яштака йăмрасене миçе хутчен тĕлĕкре курман-ши вăл аякри çĕршывра? Юратать чăваш йăмрана. Çырма хĕррине те, пӳрт умне те йăмра лартать. Çулла вĕсен айĕнче ватăсене канса ларма, ача-пăчана выляма сулхăн. Çуркунне хур чĕпписене те йăмра айĕнче тухакан сип-симĕс курăк çинче пăхаççĕ. Йăмра çулçи тухсан унăн сĕткенлĕ тураттисене сурăх путеккисене татса параççĕ. Йăмра сапакĕсене кашниех ачапча чухне пуçтарса пыл пек пылак тесе ĕмсе çӳренĕ. Мĕнле хаклă-ха вăл, тăван ял. Хураçырмари пек илемлĕ çырма-çатра та çук-çке! Анаталла, тăвалла пăхса илчĕ Лĕксантр. Урамра шăп. Ял вилсе пĕтнĕ пек. Пурте хирте. Çырмара шыва кĕрекен те çук. Хутран-ситрен аташса кайнă автан киккирик! тесе кăшкăрни кăна илтĕнет.
Ял самай ватăлнă пек туйăнчĕ Лĕксантăра. Çурчĕсем пĕчĕк, хăшĕсем вăтанса е хăранипе çĕр ăшĕнчен тăррисемпе вăрттăн пăхса лараççĕ. Ют çĕршывра ултă çул пулнă вăхăтра вăл пачах урăх çуртсене курма хăнăхнăччĕ.
Тăвалла пĕр-ик утăм тума кăна ĕлкĕрчĕ арçын, хирĕç çынсем килнине курчĕ. Пĕрремĕш туйăм – тарса пытанас килчĕ. Анчах хăйне тытса чарма хал çитерчĕ. «Эп халь тыткăнра мар-çке. Хăрамалли çук. Арăм та паллаймарĕ те, ют çынсем, пĕр ял пулсан та, ăçтан паллĕç», – шухăшларĕ вăл. Çын купи çывхарса пынă май Лĕксантрăн чĕри те вăйлăрах тапрĕ.
– Кайрăр-им? – терĕ пĕри танлашсан. Ялта çын хирĕç пулсан пĕр сăмах та чĕнмесĕр нихăçан та иртсе каймасть.
– Кайрăм-ха, Маруç, – палласа илчĕ кӳршине Лĕксантр.
– Эс кам вара, мана паллан?
– Хамăр ялсем, – терĕ чĕлхе вĕççĕн арçын.
– Те Митрак Лĕксантрĕ тупăннă. Сасси ун пек, сăнĕ вара пĕртте паллама çук. Килнĕ пирки те хыпар илтменччĕ, – малалла утнă май мăкăртатрĕ Маруç.
– Ачаранпа пĕрле выляса ӳснĕ çын та палламарĕ мана. Нивушлĕ эп çаплах улшăннă? Каям-ха килех. Аттепе анне те палламасăр иртсе кайĕç.
– Час çитрĕн-çке. Аннесем килчĕç те-им? – кĕтсе илчĕ Крахвине.
– Вĕсене килтех кĕтсе илме шутларăм. Урамра мана Маруç та палламарĕ. Вĕсем те пĕлмĕш пулса иртсе каясран хăрарăм. Сана пулăшмалла мар-и?
– Ĕçсĕр тунсăхларăн-им? Атте ак сана ыранах тырă вырма илсе тухать. Ан кулян. Митрак никама та нихăçан та ĕçсĕр лартмасть.
– Ха-ха-ха! Пĕлетĕп аттене. Павăла халь те унран леккелет-и?
– Темле те пулать.
– Эп тырă вырма хам та тухасшăн. Килте ларас килмест. Çурла тытма та манса кайман-ха.
– Тахçанхи пек пĕрле ăмăртса вырăпăр апла.
Кĕçех картишĕнче сасă илтĕнсе кайрĕ. Лаçра шăкăл-шăкăл калаçакан арăмĕпе упăшки шăпланчĕç. Лаç енне çывхаракан сасă илтĕнчĕ.
– Ах, тутлă шăршă кĕрет. Кин, яшку пиçрĕ-и? – утнă май ыйтрĕ хунямăшĕ.
Лаççа килсе кĕрсен унта ют арçын курнипе тăп чарăнса тăчĕ. Пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕ. Ватă хĕрарăм хытă пăхрĕ. Темле çывăх куçсем ăна хăй патне туртрĕç. Сухал айĕнче пичĕ курăнмасть.
– Сывă-и, анне, – терĕ кулса Лĕксантр.
– Ывăлăм, таврăнтăн-им? Мухтав Турра, – таçтан шалтан, чун тĕпĕнчен тухрĕç амăшĕн сăмахĕсем. Унтан ывăлне хытă чăмăртаса кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ. – Ах, ах. Атя, картишне тух, мĕн кунта пытанса ларатăн? – хытах кăшкăрчĕ амăшĕ.
– Мĕн çуйхашатăн? Апат пĕçереймен-им? – яланхи пек мăкăртатса пырса çитрĕ сĕре ывăннă Митрак.
– Митрак, Митрак, Лĕксантр таврăннă, – чарăнаймарĕ арăмĕ.
– Куратăп. Сансăрах, – яланхи пек хыт кăмăллăн каларĕ ашшĕ. Унтан ывăлне пырса хыттăн ыталарĕ. Çурăмĕнчен лăп-лăп лăпкарĕ. – Эп эс таврăнасса яланах шаннă. Сан пĕтмелле мар, ăрăва малалла тăсмалла, – тесе куçĕнчен пăчăртанса тухнă куççульне çынсем куриччен васкаса шăлчĕ Митрак.
Кăна Лĕксантр асăрхамасăр юлмарĕ. Хăйĕн шалтан капланса килнĕ туйăмне чараймарĕ, шăпăртатса юхакан куççульне те шăлмарĕ.
– Атте, анне, таврăнтăмах. Мухтав Турра, халь сирĕнпе пĕрле.
– Эсир пӳрте кĕрĕр. Унта калаçма меллĕрех. Çиччас апат çимелле. Манăн хатĕр, – терĕ Крахвине.
Ку çĕр Митраксен килĕнче вăрăм пулчĕ. Апат çисе пĕтерсен те сĕтел хушшинчен тухма никам та васкамарĕ. Пурте Лĕксантр каласа панине итлерĕç.
(Малалли пулать.)
 
: 848, Хаçат: 48 (1038), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: