Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче 11 сехет тĕлĕнче Элмет районĕнчи Клемтел Культура çурчĕн куракансен залĕнче ура пусма та вырăн çукчĕ. Анне кунĕнче клемтелсем хальхинче аннесене саламлама мар, ялăн паянхи чи çивĕч – шкул – ыйтăвне район, ТР ЧНКА ертӳçисемпе пĕрле сӳтсе явма пухăва пуçтарăннăччĕ.
Ял пурнăçĕнче шкул мĕнле вырăн йышăнни пирки калама та кирлех мар-тăр, пĕлӳ çурчĕ çук-тăк ялĕ те пĕтес хăрушлăхра. Клемтелре лару-тăру аплах мар-ха хальлĕхе, анчах… Ял варринче хитрен курăнса ларакан икĕ хутлă, хăтлă шкул акă ĕнтĕ иккĕмĕш çул тулли хăватпа кĕрлемест. Сăлтавĕ – вăтам шкултан пуçламăш шкул туса хуни. Çавна кура кунти 35 ача Чăваш Сиреньел вăтам шкулне çӳрет.
Шкулĕ çурма пушă-тăк (хăтлă пулсан та), вăл майпен саланать. Паллах, ял халăхне çакă хумхантармасть мар, анчах пуринчен ытла ачасен хăрушсăрлăхĕ чĕрене ыраттарать. Ачисем темиçе километрти Чăваш Сиреньелне каяссине пĕлсен ашшĕ-амăшĕсем хăрасах ӳкнĕ, мĕншĕн тесен кунти çулсем тăрăх уяр çанталăкра çӳресси те хăрушă та. Пакрашпа Клемтел хушшинчи çул, тĕслĕхрен, асфальтлă мар, Клемтел – Юлхавай çул участокĕ асфальтлă пулнинчен те усси çук, вăл йăлтах çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Юлхавай – Чăваш Сиреньел çул регион пĕлтерĕшлĕ кăна пулнине пăхмасăр вăл Самар – Ульяновск – Тольятти федераллă трассăна çаврăннă, тăвăр çул тăрăх тиевлĕ пысăк машинăсем çӳреççĕ-мĕн. Кун пек çулсем çинче авари пулас хăрушлăх çав тери пысăк. Кунсăр пуçне автобус кĕтсе тăракан вырăнсенче ачасем валли çумăртан, çил-тăманран хӳтĕленме ниçта та пĕр пĕчĕк будка та лартман.
Чи тĕлĕнмелли вара – шкул оптимизаци программине лекнине ашшĕ-амăшĕсем пĕлмесĕрех юлни, мĕншĕн тесен çак ыйтупа шкулта пуху-тавраш пĕрре те иртмен. Калăн, реорганизаци шкул администрацине те, ял хутлăхне те интереслентермен. Акă мĕншĕн 2011 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕнче районти вĕрентӳ уйрăмĕнчен килнĕ пуçлăхсен: «Сирĕн шкула реорганизациленĕ», – текен хыпарĕ ял çыннисене пăрлă шывпа сапнă пекех туйăннă. Мĕнле-ха капла? Клемтел шкулĕ районти шкулсен рейтингĕнче 2-мĕш вырăнта тăнăскер, çав çул кăна аккредитаци иртнĕ-çке. Ачасен шучĕ те çав териех пĕчĕк теме çук – 60. Сăмах май, халĕ те Клемтел шанăçсăр ялах мар-ха, вырăнти «Жемчужинка» ача садне 25 ача çӳрет. Эппин, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул статусĕнчен тӳрех пуçламăш шкул статусне хăвармалла та марччĕ пек, анчах…
Тимĕре хĕрнĕ чух туптамалла тенешкел, ашшĕ-амăшĕсем çак ыйтăва ун чухнех тăратнă пулсан, тен, паянхи лару-тăру урăхларах пулнă пулĕччĕ. Тĕслĕхрен, оптимизаци программине лекнĕ шкулти ачасене урăх шкула куçариччен комиссин чи малтан шăпах çул-йĕр пахалăхне пăхмалла пулнă-çке. Вырăнти ял хутлăхĕн те çак ыйтупа çине тăмаллахчĕ. Анчах çакă каллех никама та интереслентермен курăнать. Чăваш Сиреньелне çӳрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем акă ĕнтĕ хăçантанпа районти тĕрлĕ инстанцисем тăрăх çӳреççĕ, усси пурпĕр çук. Шкулсемшĕн яваплă район ертӳçисене, вĕрентӳ уйрăмĕн пуçлăхне тата ТР ЧНКА ертӳçине чĕнсе ял халăхĕпе пуху ирттересси вĕсен юлашки шанăçĕ пулнинчен тĕлĕнмелли çук.
Телее, халăх ыйтнине тивĕçтерсе ноябрĕн 24-мĕшĕнче Клемтеле Элмет район ĕçтăвкомĕн вĕрентӳпе, культурăпа ĕçлекен çумĕ В.Самойлов, администраци пуçлăхĕн ял хутлăхĕсемпе ĕçлекен çумĕ А.Грушин, ТР ЧНКА ертӳçи К.Яковлев, «Альметьевский автодор» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕ В.Тиханков, Чăваш Сиреньел шкул представителĕсем тата ыттисем килчĕç.
Кун пек пухусем хĕрӳ иртесси каламасăрах паллă, ыйтăвĕ чăнах та çивĕч-çке. Статусĕ улшăннă шкула каялла тавăрасси ача вăййи мар. Ашшĕ-амăшĕсен ятĕнчен М.Туктамышева, О.Мазютова чылай çивĕч ыйтусене çĕклерĕç. «Пирĕн шкула укçа-тенке перекетлес тĕллевпе реорганизациленĕ теççĕ, анчах мĕн чухлĕ укçа перекетленчĕ-ши? Шкул пĕр кун та хутăнмасăр юлман, урăх ĕçе вырнаçтарнă учительсене те ĕç укçи тӳлеççĕ. Ахаль шкултан ачасене çавăн пекех тепĕр ахаль шкула куçарнин усси мĕнре?» – ыйтрĕ ертӳçĕсенчен М.Туктамышева. О.Мазютова вара çул çӳрекен ачасен класс тулашĕнчи ĕçсене хутшăнма, кружок-секцисене çӳреме, ППАна, ППЭне тивĕçлĕн хатĕрленме май çуккине палăртрĕ. Темиçе çухрăма çӳрекен ачасен чăнах та кун çинчен шутлама вăхăчĕсем çук. Ирпе ирех кайса каç кăна таврăнаççĕ вĕсем.
«Шкулăра тăруках пуçламăш шкул тумарăмăр вĕт, кунта виçĕ çул 10-11 класс пулмарĕ. Районти нумай шкул оптимизаци программине лекрĕ, чăваш этнокомпоненчĕллĕ пилĕк шкултан сире çеç çак шăпа тиврĕ. Чăваш Сиреньел шкулĕ япăх мар, вăл рейтингра 6-мĕш вырăнта, тепĕр çул унта тĕпрен юсав иртмелле», – лару-тăрăва уçăмлатма пăхрĕ Элмет районĕн вĕрентӳ уйрăмĕн ертӳçи Р.Ганиев. Анчах ачисем куллен хăрушă çулпа çӳрекен ашшĕ-амăшĕсене ертӳçĕн сăмахĕсем пĕрре те лăплантармарĕç.
Ялти шкул шăпланни вырăнти Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçине В.Исаковăна та, вĕрентӳ ветеранне М.Воронинăна та, Васильев пенсионера та, И.Демьянов депутата та питĕ хумхантарни вĕсен хĕрӳ калаçăвĕнчен палăрчĕ.
«Альметьевский автодор» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕ В.Тиханков та акă ашшĕ-амăшĕсене ырă хыпарпа савăнтармарĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, асăннă çулсене тĕпрен юсаса çĕнĕ асфальт сарасси пирки ĕмĕтленмелли те çук. «Ял хутлăхĕн пуçлăхĕн, ял çыннисен нефтяниксенчен пулăшу ыйтмалла. Çĕнĕ асфальт сарма укçа çук, организаци çул хĕррисене çулма тата çула тикĕслеме кăна пултарать», – терĕ вăл кун пирки пытармасăр. В.Самойлов В.Тиханкова хăйне шаннă çул-йĕр участокне тивĕçлĕн пăхманнишĕн питлерĕ-ха, анчах чăн лару-тăрăва улăштарĕ-и ку?
Республикăра чăваш этнокомпоненчĕллĕ тепĕр шкул чакни, паллах, ТР ЧНКА ертӳçине пырса тивмест мар, К.Яковлев клемтелсене кая юлса вăраннăшăн критиклерĕ. Реорганизацин çитменлĕхĕсене, чи малтан çĕмрĕк çулсемпе çӳрени ачасен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине палăртрĕ. Кунсăр пуçне ачасем вĕренӳ процесне туллин хутшăнаймаççĕ – тĕрлĕ секци-кружоксене çӳреймеççĕ. Çавăнпа ТР ЧНКА председателĕ Клемтел шкулне наци шкулĕ туса хума сĕнчĕ. Çак ыйтăва ТР Президент Аппаратне, ТР Патшалăх Канашĕн, ТР Халăхсен Ассамблейин Председателĕ Ф.Мухаметшин патне çитерме шантарчĕ. Паллах, ку пĕр-икĕ кунра татса памалли ĕç мар. Çавăнпа мĕнпур документсене хатĕрлесен В.Самойлов çакăн пек тепĕр пуху ирттерессине пĕлтерчĕ. Эпир те Клемтел шкулĕн ыйтăвне сăнаса хамăр хаçат страницисенче çутатсах тăрăпăр.
М.Воронина.
М.Воронина.
 
: 2321, Хаçат: 48 (1038), Категори: Çивĕч ыйту

Комментарисем:

Андрей Михайлов (2013-12-03 13:14:18):
Клемтелсене турă пулăштăр!!! Эпир сирĕнпе пĕрле!

тупата (2013-12-06 21:35:13):
КлемТТел. Клемтел мар. Ку ялăн масарĕнче рунă çырулăхĕллĕ чул палăк тупнă. Халь Шупашкарта упранать пулмалла.

эп (2014-01-11 23:55:32):
Мĕнле правилăпа КлемТТел пултăр вăл?!

тупата (2014-01-16 18:18:57):
Енчен те КлемТел çырсассăн чăваш йĕркевĕсемпе [Клемдел] евĕрлĕ вулама тивнĕ пулĕччĕ. Танлаштарма тетте сăмаха (игрушка) илсе кăтартатăп: унта та йĕкĕр тт ахальтен мар: тете пулсан [теде] пек вулама тивет. Сăмах май каласан, чăваш чĕлхинче ун пек сăмах та пур: "дядя", "брат" пĕлтерĕшлĕскер.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: