Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Пӳркелĕнчи Культура çуртĕнче «Сувар» хаçатăн 20 çулхи юбилейĕ ячĕпе вулакансен конференцийĕ иртрĕ. Конференцие Елена Хлынова уçрĕ, ертсе пычĕ. Пăва район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Лилия Назымовна Садретдинова пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ:
– Пирĕн районта вырăссемпе чăвашсем, тутарсем ĕмĕртенпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çакă Турăран. Малашне те çак çулпах утăпăр. Пĕтĕмĕшле илсен чăвашсем – хаваслă та ĕçе юратакан халăх, маçтăрсем, литераторсем, ăсчахсем, академиксем. Пур ĕçре те малта вĕсем, ыттисене пулăшса пыраççĕ. Чăваш хаçатне тытнă çул-йĕртен пăрăнмасăр малалла сулмаклăн утма, вулакансене унта ытларах çырса тăма сунатăп. Пирĕн тăрăхра нумай пурăнакансем йышлă. Çĕр çултан иртнисем яланах 5-6 çын тупăнаççĕ. «Сувар» хаçата та вăрăм ĕмĕр, хальхи пекех малта пыма, халăхшăн усăллă пулма сунатăп, – терĕ вăл.
Пухăннисене уяв ячĕпе Инна Хлынова, «Уяв» ансамбль (ертӳçи Н.А.Ракова), Розалия Дубова, Василий Матросов, «Ритм» ташă ушкăнĕ (ертӳçи Л.Н.Хлынова) юрă-ташăпа саламларĕç. Пăва районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн председателĕн çумĕ Анна Никонорова хăйĕн сăмахĕнче «Сувар» хаçата куллен çумра пыракан, çĕнĕ хыпарсем пĕлтерсе тăракан, усăллă канашсем паракан хатĕр тесе мухтарĕ, суварçăсене йывăр ĕçре ăнăçусем сунчĕ.
«Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев хаçат ĕçĕпе, умра тăракан задачăсемпе паллаштарчĕ, «Сунтал» литпĕрлешӳ ертӳçи Евгений Турхан «Сăмах ăстисем», хаçатăн литература пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Васильева «Ял хыпарçисем» темăсемпе докладсем турĕç.
– 20 çул каялла Тутарстанри чăвашсем валли «Сувар» хаçат тухма пуçларĕ, çийĕнчех чылайăшĕн чи çывăх тусĕ пулса тăчĕ. Эпĕ хам ку кăларăмпа килте аслисем çырăнма пуçласан паллашрăм, пĕтĕмпех вуласа тухаттăм. Халĕ те ку хаçат килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Пирĕн Пăва тăрăхĕнчен паллă çыравçăсем йышлăн тухнă. Иван Юркин, Мĕтри Юман, Антал Назул, Григорий Тимофеев, Владимир Ухли, Тайăр Тимкки, Николай Симунов, Михаил Смирнов, Нелли Петровская, Константин Петров, Василий Краснов-Аслипе Георгий Краснов-Кĕçĕнни, Александр Кăлкан, Николай Дедушкин тата ытти ентешсен ячĕсене час-часах куратпăр эпир хаçат страницисенче, пултаруллă ентешсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр. Çавăнпа пĕрлех «Суварти» «Калем» литература страницисенче Анатолий Малышев, Николай Дворов, Николай Зимин, Валериан Ашкеров, Галина Кĕмĕл тата ыттисен хайлавĕсене курни тата та мăнаçлантарать. Пултаруллă ентешсем пирки тата та ытларах вулас килет, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче Элшелĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕ Елизавета Мышкова.
Тăхăрьял çыравçисен ятĕнчен пухăннисене Валериан Ашкеровпа Николай Дворов сăвăçсем саламларĕç, çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕç.
Раккассинче çуралса ӳснĕ паллă журналист Анатолий Артемьевич Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче хаçатра «Ыйту – хурав» рубрика килĕшни çинче чарăнса тăчĕ, литература страницисене мухтарĕ, хаçата çырăнтарас енĕпе тĕллевлĕрех ĕçлеме кирлине палăртрĕ, почтальонсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ.
– «Сувар» лайăх хаçат тенине тĕрлĕ çĕрте илтетĕп эпĕ. Çакăнпа пĕтĕмпех килĕшетĕп. Анчах темле лайăх хаçат пулсан та вулакансем пулмасан, хаçат хăй патне туртмасан вăл харама каять. Çавăнпа та çырăнтару çине пысăк тимлĕх уйăрма, тăван чĕлхене аталантарассине мала хума сĕнетĕп, – терĕ вăл юлашкинчен.
Районти тавра пĕлӳçĕсен ятĕнчен пухура Михаил Петрович Вериялов сăмах илчĕ, тĕрлĕрен мероприятисене чăваш обществăпа культура центрĕсен ертӳçисемпе ирттерме, вĕсене çамрăксене ытларах явăçтарма кирлине палăртрĕ. Хаçатра республика, районсен пурнăçне ытларах çутатма, Хусанти паллă чăвашсем çинчен ытларах çырма кирли çинчен каларĕ, тавра пĕлӳçĕсен ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Константин Малышев хаçатăн чи активлă авторĕсене Тав хучĕсем, хаклă парнесем парса чысларĕ. Юлашкинчен конференци тивĕçлĕ резолюци йышăнчĕ.
А.Тимофеев.
А.Тимофеев.
 
: 961, Хаçат: 48 (1038), Категори: «Сувар» – 20 çулта

Комментарисем:

Ю. Ипатов (2013-11-29 11:30:00):
Чăваш чĕлхине "Сувар" хăçат вĕренме пулăшать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: