Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПĂВАРА: ТУРККĂСЕМ ТЕ ХАКЛАРĔÇ
Ултă пике хушшинче чи хит-рине суйласа илме питĕ йывăр. Мĕншĕн тесен кашни чăваш ялĕ чи хитре те хӳхĕм, пултаруллă та ăста пикине тăратнă конкурса. Конкурса хĕрсем илсе килмен ялсем ют ял пикисем сцена çинче мĕнлерех хăйсен илемне кăтартнине ăмсанмасăр пăхса лараймарĕç-тĕр. Мĕншĕн тесен Пăвари Чăваш наципе культура центрĕ районти культура управленийĕ пулăшнипе конкурса çав тери аван хатĕрленнĕ. Владимир Ильин ертсе пыракан ушкăн парнесем, дипломсем хатĕрленĕ.
Кипеккассинчи çĕнĕ клубра иртрĕ конкурс. Хутшăнакан хĕрсен хушшинче илĕртӳллĕ йăл кулăллисем, Нарспи пек хура çӳçлисем, çепĕç саслисем, хитре ӳкерекенсем, илемлĕ ташлакансем, тутлă пĕçерекенсем… Наталья Водянова сăнлисем те пурччĕ.
Çĕнтерӳçĕ ятне Пăвари медучилище студентки Анастасия Терентьева çĕнсе илчĕ. «Вице-мисс» титулне Мăкăр ялĕнчи шкулта вĕренекен Арина Суркова тивĕçрĕ.
Çакна та палăртмалла. Пăва тăрăхĕнчи чăвашсен йăлисене, тумĕсене, апат-çимĕçне курма Турцирен килсе çитнĕ NTV телеканалăн программисен редакторĕ Ахмет Яшилтепе те пурччĕ конкурсра. «Хăйсен культурине, чĕлхине сыхласа хăварса аталантарма пултаракан авалхи халăха тăвансем пекех йышăнатпăр, – терĕ вăл, – мĕншĕн тесен турккă чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те этем пуçласа калакан сăмах пĕр – вăл «анне». Пирĕн хушăри тăванлăх çирĕпленессе шанатăп».
ХУСАНТА: ОНЛАЙН-САСĂЛАВ ПУÇЛАНАТЬ
Кастингра хальхи вăхăта Атăлçи федераллă университечĕн студентки Нина Плотникова малта пырать. «ВКонтакте» социаллă сетьри «Хусанти чăваш çамрăкĕсен «Асамат» клубĕ» ушкăнра «Тутарстан Чăваш пики – 2013» конкурса хутшăнакансен онлайн-сасăлавне ирттерме хатĕрленеççĕ. Интернет-суйлав декабрĕн 2-мĕшĕнче тапранать.
«Чăваш пики» конкурсăн директорĕ Сильвия Чаркина пĕлтернĕ тăрăх, декабрĕн 2-мĕшĕнче районсенчи турсенче çĕнтернĕ хĕрсен Хусана килмелле. Конкурс положенине «Сувар» хаçатра (41 №, 2013 çулхи октябрĕн 11-мĕшĕ) пичетленĕччĕ. Финал – декабрĕн 7-мĕшĕнче пулать.
ÇĔПРЕЛĔНЧЕ: КАЧЧĂСЕМ ЙЫШЛĂ ПУЛНĂ
Районти «Чăваш пики» конкурс икĕ тапхăрпа иртнĕ. Чăваш Çĕпрелĕнче тата Хурăнвар Шăхалĕнче суйлав турĕсем хыççăн районти финал Кивĕ Çĕпрелĕнчи Культура керменĕнче ноябрĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ. Хăйсен илемĕпе, наци тумĕсемпе, çăлкуç пек шăнкăртатакан тăван чĕлхепе, куракансен чĕрисене мăнаçлăхпа тултаракан чăваш юррисемпе савăнтарнăшăн конкурса курма килекенсем те нумайччен алă çупнă. Куракансен хушшинче уйрăмах хусах каччăсем йышлă пулнине палăртаççĕ сăнакансем. Малти вырăна Аслă Аксу ялĕнчи Вера Ярмушова тухнă.
 
: 1040, Хаçат: 48 (1038), Категори: Чăваш пики – 2013

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: