Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АЛЕКСЕЕВСКИ районĕнчи Пӳлер ялĕ çывăхĕнчи Валем хуçа çăлкуçĕн ĕçченĕ ноябрĕн 13-мĕшĕнче заповедникăн территорине тирпейленĕ чух 10 килограмм тротил эквиваленчĕллĕ сирпĕнекен хатĕре асăрханă. Ăна халăх нумай пуçтарăнакан вырăна, ту çинчи пысăк чул çывăхĕнчи хыр йывăççи айне, хунă пулнă. Телее, пысăк инкекрен заповедникăн ĕçченĕсен тимлĕхĕ хăтарса ĕлкĕрнĕ.
ÇĔПРЕЛ районĕнчи Упири «Ăшă çурт» приюта çак кунсенче Пĕрремĕш каналăн «Пока все дома» телекăларăмăн ушкăнĕ килсе Ешĕлвар районĕнчи «Гнездышко» приютран куçарнă пĕртăван ачасем çинчен икĕ видеоролик ӳкернĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ çыннисем Çĕнĕ çула хур тушкисĕр юлмĕç. Çак тĕллевпе йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал та декабрĕн 14, 15, 21-мĕшĕсенче «Азатлык» тӳремре, 22, 28, 29-мĕшĕсенче «Южный» агропромпаркра, декабрĕн 28-мĕшĕнче Сармановски трактĕнче «Çĕнĕ çул хурĕ» ярмăркка иртет.
***
Çырчаллинчи тăлăх ӳсекен, хваттерсĕр юлнă (тĕрлĕ сăлтава пула хваттер залогра, ăна илме 2 миллион та 200 тенкĕ укçа кирлĕ) Есения хĕр ачана хулапах пулăшма шутлаççĕ. Çак тĕллевпе ыр кăмăллăх каçне Çырчаллинчи 1,5 пин бизнесмена чĕннĕ. Хальхи вăхăтра йыхрав хучĕсене хатĕрлесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Хула мэрĕ Василь Шайхразиев каланă тăрăх, çапла майпа пĕр ачана та пулин Çĕнĕ çулта хăйне телейлĕ туйма пулăшĕç. «Çырчаллинче пурăнакан кашни çын эпир кунта пĕр çемье пулнине пĕлтĕр»,– тенĕ мэр. Хальлĕхе шутланă тăрăх, ыр кăмăллăх каçĕнче çӳлерех асăннă суммăран нумайрах укçа пухăнмалла, çавăнпа пулăшу кирлĕ çынсен хушма списокне хатĕрлеççĕ.
ХУСАН. «Евровидение – 2013» ача-пăча вокал конкурсне кăçал Раççейрен Хусан хĕрпĕрчийĕ Даяна Кириллова каять. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Киевра иртекен «Евровиденире» пирĕн ентеш 12-мĕш тухса конкурс валли ятарласа çырнă «Мечтай» юрă юрлать. Конкурса Раççейре ноябрĕн 30-мĕшĕнче «Карусель» телеканалпа 22 сехетре кăтартаççĕ.
***
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Тутарстан Кыш Бабайĕн резиденцийĕ 5 çул тултарнă ятпа Хĕл Мучисен парачĕ пулнă. Çĕнĕ çулăн персонажĕсем республикăн тĕп хулине çав кун Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ. Халапри геройсем Бауман урамĕнчен пуçласа Кремль патне çитиччен утнă, вĕсене пур çĕрте те ачасемпе аслисем кĕтсе илнĕ, сăн ӳкерĕнме васканă. Кремльте хăнасене Барсик кĕтсе илнĕ. Пухăннă персонажсем пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламланă май Кыш Бабай резиденцийĕ пилĕк çул тултарнине палăртса ăшă сăмахсем каланă. Раççей Хĕл Мучийĕ вара ачасене нумайрах ырă ĕçсем тума хушнă, Хусан ачисенчен 200 пине яхăн çыру илнине, вĕсене пурне те Кыш Бабая панине пĕлтернĕ.
Хыпарсене хулапа районсен порталĕнчен илнĕ.
 
: 1214, Хаçат: 48 (1038), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: