Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнчи икĕ хутлă ваттисен интернатне тунтикун, Анне кунĕ хыççăнах пырса кĕтĕмĕр. Эпир пынă чух радиопа аннене халалланă юрă янăратчĕ. «Ку юрра хамăр радиорубкăран Анне кунне халалласа итлеттеретпĕр», – ăнлантарса парать интернат директорĕ Людмила Самаркина. Çапла çав, кунта пурăнакансем çулĕсемпе пурте «анне» сăмаха илтсе савăнмаллискерсем ĕнтĕ…
Çак интернат ĕçлеме пуçланăранпа килес çул 20 çул çитет. Унăн пĕрремĕш директорĕ Борис Григорьевич Лашманов пулнă, ĕмĕр вĕçленнĕ тĕле Зоя Германовна Волкова улăштарнă ăна. 2007 çултанпа вара Людмила Самаркина директорта ĕçлет. Интернатри лару-тăру çинчен пире шăпах Людмила Георгиевна каласа пачĕ.
Паянхи куна интернатра 45 çын пурăнать, вĕсенчен 37-шĕ инвалид, 25-шĕ вырăнпах выртать. Кунти ватăсен вăтам çулĕ 78-па танлашать. Интернат республика шайĕнче ĕçлет. Кунта халĕ Çырчаллинчен те, Çĕпрелĕнчен те, Пăваран та пур. Паллах, Теччĕ районĕнчен хăйĕнчен те. «Пĕр вăхăт хĕрарăмсем нумайччĕ пирĕн, халĕ арçынсем йышлăрах», – тет Людмила Георгиевна. Вăл ваттисен çуртĕнче директорта ĕçличчен ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пулнă. Çавăнпа ертӳçĕ ĕçне лайăх пĕлнĕ, анчах: «Малтанхи вăхăтра питĕ йывăрччĕ, ватăсем хăйсене пăхайманнине курсан чĕре ырататчĕ», – тесе аса илет вăл халь.
Интернатра тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ: чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те пур. Нихăш халăх çыннине те чун çăкăрĕсĕр хăвармаççĕ, авă, чăвашсем валли «Сувар» та пĕр çырăнтару кампанине сиктермесĕр çырăнаççĕ. Таса кĕпе-йĕмпе тутă хырăмсăр пуçне çыннăн чун ыйтнине те тивĕçтермелле-çке, çакна шута илсех тăраççĕ. Интернатра пурăнакансем пирки: «Наци е тĕн тĕлĕшĕпе пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайни пулман, – тесе каласа парать пире директор. – Кунта 29 çын ĕçлет, эпир чăвашсем пулнине пĕлсе тутар-ватăсем чăвашла калаçма тăрăшаççĕ. Эпир вĕсемпе ĕмĕрлĕхех-çке, юлашки çула та эпирех ăсататпăр, тирпейлесе пытаратпăр. Христиансене пупа чĕнтерсе кĕлĕ вулаттарса Аслă Ăнă масарне пытаратпăр, мăсăльмансене – муллана кĕлĕ вулаттарса тутарсен Кĕçĕн Турма ялĕн масарне пытаратпăр».
Людмила Георгиевна интернатра мĕн-тĕр çитмест тесе лармасть, проблема сиксе тухсан пулăшакансем тупăнаççех. Хусанти пĕр ресторанăн директорĕ Иркия Мансуровна Тухватуллина Аслă Ăнăри ватăсен пурнăçĕпе интресленсех тăрать. Е тутлă кукăльсем илсе килсе çитерет, е тата кивĕ краватьсене çĕннисемпе улăштарать. Çапла 20 кравате улăштарма ĕлкĕрнĕ те, вăхăт иртнĕ май ыттисене те вăлах улăштарĕ. Юсав ĕçĕсене тăвакан подрядчиксем те ватăсене пулăшу параççĕ.
Мĕн кирли пирĕн йăлт пур: мунча, сауна, туалетсем кашни хутра темиçе. Патшалăх пĕр куна çын пуçне 442 тенкĕ уйăрать (ку суммăран пăхакансене ĕç укçи тӳлеме те, апат çине те, çутă, газ… – пур тăкака та саплаштарать). Газпа перекетлĕрех усă курса экономи тунисем пулнă, анчах çутта перекетлеме çук тет директор. Мĕншĕн тесен çутăпа ватăсем хăйсем пĕлнĕ пек усă кураççĕ (кам ытларах вăхăт çутăпа ларать, тепри çĕрле вуçех сӳнтермест, тĕрлĕрен пулать).
Уйрăлас умĕн Людмила Георгиевна «Сувар» вулаканĕсене çитес çур çула та хаçата çырăнма чĕнсе каларĕ, çирĕп сывлăх, юрату, телей сунчĕ. Халăхсен хушшинчи инвалидсен кунĕпе сусăр çынсене пурне те саламласа вăрăм ĕмĕр, тăнăçлăх сунчĕ.
 
: 862, Хаçат: 48 (1038)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: