Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ытларикун Теччĕри педагогика колледжĕн акт залĕнче «Чăваш пики – 2013» район шайĕнчи конкурс иртрĕ.
Конкурса хутшăнакан сакăр хĕре залра ларакан студентсем, вĕрентекенсем, хăнасем шăпăртатса алă çупса кĕтсе илчĕç. Анастасия Пыркина Кăнна Кушкинчен, Марина Эсметьева Аслă Ăнăран, Кристина Кузнецовăпа Людмила Туйдукова Çармăс ялĕнчен пулчĕç. Теччĕ хулинчи пикесем те пулчĕç конкурсра. 1№ шкултан Анастасия Волкова, 2№ шкултан Екатерина Волкова тата педагогика колледжĕнчи музыка уйрăмĕнчен икĕ хĕр – Татьяна Таиркинăпа Виктория Павлова хутшăнчĕç.
Конкурсăн кашни тапхăрĕнчен пикесен пултарулăхĕ куракан умĕнче çĕнĕрен те çĕнĕрен уçăлчĕ. «Визит карточки» конкурс тапхăрĕнче Татьяна Таиркина чи маттурри пулчĕ, чăваш апат-çимĕçне Анастасия Пыркина пек хитре илемлетни çукчĕ те пулĕ. Людмила Туйдукова шухă чăваш ташшипе сцена çине тухсан залра ларакансен хăйсен ташă картине тăрас килчĕ-тĕр, питĕ хĕрӳ ташларĕ.
«Чăваш пики» конкурс илем уявĕ пулса тăчĕ: чăваш чĕлхи илемлĕ кĕвĕ пек юхрĕ, халăхăмăрăн манăçми юрри-ташши курса чăвашсен чĕрисем мăнаçлăхпа тулчĕç. Педагогика колледжĕнчи «Мерчен» (ертӳçи М.Адайкина) чăваш ансамблĕн юрри-кĕвви çак туйăма тата та вăйлатрĕ.
Конкурс каçне пĕтĕмлетнĕ чух жюри членĕсем тӳрех пĕр чĕлхе тупаймарĕç: хĕрсем хитре, ăста, хăшĕ вĕсенчен «Чăваш пики»? Канашланă хыççăн пикене суйларĕçех: Çармăсри Людмила Туйдукова «Чăваш пики – 2013», «Мерчен» ансамбль солистки, IV курсра вĕренекен Татьяна Таиркина «Вице-Чăваш пики» тесе йышăнчĕç.
Теччĕ муниципаллă районĕнчи ЧНКЦ председателĕ, бизнесмен Володар Аркадьевич Тимофеев конкурса спонсор пулса та пулăшнă.
Конкурса çапла çӳллĕ шайра ирттернĕшĕн Теччĕ педагогика колледжĕн администрацине, унта вĕрентекен Маргарита Адайкинăпа Алена Старостинăна ЧНКЦ ятĕнчен тав туса ырланă.
 
: 802, Хаçат: 48 (1038), Категори: Чăваш пики – 2013

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: