Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хальхи пурнăçа япăх теме çук: апат-çимĕç, тумтир çителĕклĕ, ăçта пурăнмалли пур. Ытти вара пĕтĕмпех хамăртан килет. Ĕлĕкхи пурнăçпа танлаштараймăн ĕнтĕ. Ĕлĕкхи пирки эпир, çамрăкраххисем, кĕнеке-хаçатра вуласа пĕлетпĕр, паллах. Теччĕ районĕнчи Çармăсра пурăнакан Пелагея Семеновна Кузнецова вара ĕлĕкхи пурнăç пирки вуланă тăрăх кăна мар пĕлет. Кинеми нумай пулмасть 101 çул тултарнă. Çармăсра пурăнакансем ял çинчен сăмах хускатсан чи малтан Пăлаки аппа пирки каласа параççĕ. Ара, çĕр çула çитсе иртекенсемпе кашни ял мухтанаймасть вĕт. Çармăссем вара çак ырă кăмăллă, çулне пăхмасăр халĕ те ларма-тăма пĕлмен кинемипе чăннипех те мăнаçланаççĕ.
Кӳрши-арши, ял-йыш каланă тăрăх, Пелагея Семеновна халĕ те-ха ĕçсĕр лараймасть. Хурсене те пăхать, çум та çумлать, чей те хăех вĕретет. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех, 1912 çулта, çуралнăскертен хăш çулсем чи телейлисем пулнă тесе ыйтсан: «Çамрăк чухнехи, мăшăрпа пĕрле пурăнса ачасем çуратса ӳстернĕ тапхăр», – тесе хуравлать. Мĕн кăна тӳсме тивмен-ши Пăлаки аппана? Самани миçе тĕрлĕ улшăннă вĕт-ха вăл вăхăтран паянхи кунччен…
Аслă Ăнăра хресчен çемйинче çуралнă вăл. Ашшĕпе амăшĕн 11 ача пулнă. Выçлăх, чухăнлăх, вăрçăн йывăр çулĕсем, 50 градус сивĕре кăçатăсем пăрланса лариччен окопсем чавни, нимсĕр тăратса хăваракан каçхи пушарсем… Хальхи пурнăçа Пелагея Семеновна çăтмахпа танлаштарать. Çакăн пек лайăх пурнăçра ĕçсĕр ларма аван мар тесе шутлать кинеми.
– Куçсем кураççĕ, урасем утаççĕ, ним ĕçĕ те çук, пĕтĕмпех янтă: пӳрт хутмалла мар – ăшă, шыв ăсма тухмалла мар – пӳртех кĕртнĕ. Чей ĕçсе ларасси кăна юлать, – шӳтлĕн калаçать Пăлаки аппа.
Пелагея Семеновна мăшăрĕпе пĕрле виçĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Хĕрĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех уçă кăмăллă, ĕçчен. Хальхи вăхăтра Пăлаки аппа кĕçĕннипе Марийăпа пĕрле пурăнать. Хĕрĕсем ăна тăхăр мăнук парнеленĕ. Кĕçĕн мăнукĕсем те пайтахăн.
Мĕнре-ши Пăлаки аппан вăрттăнлăхĕ? Ырă кăмăллăхра, ĕçченлĕхре, ахаль апат çининче пуль. Хĕрĕсем каланă тăрăх, вăл канма ларсан та ĕçлесе ларать. Тĕслĕхрен, алсиш-чăлха çыхать. Кăна вăл ĕç тесе шутламасть те, çапла майпа канатăп кăна тет.
Пелагея Семеновнăна ял-йыша, çывăх çыннисене савăнтарса тата нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
 
: 739, Хаçат: 48 (1038), Категори: Теччĕ районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: