Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Кушкуй ялĕ Теччĕ районĕнче чи çамрăк ялсенчен пĕри. Пысăк тесе те калаймăн ăна: паянхи кун унта 65 кил те пулмасть ахăр. Вĕсенчен те 3-4-шĕ пушă лараççĕ. Колхоз саланнăранпа нимĕнле производство та çук унта. Çавах перспективăсăр ял теме иртерех. Юлашки çулсенче кунта ĕçсем чылай лайăхланчĕç темелле. Кăçал акă Теччĕ – Пăва çул çинчен яла асфальт сарчĕç. Айккинчи çынсемшĕн, тен, пысăк ĕç пек те туйăнмасть-тĕр çакă, анчах ял çыннисене пысăк усă кӳчĕ, – тесе каласа пачĕ ялта ĕмĕр тăршшĕпех пурăнакан, 20 çул ытла клуб заведующийĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури 63 çулти К.Юдина.
Шкул хыççăн икĕ çул Хусанти авиаци техникумĕнче вĕреннине шута илмесен пурнăç тăршшĕпех Клавдия Ананьевна ялта ирттернĕ. Кӳршĕ йĕкĕтне качча тухнă хыççăн вĕренме пăрахса яла таврăннă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, пур çĕрте те тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă. Уйрăмах 1980 – 2000 çулсенче клубра тăрăшнă вăхăтра пысăк пултарулăхпа палăрнă. Ял варринче, клуб пулнă вырăнпа юнашар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăка тăвас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă вăл. Ял историне тĕпчес тĕлĕшпе те унăн тӳпи пысăк.
Вăл каласа панă тăрăх Кушкуй ялне 1928 çулта никĕсленĕ. Çав çулхи çулла чи малтан вăрман çумĕнчи çак вĕтлĕхлĕ вырăна Хупкĕпер (Большое Бисярино) ялĕнчен Мирон Николаевич Юдинпа Василий Григорьевич Морозов куçса ларнă. Миронпа мăшăрĕн ун чухне пилĕк ача – 4 хĕрпе пĕр ывăл ӳснĕ ĕнтĕ. Морозовсем те ачаллăскерсем пулнă. Тепĕр икĕ çултан вĕсен çумне тăван ялĕнчен пиччĕшĕпе шăллĕ: Ананийпе Нафанаил Губановсем, пĕртăван Юдинсем – Кирилл, Афанасий, Яков, Горлановсем – Семенпа Георгий, Карп çемйисемпе пырса ларнă. Çав вăхăталлах кунта Семен Мустафеев, Иван Гаврилов, Иван Морозов, Иван Ярмуллин, Павел Кутяшов çемйисемпе пĕрле куçнă. Унтан ыттисем те куçма пуçланă. Часах ялта килсен шучĕ аллăран та иртсе кайнă.
– Малтан куçнисенчен пĕри Ананий Фадеевич Губанов манăн атте пулать. Çĕнĕ çĕрте унăн арăмĕ вилсе кайнă. Икĕ ачине – Ольгăпа Петĕре тăлăха хăварнă. Манăн анне Марина Семеновна, ун чухне Васильева, Çармăс ялĕнче пурăннă. 1934 çулта 26 çулхи хĕр Кушкуй ялне, тин вăтăр тултарнă Ананий Фадеевича качча тухать, унăн ачисене хăйĕнни пекех юратса пăхса çитĕнтерет. Туслă çемьере, паллах, пĕрлехи ачасем те нумай кĕттермеççĕ, – ăнлантарать Клавдия Ананьевна.
Çĕнĕ çемье чăмăртаннă хыççăн тепĕр куннех çемье пуçне вăл вăхăта Кушкуйĕнче йĕркеленнĕ «Коммунар» колхоз кладовщикне лартаççĕ. Кунта вăл вунă çула яхăн таса чун-чĕрепе, тӳрĕ кăмăлпа тăрăшать. Вăрçă пуçлансан, ача чухне алли шыçнă хыççăн кăштах сиенленнине пула ăна вăрçа илмеççĕ. Анчах тепĕр çултан ялти тăватă çынна – Кирилл Юдина, Никита Морозова, Максим Мокина, çав шутра Ананий Фадеевича та Ĕçлев армийĕ шутĕнче авиаци заводне яраççĕ. Кунтан вăл 1947 çулта çеç таврăнать, хастар ĕçшĕн тĕрлĕрен наградăсене, çав шутра медале тивĕçет.
Хăрушă вăрçă хирĕнчен ялти 29 çын каялла таврăнайман. Вĕсен хушамачĕсене ял варринчи мăнаçлă палăк çинче çырса хунă. Каланăччĕ ĕнтĕ, çак списока хатĕрлес тĕлĕшпе Клавдия Ананьевна питĕ нумай тăрăшнă, ялти ватăсемпе, вĕсен ялтан тухса кайнă тăванĕсемпе курса калаçнă, архив хучĕсемпе усă курнă. Чи юлашкинчен ялтан фронта чи ватти – 60 çултан иртнĕ Прокопий Горланов тухса кайнă иккен, каялла таврăнайман. Вăрçа кайнисенчен чи çамрăкки вара 17-ри Валентин Гусаров пулнă, маларах кайнă виçĕ пиччĕшĕ пекех вăрçă хирĕнче пуçне хунă.
Ананий Фадеевичăн малтанхи ачисене ӳстернисĕр пуçне Марина Семеновна мăшăрĕпе пĕрле тата 9 ача çуратса çитĕнтернĕ. Аннелĕх медальне, «Амăш мухтавĕ» ордена тивĕçнĕ. Ăна «Ача амăшĕ-героиня» ята парса чысланă.
Ялти чи ватă çынсенчен пĕри – 85 çулхи Никита Дмитриевич Чубуков аса илнĕ тăрăх вăрçă хыççăн колхозниксене уйрăмах йывăр килнĕ. Çавах вĕсене чыслăн çĕнтерсе пынă. Чубуков Хупкĕпер ялĕнче çуралнă, чĕчĕ ачи ашшĕ-амăшĕпе Кушкуйне куçса килнĕ. Вăрçă хыççăн 5 çул хĕсметре тăнă хыççăн вăл тăван ялти «Коммунар» колхозра, 1960 çулта хуçалăх Çĕньялти (Малое Бисярино) тата Чинчурино ялĕнчи колхозсемпе «Правда» хуçалăхпа пĕрлешиччен бригадирта, унтан управляющи пулса вăй хунă. Колхоз председателĕнче ĕçленĕ Евдоким Яковлевич Гусарова, Дмитрий Иванович Тарасова, Николай Князькина, Геннадий Иванович Разбитнова, Александр Филиппова, Борис Иванович Кузнецова аван астăвать вăл.
– Халĕ ял «Содружество» тулли мар яваплăхлă обществăна кĕрет. Унта ялти темиçе çын çеç вăй хураççĕ, çамрăксем çук. Çавна маях, вĕренекенсем çуккипе кунти пуçламăш шкул та хупăнчĕ. Çавăн пекех ача сачĕ те. Вĕсем пулнă çуртра халĕ лавкка, медицина пункчĕ, клуб вырнаçнă. Çавах малашлăха шанма пуçларăмăр. Хальхи вăхăтра ялта шкул çулĕнчи пĕр ача çеç кӳршĕ ялта вĕренет. Анчах шкула каймалли ачасем ялта тăваттăн çитĕнеççĕ. Кăçал яла тĕп трассăпа асфальт сарнă çулпа çыхăнтарнă хыççăн малашлăха ытларах шанма пуçларăмăр. Тавтапуçах çакăншăн Анастасия Ананьевнăна. Вăл пулмасан халĕ те ĕлĕкхи пекех пылчăк çăрмалла пулатчĕ, – каласа пачĕ пире клубра илемлĕх ертӳçинче ĕçлекен Галина Николаевна Морозова.
Çак сăмахсем пире кăсăклантарса ячĕç. Ыйтса пĕлнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: Анастасия Ананьевна Клавдия Ананьевнăн аппăшĕ иккен.
– Аннен аппăшĕ вăл, Хусанта пурăнать, çулла кунта хăнана килсе каять. Асфальт сарнă çак çула шăпах вăл тăрăшнипе тума май килчĕ те ĕнтĕ, – терĕ пире К.Юдина хĕрĕ Наталия.
Клавдия Ананьевна пире яла асфальт сарнă çул кĕртнин историйĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Нумай çул ял çыннисем тĕп трассăран яла кĕме çумăрлă çанталăкра пылчăк çăрнă. Пĕррехинче Анастасия йăмăкĕ патне хăнана килсен пĕртăвансем çул пирки сăмах пуçарнă. Районти пуçлăхсем патне кайса килни нимĕн те парайман: çул тăвассине плана кĕртмен, бюджетра укçа çукки те чăрмантарнă. Шăпах çавăн чухне Анастасия Ананьевна Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствине яла кĕме 2 километр çул туса пама ыйтса çыру çырнă та ĕнтĕ. Ун айне мĕнпур ял халăхне, пурĕ 63 çынна алă пустарса тухнă. Çырăва министерствăра 2012 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче йышăннă. Майăн 15-мĕшĕнче хурав килнĕ: çул тума май пулманни пирки пĕлтернĕ.
Анчах Анастасия Ананьевна çакăнпа лăпланса ларман. Ноябрь вĕçĕнче тепĕр çыру çырса янă. Декабрĕн 10-мĕшĕнче каллех малтанхи пек хурав килнĕ. Çийĕнчех министерствăна тепĕр çыру ăсаннă. Анчах 2013 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчи хуравра та ыйтăва татса парайманни пирки пĕлтернĕ. Тата тепĕр çыру çине министерствăран февралĕн 6-мĕшĕнче хурав килнĕ. Унта Теччĕ – Пăва трассăран Кушкуй ялне кĕме 1,5 километр тăршшĕ çула реконструкци тăвассине 2013 çулхи плана кĕртни пирки пĕлтернĕ.
– Ку çĕлесе пĕтермен кĕрĕк пекех пулать. Хытă çул çеç çителĕксĕр пире, яла асфальт сарнă çул кĕмелле. Ял хĕррине çеç мар, варрине, – тесе Анастасия Ананьевна майăн 17-мĕшĕнче çĕнĕрен министерствăна çырупа çитнĕ. Хурава нумай кĕттермен, тепĕр эрнеренех проектпа смета документацине Кушкуй ялне 2 километр асфальт-бетон çул тума палăртнине пĕлтернĕ. Июнь уйăхĕнче, Çимĕк тĕлне яла строительсем пырса çитнĕ, çул тума тытăннă. Ку тĕллеве пурнăçлама 2000 çулта вырнаçтарнă газ пăрăхĕсене çуртсен çывăхнерех куçарма тивнĕ пулин те ĕçсене кĕске вăхăтрах вĕçленĕ.
– Çула хальлĕхе йышăнман-ха, анчах туса пĕтернĕ. Ял вĕçне çитиччен тата 200 метр сарнă пулсан лайăхрахчĕ те, вăл пулаймĕ ĕнтĕ, строительсем укçа-тенкĕ çук теççĕ. Ку та паха. Яла халĕ эрнере икĕ хутчен автобус кĕрет, ял çыннисемшĕн çакă питĕ меллĕ. Тата яла шыв кĕртесчĕ те… Пур проблемăсене те ăçтан татса пĕтерĕн. Анастасия Ананьевна çине тăман пулсан çул та пулмастчĕ. «Тумлам чула шăтарать», – тесе ахальтен каламан çав. Тавах ăна, çавăн пекех министерствăрисене, район пуçлăхĕсене те пысăк тав, – тет халĕ Клавдия Ананьевна Юдина.
Чăнах та пысăк парне панă пуçлăхсем кăçал Кушкуй ял çыннисене. Анчах ялта тепĕр проблема юлнă-ха. Урамри пусăсене ялта пĕтĕмпе тенĕ пекех хупласа пĕтернĕ, шыв килти пусăсенчен ăсаççĕ. Чей вĕретме ял çыннисем шыв кӳршĕ ялсенчен илсе килеççĕ. Яла шыв кĕртме 40 çул каяллах пуçланă пулнă, скважина чавнă, урама колонкăсем лартса тухнă, анчах ĕçе вĕçлеймен, мĕн туни харама кайнă. «Халĕ яла шыв кĕртессине тепĕр 40 çул кĕтме тивет-ши?» – тесе пăшăрханаççĕ Кушкуй çыннисем.
Н.Чубукова.
Н.Чубукова.
Кушкуйăн такăр çулĕ.
Кушкуйăн такăр çулĕ.
К.Юдина
К.Юдина
 
: 1046, Хаçат: 48 (1038), Категори: Теччĕ районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: