Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ирĕксĕрлемелли ирĕк
Владимир Путин наркомансене ирĕксĕрлесе сыватма ирĕк паракан саккун çине алă пуснă. Уголовнăй кодекса хушăнакан статья тăрăх, суд наркоманипе чирлисене медицина тата социаллă реабилитаци иртме яваплама пултарать. Саккун алă пуснă хыççăн 180 кунран вăя кĕрет.
Лайăххи Тутарстанра
Хусанта 2013 çулта «Тутарстан Республикинчи чи лайăх таварсемпе çăмăллăхсем» тата «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсра çĕнтерекенсене чысланă. ТР Промышленноçпа суту-илӳ министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, чи лайăххин ятне илес тесе республикăра тĕрлĕ сферăра ĕçлекен 234 предприяти тупăшнă. Тутарстанра çĕнтерекенсен таварĕсене федераци шайĕнчи конкурса тăратнă. Çапла майпа республикăри 54 тĕрлĕ тавар Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсăн лауреачĕсен ячĕсене йышăннă, 144-шĕ дипмломант пулса тăнă. Чаплисен шутĕнче йывăр тиевлĕ машина кăларакан, çăкăр пĕçерекен, пиншак çĕлекен тата ытти предприятисем.
Ешертĕр Хусанăмăр
Хусан мэрĕ Ильсур Метшин «Симĕс рекорда» çирĕплетсе хулара 100 пинмĕш йывăç лартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, акци пуçланиччен (2012 çул) Хусанта 225 пин йывăç кăна пулнă. Халĕ çак хисеп çĕр пине ӳснĕ. Çакна та палăртмалла, лартакан йывăçсем ӳсĕме кайнăскерсем пулнипе тарăн тымар янă та, вĕсем хула çĕрне лайăхрах хăнăхаççĕ. Мэр пуçарăвĕ Хусанти 2656 лаптăка ешĕл сăн кӳме пулăшнă.
Ăçта васкатăн?
Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанри çулсем çинче 584 çын аманса вилнĕ. Ку вăл путнă «Булгария» теплоходринчен 6, е авиакатастрофăна лекнĕ «Боинг» самолетринчен12 хут нумайрах çын. Тӳрккес те хĕрхенӳсĕр статистика пире çул çинче тимлĕрех пулма кунсерен асăрхаттарать. Çывăх вăхăтра Тутарстана хăвăртлăха лазерпа виçекен çĕнĕ йышши «Амата» радарсем çитмелле. Машина номерне самай инçетрен вуласа илме пултаракан хатĕрсем çут çанталăк кăтартăвĕсем мĕнлерех пулнине те пăхмаççĕ, антирадар та вĕсене сисмест. Чи хăрушă çул-йĕрпе транспорт инкекĕсен сăлтавĕ малтанхи пекех – пысăк хăвăртлăх тата ӳсĕрле руль умне ларни.
Академиксем канашлаççĕ
Шăматкун, ноябрĕн 30-мĕшĕнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийĕн çулталăкри пĕтĕмлетӳллĕ пухăвĕ иртет. Унта чăваш халăх академикĕсене, тавра пĕлӳçĕсене, чăваш халăх ăс-хакăлне аталантарас тесе тăрăшакансене, ӳнерçĕсене, композиторсене, çыравçăсене, тăван халăх историйĕпе интересленекенсене чĕнеççĕ. Унта çулталăкра тунă ĕçсене пăхса тухаççĕ, халăх историне, культурине, йăли-йĕркисене тĕпчесе кĕнекесем кăларса пысăк ĕç тунисене наградăлаççĕ, сектор ертӳçисем отчетсем тăваççĕ. Пуху 10 сехетре пуçланать.
 
: 1415, Хаçат: 48 (1038), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: