Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Роман
Пĕрремĕш пайĕ
 
(Малалли. Пуçл. 34-46№№.)
– Иван Петрович, ан васкăр-ха, ĕç пур, – Куçка отряд пуçлăхĕ унăн паллакан çынни пулнишĕн питĕ савăнчĕ. Капитан-исправник час-часах Алексей Апанасов патĕнче хăнара пулнă, Куçкана та лайăх пĕлнĕ. Çавăнпа та вăл суйса каласа панине те пĕтĕмпех ĕненчĕ. Куçка суйни пуçлăхăн малтанхи шухăшĕсене çирĕплетрĕ çеç. Капитан-исправникăн малтан та ротмистрăн тӳрĕ кăмăллă ашшĕпе хирĕçӳсем тухкаланă, Филипп пирки те Апанасов юмахĕсем хыççăн лайăх шухăшламан вăл. Çапла маршрута улăштарса Карамăрса ялне мар, Вĕтхăвана – пăлхавçăсен пуçлăхĕ пытанса пурăннă çĕре тапăнма ӳкĕтлеме кăткăс пулмарĕ. Пĕрер сехетрен отряд вырăна çитрĕ те ĕнтĕ.
– Апанасов хăрушă пăлхавçа хăйĕн вăйĕпе тытса влаçсене пулăшасшăнччĕ. Кĕтмен тапăну пулаймарĕ, эпир килнине сиссе, авă, пăлхавçăсем хӳтĕленме пуçларĕç, – ăнлантарчĕ Куçка, кармана хӳтĕлекенсемпе тапăнакансенчен мĕн юлнисем пĕр-пĕринпе татти-сыпписĕр перкелешсе тăнипе çӳлелле хăпаракан тĕтĕм çăмхисем çине кăтартса. – Анчах сирĕн отряд, хисеплĕ Иван Петрович, пăлхавçăсене самантрах салатса тăкĕ. Хӳтĕлекенсем унта вуннăран ытла мар. Сирĕн хастарлăхпа хăюлăха кунта пурте пĕлеççĕ. Курсанах тĕрлĕ еннелле тарса пĕтĕç, – хушса хума васкарĕ вăл, капитан-исправнике куçĕнчен йăпăлтатса пăхса.
Мухтани отряд пуçлăхĕн хăюлăхне чылай ӳстерчĕ. Нумай шухăшласа тăмасăр вăл тапăнма хушрĕ. Хыттăн кăшкăрса хăйсене хавхалантарса стражниксем кӳлĕ патне çитрĕç. Чи ансăр вырăнта, çĕкленекен кĕпер тĕлĕнче, шыв урлă хăйсемпе пĕрле çывăхри вăрмантан илсе килнĕ каштасене хучĕç. Апанасовăн пуç касаканĕсем вĕсем çумне хутшăнчĕç.
Çĕкленекен кĕперĕн тутăхса кайнă сăнчăрĕсем сасартăк чĕриклетме пуçларĕç. Çĕнĕ отрядран хăраса карман хӳтĕлевçисем парăнма шут тытрĕç ахăр. Тапăнакансем васкавлăн каялла чакрĕç, шертесене пуçтарчĕç. Вĕсен вырăнне çӳлтен çемçен кĕпер анса ларчĕ. Пăхăр татăкĕсемпе çирĕплетнĕ юман хапха яриех уçăлса кайрĕ.
– Парăнаççĕ. Эпир çĕнтертĕмĕр! Иван Петрович, пăлхавçăсен ертӳçи Куракин, ан тартăр тесе татăклă мерăсем йышăнасчĕ, – хăйĕн шухăшĕсене капитан-исправнике пĕлтерме васкарĕ Куçка.
– Тараймасть, шыраса тупатпăр, тытатпăр ăна халех. Ниçта та пытанса юлаймĕ! – мухтанчăклăн хуравларĕ лешĕ.
 
XXI
Майборода тупă сассипе вăранса кайрĕ. Тĕк тӳшек çинчен тăрса тумтирне шыраса тенкелсене хыпашлама пуçларĕ. Сасартăк вăраннипе есаул çухалса кайрĕ: ăçта вăл, кунта, палламан пӳлĕме епле лекнĕ, ирхи шуçăм вăхăтĕнчи тупă сасси мĕне пĕлтерет?
Ир пулнине вăл чӳречерен курăнакан тӳпе çуталса пынинчен тавçăрса илчĕ. Тенкел çине хĕçпе, пистолетсемпе юнашар тирпейлĕн тасатса хунă тумтирне шыраса тупрĕ. Апла вăл тусĕсем патĕнче? Пĕтĕмпех вăранса çитсен хăй Филипп Куракин патĕнче хăнара пулни пирки аса илчĕ. Кунта – Вĕтхăва крепоçне – Куракинсен йăх именине вăл ĕнер хăйĕн сотнине ертсе йĕркеллех пырса кĕчĕ. Тĕттĕмленнĕччĕ ĕнтĕ ун чухне, çавах кӳршĕ ялта тара тытнă чăваш вĕсене вырăна йĕркеллех илсе çитерчĕ. Кӳлĕ хĕррине çитсен вĕсем Ухантее – Куракин денщикне хăваласа çитрĕç. Ку салтака Майборода Кавказра хĕсметре тăнăранпах лайăх астăватчĕ. Йĕркеллех илсе кĕчĕ вăл хуçин тусне крепоçе, управляющи эрехпе те аванах сăйларĕ ахăр. Халĕ акă çапла ăнланмалла мар вăранса кайни... Сотня ăçта? Мĕншĕн-ха тупă çине-çине перет? Тулта пăшалсемпе перкелешни мĕне пĕлтерет тата?
Есаулăн шухăшĕсене алăка шăппăн шакканă сасă татрĕ. Пӳлĕме Ухантейпе имени управляющийĕ Керим пырса кĕчĕç.
– Еплерех çывăртăр çĕнĕ çĕрте, ваше благороди? Нимĕн те чăрмантармарĕ-и? – нимĕн пулман пекех ыйтрĕ старик, есаула тата ытларах канăçсăрлантарса.
– Мĕн пулчĕ? Ăçта, камсем переççĕ? Манăн сотня ăçта? – пăлханса ыйтрĕ Майборода, Керим сăмахне уямасăр, хĕççине ярса тытса пӳлĕме кĕрсе тăнă çынсен еннелле сулăнчĕ.
– Нимĕн хăрушши те çук, Ваше благороди. Сотня казармăра çывăрать. Лашасене каçранах сĕлĕ çителĕклĕ панă. Канăçсăрланма сăлтавĕ çук. Пăшал пенисем... ку ахаль кăна, вылянă пек çеç. Сотняри казаксем путвалти пысăк пӳлĕмре çывăраççĕ. Сас-чӳ кĕмест унта, пăшал пенисене çеç мар, тупă пенине те илтмерĕç ахăр. Çавах та сых ятне вĕсем патне лăплантарма çын янă. Çывăрччăрах хальлĕхе. Тен, каярах кирлĕ пулĕç. Пăшăрханма кирлĕ мар та, пĕчĕк çеç инкек пекки пулса тухрĕ-ха кунта ирхине. Пирĕн çине Апанасов купса çыннисем тапăнчĕç. Тахçанах çак кармана тытса илсе хăйĕн тăвасшăн вăл. Кĕтмен çĕртен тапăнасшăн пулнă ахăр та, эпĕ ватă салтак пулнине шута илмерĕ ахăр. Эпĕ вăл хурахсене пĕр эрне кĕтетĕп ĕнтĕ. Шанчăклă çынсем тахçанах пĕлтерсе хучĕç. Çийĕнчех вăрçăра кирлĕ хатĕрсем, апат-çимĕç сапаслама тытăнтăмăр. Тахçан пĕрле çапăçнă авалхи туссене пулăшма чĕнтертĕм. Кунсăр пуçне, ваше благороди, кĕтмен çĕртен эсир хăвăрăн казакăрсемпе пырса çитни те питĕ те лайăх пулчĕ. Çапла вара халĕ пирĕншĕн çав ниме тăман хурахсен ушкăнĕ çеç мар – пĕр полк та хăрушă мар, – ăнлантарчĕ Керим. – Акă ĕнер эсир темле пăлхавçăсене парăнтарма килни пирки каларăр. Апанасовпа унăн хурахĕсем шăпах пăлхавçăсем те ĕнтĕ. Таврари хресченсене лăпкă пурăнма памаççĕ. Анчах та телей пур пирĕн. Паян, эсир пулăшнипе, ку тăрăхри чăвашсене инкекрен, чĕр вилĕмрен хăтаратпăрах пулĕ тетĕп. Эсир вĕсене çапса салатасса шанатăп. Çӳлти Турă леш тĕнчере çакна шута илĕ. Анчах васкама кирлĕ мар. Хальлĕхе манăн тус-гусарсем вĕсене пуç çĕклеме памаççĕ. Хӳмесем çинчен переççĕ, çĕр çумне лăпчăтса хунă. Эпĕ ĕнер темиçе така пустартăм. Картишĕнче кăвайтсем тахçанах çунаççĕ, казаксем валли апат пиçсе çитет. Çисе тăраннă хыççăн хапхана уçăпăр, çĕкленекен кĕпере антарăпăр, эсир тухатăр та пурне те вакласа пĕтеретĕр. Халĕ унта аллă çынран ытла юлмарĕ те ахăр. Çăмăллăнах çĕнтеретĕр вĕсене. Çапла вара апатланма тепĕр пӳлĕме куçар, – тесе хушса хучĕ вăл.
– Ирхи апат самаях лайăх-ха вăл. Пăлхавçăсене питĕ хăвăрт çапса салатни – тата чаплăрах. Анчах та эпĕ Филипп Романовичпа тĕл пуласшăнччĕ. Ăçта-ши вăл? – ыйтрĕ Майборода. – Калаçмалли пур.
(Малалли пулать.)
 
: 812, Хаçат: 47 (1037), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: