Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

повесть
(Малалли. Пуçл. 44-46№№.)
***
Кун хыççăн кун иртет. Çĕр
хыççăн çĕр. Çĕршывра темле пулăмсем пулса иртеççĕ. Вăрçă хыççăн вăрçă пирки калаçаççĕ ялта. Патша вăрçи пĕтеймен, нимĕçсене çĕнтермен, ахаль халăх пĕр-пĕринпе çапăçать. Хураçырма ялне те пĕрисем килеççĕ те хăйсене «хĕрлисем» тесе вăйпитти çамрăксене пуçтарса каяççĕ. Унтан кăшт тăрсан теприсем персе çитеççĕ. Патша çарĕсем те пытанса ĕлкĕрейменнисене пĕрле илсе каяççĕ.
Лĕксантртан вара пĕр хыпар та çук. Вăрçа тухса кайнăранпа вакка путнă пек шăп. Кулянать Крахвине. Çĕрĕ-çĕрĕпе йĕрет. Анчах куççульпе кӳлĕ тулсан та, пурнăçа нимĕнле майпа та улăштарма çук. Хуняшшĕпе хунямăшĕ Крахвинене хĕрĕ пек усраççĕ. Ĕçлеттерме, паллах, кинĕ пек ĕçлеттереççĕ. Анчах никама та кӳрентерме памаççĕ. Митрак хĕрĕ пулса пурăнма çăмăлах мар çак пăлхануллă вăхăтра. Чухăнсем пуянсем çине çиллессĕн пăхаççĕ. Хăшĕ-пĕри «сире часах вĕлеретпĕр» тесе те хăратать. Кашни çула тухмассерен Митрак çĕнĕ хыпар илсе килет.
– Питĕрте патшана вырăнĕнчен персе антарнă теççĕ. Пуянсене вĕлереççĕ. Нумайăшĕ ют çĕршыва тарать теççĕ. Ăçта кайсан та пур çĕрте те чухăнсем пуçĕсене çĕкленĕ. Мана та темиçе хут вĕлереспе хăратса тӳлемесĕрех унталла-кунталла леçтерчĕç. Укçа тесе ыйтсанах тăнлав патне пăшал тытаççĕ. Чĕтреме ерсе аран-аран çӳрерĕм. Урăх ниçта та каймастăп, – терĕ пĕррехинче килне килсен.
Вăрçă кĕрлени Хураçырмара та илтĕнме пуçларĕ. Йĕпреçрен инçех мар фронт тенине те илтнĕ. Тупăпа пени хытă илтĕнет. Ялта чухăнсен канашне туса хунă. Миçе хутчен аллисене çĕклесе кăшкăрашнă вĕсем Митраксен умĕнче. Анчах килне кĕме хăраççĕ. Митрак унччен те хăратса тăнă вĕсене. Тата пулăшу кирлĕ пулсан та чи малтан ун патне чупнă-çке. Митрак ăслă. Нумай çӳресе нумай пĕлет.
Яла куллен тенĕ пек хĕрлĕ çар салтакĕсем килеççĕ. Ялти чухăн çĕнĕ влаçсем пур ыйтăва та Митрак патĕнче татса парасшăн.
– Ял пуянĕ пур. Ун патне яратпăр, – теççĕ.
Хăйсен умне салтаксен роти килсе çитнине Митрак пысăк чӳречинчен курчĕ.
– Çаратма килчĕç. Е персе вĕлереççĕ. Карчăк, кĕмĕлсене йĕмӳ ăшне тултар. Юлашкине хам йĕм пĕççине тултарăп. Кин, хапхана халех ан уç. Эпир кĕлет айне кайса пытанатпăр. Вĕлерсен – вилетпĕр, – тесе хуняшшĕпе хунямăшĕ тухса чупрĕç.
Крахвине чĕтрене ерчĕ. Салтаксен пуçсăрлăхĕ пирки пĕрре кăна илтмен вăл. Пĕччен арăмсене мăшкăллани пирки те каласа панăччĕ хуняшшĕ.
– Митрак, уç хапхуна. Советсем килчĕç. Салтаксене апат çитермелле. Сирĕн пурте пур. Хапхана уçмасан туххăмрах персе пăрахаççĕ, – кăшкăрса хапхаран патакпа шаккарĕ çĕнĕ ял хуçи. Крахвине хăранипе ури утнине туймарĕ. Картлашкаран аннă чухне чутах персе анатчĕ. Хапха патне аран çитрĕ.
– Пирĕн килте никам та çук. Эп пĕчченех, – терĕ Мируна.
– Эп халь нимĕн те тăваймастăп. Çак 120 çынна апат çитермелле сан. Салтаксем выçă. Ыран çапăçăва кĕмелле тет. Пĕччен-и, пĕччен мар-и, мана пурпĕрех. Пулăшма пĕр-ик карчăка ярăп. Ан хăра, эс пĕччен арăм пулнине каламăп. Хĕрĕ тейĕп. Унсăрăн…
Крахвинен ирĕксĕрех хапхана уçма тиврĕ.
Салтаксем кам картишне, кам хапха умне, кам урамри йывăçсен айне вырнаçрĕç. Ывăннăскерсем курăнать. Пурте тенĕ пекех тӳрех тăсăлса выртрĕç. Крахвинен темле чĕтресен те ĕçлемеллех. Сăра вĕретмелли чи пысăк хурана лаççа çакса ячĕ. Кӳршĕре пурăнакан Саньккапа Елена пулăшма янă. Вĕсем хытă калаçма хăраççĕ.
– Хунямупа хуняçу ăçта вара? Ирпеле килтехчĕ-çке? – кăсăкланчĕ Елен.
– Çук вĕсем. Таçта кайнă. Курман эп, – пытарчĕ чăнлăха çамрăк хĕрарăм. Шыв вĕреме кĕнине курсан кĕлете кайса пĕр витре кĕрпе илсе килчĕ. Пăтта пăтратса тăнă вăхăтра Мирун персе çитрĕ.
– Эс сар çуне те ан хĕрхен. Салтаксем çуллă пăтă юратаççĕ. Тата командир эрех ыйтать. Халех шыраса туп. Эсир эрехсĕр лармастăр пуль-ха.
– Ман ăçтан çавăн чухлĕ эрех тупас? Эп пĕлместĕп. Эп килте эрех курман та.
– Ан йĕр. Тен, эрехĕ хăйсенех пур. Эп те шырăп, – лĕх-лĕх кулчĕ Мирун. – Эсир, хыт кукарсем, тен, чăнах та эрех килте тытмастăр.
Часах пĕр хуран пăтă пиçрĕ. Крахвине ĕнер кăна пĕçернĕ çăкăрĕсене илсе тухрĕ. «Пăттине хăйсем антарса çисен аван пулмалла та, вырăсла калаçма пĕлместĕп», – шухăшларĕ вăл. Унтан, Мируна курсан, нихçанхинчен хытă савăнса кайрĕ.
– Кала-ха вĕсене, пăттине хăйсем антарччăр.
– Юрать.
Апат çиес умĕн салтаксем пырĕсене аванах хĕртме ĕлкĕрнĕ. Пăтă халь тин вĕсене кирлех те мар тейĕн. Хăшĕ-пĕрин пуçĕ те арпашнă. Крахвине иртсе каймассерен ăна куçĕпе ăсатакансем те тупăнчĕç. Пĕри хыçран ута пуçларĕ. Крахвинен хăранипе куççулĕ юхать. Юрать-ха пуçтах салтака командир асăрхарĕ. Салтака вăрçса пăрахрĕ, намăслантарчĕ, хăратрĕ. Лешĕ пуçне усса хăй вырăнне кайса ларчĕ.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, ĕçсе лартнă салтаксем шавлама пуçларĕç. Командир сăмахне те итлесшĕн мар.
– Чарăнăр. Атту çакăнтах персе пăрахатăп, – тесе командир пăшалĕнчен çӳлелле виçĕ хутчен печĕ. – Ман пуля нумай. Пурне валли те çитет. Пирĕн халь шуррисен çарне çапса аркатасси пирки шухăшламалла. Эсир пур? Çар трибуналĕ тенине илтнĕ-и? Кунта вара эп мĕн пур трибунал.
– Турă сыхла, Турă ан пăрах, – сăхсăхса пăшăлтатрĕç лаçри хĕрарăмсем. Çав вăхăтра тепре пăшал сасси илтĕнчĕ.
– Ак, кине персе вĕлерчĕç. Çиччас пире шырама пуçлаççĕ. Тепĕр пăшал сасси илтĕнчĕ. Елена вĕлерчĕç-ши е Саньккана? – çав вăхăтра куççулĕпе хĕрес хыврĕ хăй çине кĕлет айĕнче выртакан Митрак арăмĕ.
– Ан хускал, мур илесшĕ. Сăхсăхнипе çăлăнса юлаймăн. Кашни хускалмассерен кĕмĕлӳсем чăнкăртатаççĕ. Кĕлет патне салтаксем шăма çӳренине курмастăн-им? Илтеççĕ те ав, кĕмĕл сассине, иксĕмĕре те, кине те персе пăрахаççĕ, – хĕсĕк çĕрте выртаççĕ пулин те чышкине чăмăртарĕ Митрак.
– Ман кĕмĕлсем хăраса чĕтренипех чăнкăртатаççĕ. Ниепле те лăпланаймастăп. Мĕскĕн кинĕ еплерех-ши тата? Нивушлĕ ăнах персе пăрахрĕç?
– Чарăн, карма çăвар. Ав, каллех такам кунталла килет.
Каç пуличченех тăчĕç салтаксем ялта. Митракпа арăмĕн кĕлет айĕнче выртса ал-ури тахçанах хытса кайнă. Сулхăнра выртма та сивĕ. Митрак арăмĕн йĕмĕ ăшĕнчи кĕмĕлĕсем, сиксе чĕтренипе, туй маткин хушпăвĕ çинчи пекех чăнкăртатма пуçларĕç.
Юлашки салтак ялтан тухса кайсан ӳлече алăкне хупсан тин Крахвине хапхана хупрĕ. Саньккапа Елена кăларса ярсан кĕлет патне йăпшăнса пычĕ. «Чĕрех-ши ку ватăсем», – тесе чĕркуçленсе кĕлет айне тинкерчĕ. Сĕм тĕттĕм унта.
– Атте, анне, сывах-и эсир? Кайрĕç. Тухăр, – терĕ шăппăн.
– Кин, тухаймастпăр. Ал-урана хускатаймастăп, çывăрса кайнă, – терĕ Митрак арăмĕ. Крахвине хăй кĕлет айне шуса кĕчĕ. Куçĕ хăнăхнипе ватăсем ăçта выртнине шыраса тупрĕ. Вăй çитнĕ таран хунямăшне туртма пуçларĕ.
– Ай-ай-ай, – хытă ан турт. Алла кăларса илен, – нăйкăшса ячĕ ватă хĕрарăм.
Çĕрĕпе çывăраймарĕç çав каç Митраксем. Арăмĕ вăйран кайса вырăн çине выртрĕ. Митрак кĕмĕле ăçта пытарасси пирки шухăшларĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕн сассипе Крахвине тарăхрĕ. Ăшчикĕ вĕриленсе кайнă ун. Пуçĕ çурăлса тухас пек ыратать. Хăранипе чире кайнă тенине темиçе хут та илтнĕ.
– Нивушлĕ ку чир мана лекрĕ. Капла пурнăçран та уйрăлма пулать, – шухăшларĕ çамрăк хĕрарăм.
– Павăлтан пархатарĕ çук. Лĕксантр вăрçа кайса пач çухалчĕ. Ачи те унран хăть юлмарĕ. Кама валли пухрăм эп пурлăха? Ялти кахалсене валеçсе пама-и? Çук, памастăп. Çĕр ăшне чавса чикетĕп, памастăпах. Пуçтахсем. Хырăмĕсем выçнă. Çиме пирĕн пата килнĕ. Эпир трактир мар. Трактирта та укçасăр апат памаççĕ, – çиллипе мăкăртатрĕ старик.
 
***
Ĕç пур чухне вăхăт хăвăрт иртет. Крахвинен пĕрре те канса ларма вăхăт çук. Выльăх-чĕрлĕхне пăхасси, апат пĕçересси, кил-çурта тасатасси, кĕпе-йĕм çăвасси, пир арласа тĕртесси – веçех ун çинче.
Çуллахи вăрăм кунсенче каçхи апат хыççăн хĕрупраç пĕве патне тухать. Лапаткасем çат! çат! тутарни унта та кунта илтĕнсе тăрать. Ял тăршшĕпе – çырма, çырма тăршшĕпе – пĕве. Митраксен умĕнчи пĕве тем сарлакăш сарăлса выртать. Хĕрупраçсемпе пĕрле Крахвине те каçсерен япала çума тухать. Ăçта чăлха, ăçта кăмака умĕнче тыткаламалли пир татăкĕсене çуса хумалла. Супăнь тавраш ку вăхăтра тупма çук. Супăньпе хуняшшĕн кĕпине кăна çумалла. Пĕве тавра каçма пулнипе йĕри-тавра çатлаттараççĕ хĕр упраçсем.
– Крахвине, эс тепре качча кайма шутламастăн-и? – йĕкĕлтешрĕ Ука.
– Мĕншĕн кун пек сăмахсемпе перкелешетĕн? Ман упăшка вилни пирки хут килмен вĕт. Тен, ыранах киле килет-ха вăл, – капланса килнĕ куççульне çăтса аран ăшĕнчен пăчăртаса кăларчĕ Крахвине.
– Ултă çул çитрĕ ĕнтĕ Лĕксантр вăрçа кайни. Сывă çын тахçанах килмелле. Сан пек ухмах кăна хальччен ĕненсе пурăнать. Хуняçупа хунямуна пăхса ывăнмарăн-и-ха?
– Эс, Ука, халь те качча кайманнипе эрленетĕн пулмалла. Эп эс кăна мар, каяс килнĕ пулсан тахçанах качча каймалла. Лĕксантр вара килетех. Кӳстӳмĕрте аттепе пиччесем те çаплах калаççĕ. Вĕсем вĕреннĕ çынсем.
(Малалли пулать.)
 
: 865, Хаçат: 47 (1037), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: