Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кипеккасси ялĕ Пăва хули çумĕнчех ларать тесен йăнăшмастпăр пулĕ. Ял хутлăхĕ те унăн пысăк мар – Рункă тата Кипеккасси хăй кĕрет унта, иккĕшĕ те чăваш ялĕ, 1440 яхăн çын пурăнать вĕсенче. Кипеккассинчи пĕр азербайджансăр пуçне ыттисем пурте чăваш. Рункăра та çаплах. Чăн та, 1917 çулхи революциччен кунта пĕр урамра пĕтĕмпех еврейсем пурăннă тет, хăйсем Пăвара суту-илӳ, ытти ĕçсемпе ĕçленĕ пулать те, пурăнма Рункăра пурăннă тет. Анчах пушар тухса урамĕпех çунса кайнă тет. Еврейсем пурте тенĕ пекех куçса кайнă çакăн хыççăн, ялта пĕр-ик çемье кăна юлнă, кайран вĕсем те чăваша тухса пĕтнĕ имĕш.
Ку ял хутлăхĕнче туслă, тăрăшуллă халăх пурăнать.
Валерий Владимирович Ярхунов ял хутлăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăткăс ыйтусем пайтах сике-сике тухнă, анчах йывăрлăхран хăраса алă усман, çухалса кайман. Яланах ял халăхĕн тăнăçлăхĕшĕн тăрăшнă. Валерий Владимирович хăй те Кипеккассинчех çуралса ӳснĕ. Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухсан та телей шырама инçете çӳремен, тăван ялах таврăннă. Хуçалăхра тĕрлĕ профессипе ĕçлеме тӳр килнĕ тесе каласа парать вăл: зоотехник та пулнă, бригадир та, парти организацийĕн секретарĕнче те ĕçленĕ. Ял хутлăхĕн пуçлăхне ларас умĕн вун икĕ çул колхоз председателĕнче ĕçленĕ. «Вăйлă хуçалăхчĕ ун чух пирĕн. Сысна та ĕрчетнĕ, çĕр ĕçне те тунă, выльăх-чĕрлĕх пулнă», – тесе аса илет халь В.Ярхунов. Анчах пур çĕрте те колхозсем арканнине пĕр Кипеккассинче сыхланса юлаймĕ ĕнтĕ – самана улшăннă май хуçалăх та улшăннă. Вăйпитти çыншăн халĕ ялта ĕç çук тесен никама та тĕлĕнтереймĕн ĕнтĕ, ялсенче пур çĕрте те лару-тăру çапларах. Кипеккассисем чылайăшĕ Пăвана çӳреççĕ ĕçлеме, «Авангард» сысна самăртакан комплексра вăй хуракансем те пур. Фермер ĕçне пуçăнакансем те пулман мар, анчах çăмăлах мар иккен фермер çăкăрне çиесси: проекта пурнăçлама нумай чăрмав урлă иртме тивет, налогĕсем те пайта илме тытăнман «капиталистшăн» самай пысăк. Çак сăлтавсене пула ĕмĕчĕсене пурнăçламасăрах пăрахăçланисем çук мар ку тăрăхра. Ĕçсе аташса çӳрекенсем çук вара, ку савăнтарать. «Пĕр вăхăт ĕçекенсем пурччĕ, анчах вĕсем вилсе пĕтрĕç, халĕ ĕретрен тухса ĕçекенсем çук», – çирĕппĕнех шантарать пуçлăх.
2002 çултанпа вара Валерий Владимирович, каларăмăр ĕнтĕ, ял хутлăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлет, таврара йĕрке тăвать. Акă, тĕслĕхрен çӳп-çаппа çыхăннă ыйтусенех илер. Çӳп-çапа тасатмалла, ялта ăçта кирлĕ унта тăкмалла мар, тĕрĕс-и? Тĕрĕс. Кун пирки саккун та пур. Анчах пуçтарса полигона тăкса пăхса тăрасси кам кĕсйинчи укçапа пулса пырать? Паллах, ял хутлăхĕн шутĕнчен. Полигона тĕксе хупласси хăех 28-30 пин тенке ларать. Кашни уйăхрах çавăн чухлĕ укçа тӳлесси хака ларать, паллах. Çавăнпа хальлĕхе виçĕ уйăхра пĕрре полигона тирпейлеме йышăннă. Выльăх масарĕсене пăхса тăрасси те ку таранччен ял хутлăхĕн «пуç ыратăвĕ» пулнă. Ку ыйтăва ТР Правительстви пăхса тухнă хыççăн бюджетра палăртĕç тесе шанать В.Ярхунов.
Кипеккассинче те, Рункăра та пурăнмалли условисем лайăх: кунта çут çанталăк газĕпе тахçантанпах усă кураççĕ. «Чăваш ялĕсенчен чи малтан газ кĕртекеннисем эпир пултăмăр районта», – тет Валерий Владимирович танлăн. Яла шыв кĕртни те чылай пулать, анчах çуллахи вăхăтра вăл вăйсăртарах. Çак çитменлĕхе пĕтерсен лайăх пулмалла ĕнтĕ. Ача сачĕсем те пур. Кипеккассинчи садике 20 ачана яхăн çӳрет, Рункăра вара пушă вырăн та юлман – 40 ачана яхăн. Çамрăк кипеккассисем Пăвари 5№ шкулта пĕлӳ илеççĕ. Пĕлтĕр Кипеккассинче фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă. Килес çул, 2014 çулта Рункăра ФАП пулĕ. Хăш тĕле мĕнлерех лартасси пирки калаçса татăлнă ĕнтĕ. Унта Культура çурчĕ лайăх ĕçленине фольклор ансамблĕн чапĕ те каласа парать ĕнтĕ. Нумай пулмасть ăна «халăх ансамблĕ» ят пачĕç.
Кăçал сентябрĕн 27-мĕшĕнче Кипеккассинче Культура çурчĕ уçăлнă. Çакăншăн ял халăхĕ питĕ савăннă. Ара, малтанхи клубĕ 1967 çултиех пулнă-çке, 20 çул каяллах маччисем ишĕлме пуçланă. Ăна ТР Президенчĕн программипе килĕшӳллĕн тунă. Анчах районта 97 ял çинче Кипеккассине суйласа илнинче Валерий Владимирович пуçлăхсене ĕнентерме пĕлнипе те çыхăннă-тăр çав.
Электричество перекетлесси пирки те хĕрсе ĕç пырать кунта. Чи пĕрремĕш – кабельлĕ пралуксем карасси, тĕп урама хулари пек çутă вырнаçтарасси. Ялсен ытти урамĕсенчи çутăсемшĕн тӳлессине те перекетлеме шутлаççĕ – кашни лини çине счетчик лартаççĕ.
Çывăх вăхăтра тума палăртнă ĕçсем тата пур. Çĕнĕ çулччен çĕнĕ Культура çурчĕ умне Кипеккассинчен тухнă чăваш классикĕсене Василий Краснов-Аслине, Григорий Краснов-Кĕçĕннине, Сергей Ялавина, Валем Ахуна халалласа палăк уçасшăн. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăка ялта тирпейлесе пăхса тăраççĕ, апла пулин те ăна çĕнетесшĕн. Çĕнтерӳ 70 çул тултарнă тĕле çак ĕçе пурнăçлама ĕлкĕресшĕн. Тата тепĕр ĕмĕт – Çыравçăсен палăкне хирĕç ялти хастар ĕçченсене сума суса палăк уçасси.
«Ял хутлăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме йывăр-и?» – тесе ыйтрăм калаçу вĕçĕнче. «Пирĕн кунта çынсем лайăх, çирĕп кăмăллă. Тата вĕсем мана аван пĕлеççĕ, шанаççĕ. Çынсем шансан ĕçлеме пулать», – терĕ вăл татăклăн.
 
: 858, Хаçат: 47 (1037), Категори: Пăва районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: