Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР ШĔМĕ республикăри массăллă хыпар хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле ирттерекен «Журналист профессие улăштарать» акци кăçал Участковăй кунĕпе тӳр килнине кура çак йĕркесен авторĕ каллех пĕр кун «участковăй» ĕçне хăй çинче тĕрĕслерĕ. Хальхинче хулари мар, ялти участковăй пулчĕ. Республикăри «Чи лайăх ял участковăйĕ», «Профессире чи лайăххи» конкурссен темиçе хут çĕнтерӳçипе, Пăва районĕн шалти ĕçсен уйрăмĕн чи пултаруллă участковăйĕпе Александр Васильевич Кириллов майорпа «опыт» пухрĕ.
Александр Васильевича районти шалти ĕçсен уйрăмĕнче курсанах манăн «смена» ытти çултисенчен те хĕрӳ пулассине тӳрех ăнлантăм. Шалти туйăм чăнах та улталамарĕ. «Айтăр кайрăмăр, Пӳркелĕнче çын çухалнă пирки пĕлтерчĕç», – терĕ майор питĕ васкавлăн. Паллă ĕнтĕ, кун пек чух сăмах çапма никамăн та вăхăт çук, кашни минут шутра. Хайхи çын пурăннă киле кайса тĕрĕслемелле, тăванĕсемпе, ял çыннисемпе калаçмалла, çурт-йĕре пăхса çаврăнмалла… Çапла эпир «ĕçтешĕмпе» тата районти уголовнăй шыравăн аслă оперуполномоченнăйĕ пе И.Гимранов майорпа пĕрле «Нива» машина çине ларса пылчăклă çулпа Пӳркел еннелле вĕçтертĕмĕр.
Асăннă яла самай каймалăх пуртан Александр Васильевич çула май тенĕ пек паянхи ĕç планĕпе паллаштарать: «Чи малтан Пӳркеле каймалла, унтан – Кивĕ Пăрăнтăка, юлашкинчен Кивĕ Мертле çитмелле…». Туятăп, ĕç пирĕн çителĕклех. Халăхĕ ку тăрăхра ытти çĕрти пекех пĕрре те тĕк тăмасть вĕт: ăçта вăрлаççĕ, ăçта çапăçаççĕ тата ытти те. Юрать-ха, социаллă шулĕксем валли вырăнĕ «тухăçлă» мар, телефонпа улталаса укçа ыйтсан çынсем çийĕнчех банкомата чупаймаççĕ, территорире пысăк банксем те вырнаçман. Çапах çук-çук та ултавçăсен серепине çакланакансем кунта та тупăнаççех. Нумай пулмасть пĕр хĕрарăм (ятне палăртмăпăр. – Авт.) çапла майпа 2 пин тенкĕ укçине çухатнă. Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен тепĕр арçын вара чутах «машиналлă» пулайман. Ăна телефонпа машина выляса илнине пĕлтернĕ те хакăн темиçе процентне куçарма ыйтнă. Камăн машиналлă пулас килмĕ? Килĕшнĕ. Телее, укçине çеç куçарайман – А.Кириллов вăхăтра сиссе ĕлкĕрнĕ.
«Пурнăç веçех улшăнчĕ, – тăсăлать малалла калаçу. – Халăх заявлени çырма полици пунктне килсе тăмасть халĕ, çĕрле-и, кăнтăрла-и – шăнкăравлать. Сигнал пур-тăк манăн тĕрĕслемеллех. Пĕр енчен телефон пурри те аван. Акă икĕ-виçĕ кун каялла кăна-ха Пăрăнтăк станцийĕ çумĕнчи федераллă трасса çинчи заправкăри заправщица çĕрле телефон тытманнипе сисчевленĕ пуçлăхĕсем мана çурçĕр иртсен виççĕре шăнкăравларĕç. Участок манăн вĕт – тĕрĕслемеллех. Юрать-ха заправщица çывăрса кăна кайнă пулнă. Ĕçĕ нумай пирĕн, уйăхне кăна 15-20 ĕç пăхса тухма тивет».
Çапла калаçса пынă май вăхăт иртни сисĕнмерĕ, Пӳркел ялне çитрĕмĕр те. «Ачамсем, эпир чăрмантаратпăр-ха. Ывăлăм ноябрĕн 1-мĕшĕнче Ульяновск хулине тухса кайрĕ те икĕ эрнерен таврăнма шантарчĕ, паянхи кун та хыпар çук, хулари хваттерне те пыман…», – пăшăрханса пĕлтерчĕ кил хуçи арăмĕ паллакан участковăя курсанах. Ватă амăшĕн пăшăрханăвне ăнланма пулать, кун пекки çемьере хальччен пĕрре те пулман. Ывăлĕ ялтанах пĕр таксистпа больницăна каятăп тесе тухса кайни пушшех те хăратать.
Кил хуçисенчен заявлени илсен, уголовнăй шырав ĕçченĕ закон тăрăх пăхăннă мĕнпур процедурăна туса çухалнă çыннăн тĕп паллисене çырсан та пирĕн ĕç пĕтмерĕ-ха. Ял çыннисемсĕр май çук кун пек чух, тен, вĕсем мĕн те пулсан пĕлеççĕ? Анчах шел, çывăхри икĕ лавккана кĕрсен те хурав пĕрешкел пулчĕ – курман-илтмен. Вырăнти ял хутлăхĕнче те пĕлекен пулмарĕ.
«Малалла Ульяновск облаçĕпе ĕçлетпĕр, запрос яратпăр», – пĕлтерчĕ уголовнăй шыраври «ĕçтешĕмĕр» ялта хăйĕн ĕçĕ вĕçленнине палăртса. Мĕнех, унăн хăйĕн ĕçĕ, пирĕн хамăрăн. Асфальтлă çул çине тухсан майорпа сывпуллашрăмăр та эпир тепĕр ĕçпе Кивĕ Пăрăнтăка васкарăмăр. Кунти ăнăçсăр çемьене районти йĕрке хуралçисем лайăх пĕлеççĕ, вĕсен енĕпе пуçарнă ĕçсен папки кăна тем хулăнăш та. Хальхинче те акă кил хуçи арăмĕ полицие: «Мана хĕнерĕç», – тесе телефонпа пĕлтернĕ-мĕн. «Кайса тĕрĕслер, упăшки мĕн калать, çакна мĕнле ăнлантарать», – тет Александр Васильевич. Хăй калашле, сигнал пур-тăк…
Кивĕ Пăрăнтăкра пире кирлĕ çынна килĕ умĕнче куртăмăр. Телее, вăл ку хутĕнче урах. Çемйи килĕнче маррипе хуйхăрни те питĕнченех палăрать. «Мĕнле пурăнмалла капла, мĕн хĕрарăмми пулчĕ, улталать вĕт, халĕ ĕнтĕ ачасене те хăйпе пĕрле сĕтĕрсе çӳреме пуçларĕ…» – айăпа ĕçкĕç арăмĕ çине йăвантарма хăтланчĕ арçын. Вăл каласа панă тăрăх, арăмĕ килне октябрĕн 30-мĕшĕнченпе те таврăнман, курăнман. «Ӳсĕрĕлчĕ пулсан аллинчен телефон ямасть, тĕрлĕ çĕре улталаса шăнкăравлас йăли пур унăн», – терĕ арçын хаш сывласа. А.Кириллов лару-тăрăва тĕрлĕ ыйту парса тĕрĕслесен арçынна ăнлантару çыртарчĕ. Хĕрарăм улталать-и, çук-и, çакă паллă – унпа çыхăннă преступлени А.Кирилловăн участокĕнче пулман.
Александр Васильевич кулленхи ĕç планĕн кашни пунктне хăвăрт та çăмăллăн пурнăçлать. Ку ĕнтĕ участокĕнче авторитечĕ пысăккинчен, хăй ăста психолог пулнинчен (профессипе вăл педагог, Хусанти педагогика институтне пĕтернĕ) тата çак участокра пĕр улшăнмасăр 19 çул ĕçлесе пысăк опыт пухнинчен те килет. «Кунти çынсене лайăх пĕлсе çитнĕ», – тет çеç хăй вăл кун пирки.
Планри пирĕн тепĕр пысăк ĕç – иртнĕ çĕрле Кивĕ Мертлĕ ялĕнчи Н. çуртне чӳрече çĕмĕрсе кĕнĕ преступленин пĕр версине уçăмлатасси. Çĕрлехи хăна нимĕн те вăрласа тухман пулсан та вăл закона пăснă – хуçи ирĕк памасăр çурта кĕнĕ. Преступлени пулнă вырăнта оперсем пӳрне йĕрĕсене те тупса экспертизăна янăччĕ ĕнтĕ. Анчах участковăй экспертиза пĕтĕмлетĕвне кĕтсе лармасть, унăн ку енĕпе хăйĕн верси – Элшелĕнчи эрех ĕçме хирĕç мар С. хăйĕн юлташĕсемпе туман-ши текен шухăша тĕрĕслемелле (хĕрарăм эрех ĕçсе çапкаланса çӳренĕ хушăра пĕрре те приключенисĕр çӳремен факт çапла шутлама хистет-мĕн). Преступлени умĕн темиçе сехет маларах ăна тата унăн хĕрĕнкĕ юлташĕсене шăпах çак ялта курнă-мĕн. С. килте пулманни участковăйăн ĕçне йывăрлатать çеç. Лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе эпир Кивĕ Мертлĕн пылчăклă, лăчăр-лачăр урамĕпе пĕрремĕш юлташĕ патне кайрăмăр. Юрать-ха А.Кирилловăн машини çĕнĕ, кăçалхи «Профессире чи лайăххи» конкурсăн çĕнтерӳçине «Нива» машинăна çулла кăна панă, атту пулсан-и – çăра пылчăка çăрса та тухас çукчĕ.
30 çулсенчи Е. эпир çитсе кĕрсенех сăнран улшăнчĕ. Ара, участковăй ахаль çӳремест-çке. Эпĕ ăнланнă тăрăх, йĕрке хуралçипе вăл пĕрремĕш хут кăна калаçмасть. Ют пӳрте чӳрече çĕмĕрсе кĕнĕ хыпар та ялта сарăлнах ĕнтĕ.
– Пĕлместĕп эпĕ нимĕн те. С. ӳсĕрччĕ, эпĕ ĕçмен. Вăл ăçта кайнине ăçтан пĕлес ман? Киле килтĕм эпĕ. С. Т-па пĕрле Элшелне кайрĕ,– пулчĕ хĕрарăмăн хуравĕ. А.Кириллов ку контингента лайăх пĕлет (кашнин телефон номерĕ ахальтен мар пур-çке унра), кам мĕн калама пултарнине те чухлама хăнăхнă. Тĕрлĕ ыйтусем парса тĕрĕсленĕ хыççăн Е. чăнах та улталаманнине шантăмăр. Çитменнине хĕрарăмăн упăшки те арăмĕ çав каç килтех çывăрнине çирĕплетрĕ.
Калаçура тепĕр ят тухрĕ-тĕк ăна та тĕрĕслемеллех. Пирĕн тĕл пулмалли тепĕр çын Е. асăннă Т. Элшел ял хĕрарăмми иккен. А.Кириллов ăна телефонпа шăнкăравласа ялти пункта пыма чĕнчĕ. Эпир Элшелне çитнĕ çĕре Т. ял хутлăхĕн кантурĕ умне пынăччĕ ĕнтĕ. «Чӳрече çĕмĕрсе кĕни пирки илтмен те, каçхине çиччĕсенче С.-па яла килтĕмĕр. Эпĕ киле кайрăм, вăл парка кĕрсе юлчĕ», – терĕ вăл пӳлеметран пенĕ пек хăвăрт.
– С. тĕттĕмре каялла Кивĕ Мертле кайма пултарать-и? –ыйтатпăр унран.
– Пултарать, – иккĕленмест хĕрарăм.
Çапах эпир шыранă С. айăплă пулнипе пулманнине экспертиза çеç палăртать. Енчен те айăпне çирĕплетсен, çурт-йĕре çаратман, чӳречене çĕмĕрсе сăтăр тунă çеç пулсан та закон тăрăх явап тытмаллах, анчах çакна ăнланĕ-и хĕрарăм?
Ялти участковăйпа хулари участковăйĕн ĕçне танлаштарни кунта вырăнсăр-тăр, çапах та ялти участковăйăн ĕçĕ çăмăл тесе пĕрре те каламан пулăттăм эпĕ. Хамăн виçĕ сехете тăсăлнă «сменăра» та Тăхăрьял тăрăхĕнчи миçе яла çитме тиврĕ те. Кунĕпе вара А.Кирилловăн маршручĕ 200-300 километртан кая мар. Закона пăсакансем те çителĕклех, кăçал кăна 10 уйăхра вăл тĕрлĕ шайри 15 преступление уçса панă. Халĕ те акă пуçа ватмалли нумай унăн: октябрь-ноябрь уйăхĕсенче Пӳркелĕнчен тата Шемекрен çĕрле кил-картишĕнчен выльăх вăрласа тухнă, преступниксене шырамалла. Кунсăр пуçне граждансемпе те ĕçлемелле, закона пăснă мĕнпур тĕслĕхе тимлĕхре тытмалла.
«Смена» вĕçленнĕ май «ĕçтешĕме» хăнăхнă йăлапа: «Ĕçĕр сахалрах пултăр», – тесшĕнччĕ те, ку пулмасла халап пек пулса тухасса ăнланса илтĕм, ара, Александр Васильевичăн ĕçĕ сахалланасси курăнмасть те вĕт, çитменнине çитес вăхăтра унăн юнашар участока та хăй çине илмелле, ĕçтешĕн Сочие 4 уйăха командировкăна каймалла.
 
: 863, Хаçат: 47 (1037), Категори: Пăва районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: