Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал çулла Пăвара Ĕçтăвком ертӳçи улшăннă. Çак пысăк тивĕçе июнĕн 5-мĕшĕнчен «Пăвари машина тăвакан завод» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕ пулнă Александр Никифоров пурнăçлать. Çакăн пирки хăй шӳтлесе: «Кăçал июнĕн 5-мĕшĕнчен ĕçлетĕп, хама 5 çул ĕçленĕнех туятăп», – тет. Хулана тирпей-илем кӳртесси çине пусăм тунă малтанах. Çулсем юсасси те черечĕпе пĕрремĕш вырăнтах. Пăва яланах çуртсене тĕпрен юсассипе малтисен ретĕнче пулнă. Кăçал та кунта палăртнă плана пурнăçланă – 2-3 хутлă 8 çурта тĕпрен юсанă, 2014 çула тата пилĕк çурт юсама палăртнă. Шыв пăрăхĕсене 2 километр улăштарнă (50-60 çулсенче вырнаçтарнисемех пулнă). Çак ĕçсене малалла та тăсма палăртнă, канализаци сечĕсене малалла сарасси те планра пур.
Çавăн пекех çулсене йĕркене кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ кунта. Çичĕ километр çула юсанă та ĕнтĕ, çуркунне тата 11 километра çĕнетĕç. Уйрăмах промышленность объекчĕсем йышлă çĕрте çулсем юрăхсăра тухнă. Кунсăр пуçне шăтăк-путăксене «сапласси» те кун йĕркинче пур. Çул-йĕр ĕçĕсем тротуарсене çĕнетессипе те çыхăннă.
Тутарстанăн тĕп хулинче çуркунне те, кĕркунне те йывăçсем лартса хăварасси çине пусăм тăваççĕ. Çакă республикăн районĕсенче те актуаллă иккен. Пăвара та нумай йывăç лартаççĕ. Ку ĕçе шыв-шур шăничченех илсе пырасшăн. Ульяновскалла каякан çул хĕррине, Заводская урамне (Хусан енчен кĕнĕ çĕрте) лутра ӳсекен йывăçсем лартаççĕ. Тата çавăн пекех хулари икĕ парка çамрăк йывăçсемпе çĕнетеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă мемориала Çĕнтерĕвĕн 70 çулĕ çывхарнă тĕле çĕнетесшĕн, паркне те «Çĕнтерӳ паркĕ» ят парасшăн.
Çапла, кунта паттăрсене асăнса пурăнаççĕ. Çамрăксене патриотизмла воспитани парасси те вĕсен ячĕсене манма паманнипе тачă çыхăннă. Нумай пулмасть, ноябрĕн 12-мĕшĕнче, Пăвари драма театрĕнче «Герои нашего времени» кĕнекен хăтлавĕ иртнĕ. Кĕнекене авторсем Ильсеяр Мухаметзяновăпа Альфия Шарафутдинова 2002 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче пулса иртнĕ инкекре пуç хунисене асăнса çырнă. Çав синкерлĕ кун Ульяновск облаçĕнче хĕсметре тăнă десантник-дезертирс ен çулне Ульяновск – Пăва трасса çинче Ильнур Хайруллин çул-йĕр автоинспекци сотрудникĕ пӳлме хăтланнă, унччен те икĕ çынна вĕлерме ĕлкĕрнĕ дезертирсем 33 çулхи çамрăк сержантăн пурнăçне татнă. Преступниксен аллинчен тата Рашид Шарафутдинов, Гамиль Загуртдинов, Шамиль Абдрахманов, Азат Шайдуллин сотрудниксем вилнĕ. Пирĕн ентешсен – Рункăри Олег Сайкинпа Сергей Шурбин пурнăçне те татнă çын вĕлеренсем çавăн чух. Хăтлава ТР шалти ĕçсен министрĕ Артем Хохорин, Пăва муниципаллă район пуçлăхĕ Азат Айзетуллов, шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсем, кадетсемпе полици класĕсенче вĕренекенсем, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ милиционерсен çемйисем, Пăва районĕнчи ТР ШĔМ органĕсен сотудникĕсем хутшăннă.
Хăтлава хутшăннисем паттăрсен палăкĕ патне пуçтарăнса пуç тайнă, чечек кăшăлĕсем хунă.
 
: 816, Хаçат: 47 (1037), Категори: Пăва районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: