Иртен пуçласа кăнтăрла иртсе 3-ччен пычĕ Чăваш Киштекĕнче «Чăваш шăпчăкĕ». Çур зал куракансем, çурри – хутшăнакансем. Пӳркелсемпе мăкăрсем, элшелсемпе шуршусем, рункăсемпе çĕнмертлĕсем, таккаварсемпе кипеккассисем – пурте пухăннă киштексем патне. Килейменнисем ял хутлăхĕсемпе вырăнти хуçалăхсем транспортпа тивĕçтерейменни çине йăвантараççĕ. Мĕн тăвăн, чĕкĕнтĕре хирсенчен заводсене ăсатса пĕтермен-ха. Апла пулин те конкурса хутшăнакан сахал марччĕ.
Фестивале ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Дубова ертсе пычĕ.
Пăва районĕнче кашни ялта тенĕ пекех фольклор ансамблĕ пур, фольклор фестивалĕнче шăпах вĕсен пултарулăхне кăтартмалла пек, анчах та юрлакансем ытларах эстрада çулне суйласа илчĕç. Конкурс положенийĕ çакна хирĕçлеменнине шута илсен, ытлашши тарăхас килмерĕ. Çапах тĕрĕслĕхшĕн каласа хăвармалла: республикăри чи ватă «Чăваш шăпчăкĕ» фестивалĕн никĕсĕнче яланах фольклор пулнă. Ун çинче тытăнса тăнă вăл.
Районти Чăваш наципе культура центрĕ ирттерекен черетлĕ мероприятире çакна асăрхама пулчĕ – клубсенче чăваш тумĕсем хушăннă. Паллах, çителĕклĕ тесе каламах пулмасть (Пӳркелĕнчи ачасен ташă ансамблĕ тахçанах наци тумĕсемсĕр тертленет), çапах та иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан – лару-тăру аванах улшăннă. Таккавар чиперукĕсем илемлĕ тумсем çĕлеттернĕ, кунта капăр тумлă районти чăваш фольклорĕн пĕрлешӳллĕ (Культура çурчĕсен ĕçченĕсенчен тăракан) ансамбльне йĕркелесе янине те ырăпа асăнмалла. Юрă уявне шăпах вăл пуçларĕ те.
Жюри хутшăнакансен пултарулăхне тĕрлĕ çул виçисемпе хакларĕ. 5-12 çултисем, 13-18 тата ытти те. Ял юрлаканне сцена çинче курсан, куç умне тӳрех ăна хатĕрлекенĕн ăсталăхĕ тухса тăрать. Пĕтĕмĕшле илсен, жюри членĕсем юрлакансенчен хăшĕ-пĕри микрофонпа туслă маррине асăрхарĕç. Кăшкăрса юрлакансем, уйрăмах çамрăксен хушшинче, сахал марччĕ. Апла пулин те, конкурсăн пĕтĕмĕшле юхăмĕ çине ку ытла витĕм кӳреймерĕ. Залра хаваслă лару-тăру хуçаланчĕ. Лайăх юрă шăрантаракансем ытларахчĕ. Çĕнтерекенсем хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç.
Чăваш центрĕ ачасене яланхи пек тортпа сăйларĕ, вырăн йышăннисене Хисеп хучĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ. Жюри председателĕ Владимир Ильин конкурса хутшăннă чи пĕчĕк юрăçсене ятарлă парне парса чысларĕ.
![]() |
![]() |
![]() |