Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Вĕçĕ. Пуçл. 45, 46№№.)
Ман тете алăка кăшт уçса тăпăртатса-сăнаса тăрать тата, «хăвăртрах» тесе пăшăлтатать. Ун çине куç хӳрипе пăхса илетĕп те декан сăмахĕсене итлемесĕр малалла хамăннех перетĕп...
...Ял хуçалăх академийĕнче биологипе çеç экзамен юлнăччĕ. Ним те пĕлместĕп пек туйăнать хама. Пурпĕр çитрĕм аудиторине. Билетсем пачĕç, лартăм хатĕрленме. Куç-пуç алчăраса кайрĕ. Умра ларакан сап-сарă çивĕтлĕ хĕр ача та ним тума аптраса ларнине асăрхарăм. Билетсене унпа улăштартăмăр. Пăхрăм та – тата хăрушăрах ыйтусем пек туйăнчĕç. «Пар каялла билета», – тетĕп. «Шиш!» – тенине çеç илтрĕм.
Пĕрремĕш ыйту – «Хĕвел çаврăнăш тытăмĕ...». Эпĕ, ялта ӳснĕскер, хĕвел çаврăнăш курман-и? Каласа паратăп акă мĕн пĕлнине! Тухрăм преподаватель патне. Эх, пуçларăм хвелчанăш илемне сăнлама, вăл хĕвеле мĕн тери юратни çинчен каласа пама... Сарă чечексем, еплерех çемçе вĕсем...
Иккĕмĕш ыйту моллюсксем çинченччĕ. Çав йĕпе, çумăр хыççăн курăк çине ерипен-ерипен хăпарса çӳрекенскерсене аса илтĕм те пит-куçа йĕрĕннĕ пек тукаласа пуçларăм вĕсем çинчен мĕн астунине каласа пама.
Экзамен йышăнаканни зоолог пулнă-мĕн, ман çине тĕлĕнсе пăхса ларать...
– «Мантия» сăмаха илтнĕ-и эс хăçан та пулсан? – тесе хучĕ.
Илтнĕ пулмасăр! «Три мушкетера» вуланă! Хĕрлĕ бархатран çĕленĕ мантине, çемçе мамăк тирпе илемлетнĕ...
Виççĕмĕш ыйтури «Основы дарвинизма» патне çитеймерĕмĕр те…
– Хĕрĕм, эсĕ ăçта килес тенĕ çĕрех килнĕ-и? Санăн литература институтне каймалла пулман-ши?
«Пĕлместĕп ун пек институт çинчен», – тетĕп. Çук, ман кунтах вĕренме кĕмелле!
Ман зачеткăна хăйĕн патнелле туртать профессор. Унăн ылтăн пек йăлтăртатакан ручки ман пуç çине ӳкме хатĕр гильотина пекех туйăннăччĕ. Зачеткăна эпĕ хам паталла туртатăп. Унта ман виçĕ предметпа «пиллĕк» паллăсем лараççĕ-çке-ха. Ку зоолог тем туса хурас пур! «Эсир мĕнле паллă лартасшăн?» – тесе ыйтатăп. «Иккĕ», – тет хайхискер. Таçтан шалтан хашлатса тухса кайрĕ ман сасă: «Ман аннепе мĕн пулать-ши вара апла?»
Ручкине сĕтел çине хучĕ. Ман çине тимлĕн пăхса илчĕ те: «Ку факультета кĕме 19 балл кирлĕ. Эпĕ сана «тăваттă» лартатăп...»
Вĕренме пуçласан пирĕн аудиторине кĕчĕ те çак профессор: «Пĕчĕк кăна тутар хĕр ачи ăçта-ши?» – тесе ыйтрĕ. Эпĕ пĕшкĕнсех ларнăччĕ вара вăтаннипе...
Кайран мана академире вĕренме питĕ килĕшсе кайрĕ. Гербарисем тăваттăмăр, улăхсем, вăрмансем тăрăх нумай çӳреттĕмĕр. Ӳсен-тăран ячĕсене вĕренеттĕмĕр. Ял хуçалăх машинисене вĕренме пуçласан вара тамăк пекех пулнăччĕ маншăн. Комбайн, культиватор, жнейка... Ку сăмахсене илтес те килместчĕ ман, техникăна пит кăмăлламанскерĕн. Тĕлĕнмелле пулсан та, сухалама пит лайăх сухалаттăм вара ДТ 54 тракторпа.
 
Мĕн-ши вăл чăн-чăн юрату?
Эпĕ пурнăçра пĕр хут çеç юратакан çын пуль. Юрату çинчен мĕн калама пулать? Чăн юрату вăл арçынпа хĕрарăм хушшинчи туйăм çеç мар. Чечняри Толстой юрт текен вырăнта пулса иртни хыççăн пурнăç ман пĕтĕмпех улшăнчĕ. Нумай япала çине урăхла пăхма пуçларăм ун хыççăн. Урама тухнă чух та сăхсăхса тухатăп. Никампа та вăрçăнмалла ан пултăр, никама та кӳрентермелле ан пултăр...
Эпĕ халь телейлĕ анне, телейлĕ кукамай. Анчах та чи малтан – Турă чури. Хам хĕре, мăнуксене питĕ юрататăп. Анчах та пуринчен те вăйлăрах Луиза аппашăн пăлханатăп. Хĕрĕмпе мăнукăмсен хӳтлĕх пур, вĕсем сывă, сывлăхлă. Пирĕн çемьере чи хӳтлĕхсĕр çын – Луиза аппа. Мансăр вăл апат та ăшăтса çиеймест. Эпĕ киле каçчен çитсе ĕлкĕреймесен çутă çутмасăр тĕттĕмрех ларать кĕтсе.
Манран час-часах çапла ыйтаççĕ: «Сирĕн пиччĕр сирĕншĕн кам вăл?» Ыйтăвĕнче хуравĕ те сисĕнет... Çапла мар-и? Анчах та мана пурнăçра чăннипе вĕрентекенни – чирлĕ аппа. Хăвăн çинчен çеç шутламалла мар, ыттисемшĕн те яваплă эпир ку тĕнчере. Чунсăр пулмалла мар. Ыттисен нушине, хуйхине асăрхама пĕлмелле. Эпĕ кунта сирĕнпе калаçса ларатăп, пуçра вара киле хăвăртрах çитес шухăш тăрать. Аппа унта пĕччен. Хăнара ларăттăм савăнса, аппа вара мĕнле килте? Мансăр çывăрма та выртмасть вăл.
Килтен вунă хут тухса кĕрес пулсан та вăл мана кашнинчех сăхсăхтарать, вара тин алăк уççине алла тыттарать.
Питĕ эпĕ ĕçлесе ларнине пăхса ларма юратать тата. «Эсĕ паян çыратăн-и? Мĕнле çырмастăн? Ĕнер те ĕçлемерĕн...», – тет вара мана çыру сĕтелĕ хушшине ларма хĕтĕртсе, хăй пĕлнĕ пек хавхалантарса. Пырса пуçран чуп туса илет те: «Эпир санпа питĕ килĕштерсе пурăнатпăр. Эпĕ сана питĕ-питĕ юрататăп». Питĕ вăтанчăк вăл çав вăхăтрах. Типтерлĕ çӳрет. Хăнара хăйне питĕ сăпайлă тытать.
 
Атте ячĕ
Пирĕн атте учитель пулнă, питĕ ачасене юратнă. Ăна хăйне ялĕпех хисепленĕ. Эпир аттесĕр ӳснĕ пулсан та ун хӳттинчех пулнă темелле. Эпĕ ăна пăхнă иккен те, сентябрьте пĕрремĕш класа кайсанах мана сăнран палларĕç ытти вĕрентекенсем. Пĕри: «Эс кам ачи иккенне пĕлетĕн-и?» – тесе те ыйтрĕ. «Эсĕ ман юратнă учителĕн ачи», – терĕ те йĕрсе ячĕ. Ăна кура эпĕ те, ман хыççăн – пĕтĕм класс.
Айхине те вăрçă хирĕнче выртса юлнă аттен хисеплĕ ячĕ тĕлĕнмелле пулăшса пычĕ пурнăçра. Шкул вăхăтĕнче пушшех те.
Эпĕ аттене астумастăп... Тĕлĕкри пек çеç ун чĕркуççийĕ çинче ларнине астунă пек туйăм пур. Пĕр куçĕ начар курнă та вăрçа тӳрех илсе кайман аттене. Вăл вара аванмарланса, çынна курăнса çӳрес мар тесе ĕçе анкарти хыçĕпе чупнă. Темиçе хут хăйне илсе кайма ыйтнă çар комиссариатне кĕрсе. Вăрçа кайнă-кайнах вара 1942 çулта.
Анне ун çырăвĕсене упратчĕ. Юлашки çырăвне хальхи пек астăватăп: «Юратнă чунăм Феня! Иртнĕ çапăçура куçлăха çухатрăм, ыран мĕнле нимĕçе хирĕç тухмалла-ши тесе шутлатăп». Чăтма çук йывăр чух Хветуç тесе çырма, каннă вăхăтра, кăмăл лайăх чух Феня теме калаçса татăлнă аттепе анне. Анне ĕсĕклесе йĕретчĕ: куçлăхĕсĕр мĕнле çӳрерĕ-ши, сарă çӳçĕ юнпа вараланчĕ пуль...
Пĕр çырăвĕнче çапла çырать: «Паян çĕрле тĕлĕкре Евана куртăм. Мĕн çинчен кăна калаçмарăмăр-ши унпа...» Çырури число тăрăх, хам çуралнă кун тĕлленнĕ эпĕ ăна.
Вăрçă вăхăтĕнче вăл пирĕн çинчен ялан шутланă. Çырура пахча планне ӳкерсе яратчĕ те-ха – хăш кĕтесе кавăн, хăш кĕтесе купăста лартмаллине кăтартса. Выльăх-чĕрлĕх çинчен те ыйтса пĕлет. Ватă сурăх Дина вожатăй пулса пурăнтăр тет.
Аннен тăванĕсем çур ял пулнă, аттен никам та çукчĕ. Асатте (вăл Айхи ятлă пулнă) ăçтан пирĕн ене килсе лекнине пĕлместпĕр эпир. Ăна сăртлă вырăнта çĕр уйăрса панă та (унта нимĕн те ӳсмест, вăл çĕр никама та кирлĕ мар тесе), вăл унта тĕлĕнмелле сад пахчи лартса ӳстерет. Хăш-пĕр сортсене шыраса таçта та çитсе килнĕ тет.
Кайран, вăхăт иртсен, эпир, хĕрсем, вăййа тухаттăмăр та, сăрт патĕнче тункатасене кăтартатчĕç мана – Ева, ку сан аслаçун пахчи пулнă вырăн тесе. 1941 çулта шартлама сивĕ пулнă та нумай йывăç пĕтнĕ.
Анне тата акă мĕн каласа паратчĕ: карта хушшинчен асаттен картишне пăхаттăмăр, унта тупăк тулли панулми тăратчĕ (тупăкне старик хăйне валли маларахах хатĕрлесе хунă пуль ĕнтĕ), пире çавăнтан панулми илсе паратчĕ.
Асанне суккăр пулнă, икĕ ача çуратса парса ĕлкĕрет те нумай пурăнаймасть. Атте тăлăххăн ӳснĕ. Сăвăсем хăй çырнă, Пушкина та чăвашла куçарнă. Эпĕ вара çамрăк чух калав тавраш çырасси çинчен шутламан та вĕт...
 
Пĕрремĕш хут калав çыртăм – тĕрĕс утăмах турăм-ши?
Сеченов ячĕллĕ медицина университетĕнче лаборатори пурччĕ, эпĕ çавăнта пĕр вăхăт ĕçлеттĕм. Мана пит килĕшекен ĕçчĕ вăл. Нумай вулама пулать, çĕнĕ япаласем куратăн-тупатăн.
Пĕррехинче ирхине пĕрле ĕçлекен кĕчĕ те: «Ача валли кĕнеке илтĕм-ха», – тет. Эпĕ опыт тума хатĕрленĕ кролик çинчен манса кайсах ун кĕнекине пăхма тытăнтăм. «Люди и звери», ӳкерчĕксем нумайччĕ ĕнтĕ. Пăхрăм та – пуç янрасах кайрĕ – вăт мĕнле çыраççĕ иккен ачасем валли! Ман та хăтланса пăхмалла мар-ши?
Тете «Василий Теркина» куçарнă гонорарпа тата анне çуртне сутнă укçапа Мускав варринчех кивĕ, пĕчĕк çеç, витерен тунă пӳрт илнĕччĕ. Ирхинене витрери шыв пăрланса ларатчĕ, анчах пурпĕр хамăрăн кĕтесех аванччĕ. Хĕрĕх минут кирлĕччĕ ĕçрен çав çурта çитме. Çак вăхăтра çул çинче ĕнтĕркесе пынă вăхăтра вырăсла пĕр калав пуçра çырса хутăм. Киле çитсен хут çине куçартăм. Сăмахран, халĕ те çĕнĕ хайлав çинчен шухăшлама транспорт мана питĕ пулăшать. Ун чух вара издательствăна панăччĕ вăл калава, тухнăччĕ çапла пĕрремĕш кĕнеке. Тете те вара ун чух: «Малалла çырмалла, çапла литературăна кĕрсе кайрăн пулсан чарăнмалла мар», – терĕ. Эпĕ вара хăраса кайнăччĕ: «Малалла? Мĕн çинчен çырас? Мĕн тăвас? Мĕн туса хутăм?»
Чăннипе, ăнсăртран килсе кĕтĕм те чăваш литературине, вулакана ман хайлавсем килĕшнĕшĕн питĕ савăнатăп. «Çĕньял ачисем» питĕ хăвăрт çырăннăччĕ. Хветĕр Уяр мухтани халĕ те чуна ăшăтса тăрать.
Паянхи вулакана эпĕ кăштах хĕрхенетĕп те. Халь эпир чăн-чăн литературăна пули-пулми çырнинчен уйăраймастпăр. «Хĕн-хур айĕнче» тепĕр хут вулас килет ман тепĕр чух чăваш чĕлхипе киленме. Паккăç япаласем çинчен вулас килмест. Хĕрарăм ӳчĕ çинчен ялан калаçни-çырни тирпейсĕр, аннерен мăшкăлланă пекех туйăнать.
Чи пысăк çылăх маншăн – хăвăн чунна пĕтерни. Турă çинчен манмалла мар, вăл пире курса тăрать. Чăваш чĕлхине пĕтерсе пыни, самана улшăннине пĕчĕк çын пĕччен хирĕç пулаймасть. Эпир питĕ тĕлĕнмелле лайăх халăх вĕт-ха. Нивушлĕ вара хамăр чĕлхене, хамăрăн чуна сыхласа хăвараймăпăр?
 
: 1307, Хаçат: 47 (1037), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: