Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕНĔН тĕп хули Шупашкар 2016 тата 2018 çулсенче спорт уттипе утас енĕпе Тĕнче Кубокне ирттерме ирĕк çĕнсе илнĕ. Çакăн пирки ноябрĕн 15-мĕшĕнче Монакора иртнĕ Халăхсен хушшинчи çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн Канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. «Чăваш Енре пурăнакансемшĕн çак пулăм чăн-чăн уяв пуласси пирки пĕрре те иккĕленместĕп, мĕншĕн тесен спорт уттипе утасси республикăра тахçанах çирĕп йăлана кĕнĕ, ун енĕпе медальсем те самай илнĕ пирĕн спортсменсем», – тенĕ ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕ С.Мельников. Асăннă министерствăран пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енĕн спорт уттипе утассипе çыхăннă ăмăртусем ирттерес енĕпе опычĕ пысăк: 2003 тата 2008 çулсенче кунта Европа тата Тĕнче Кубокĕ иртнĕ, Раççей Кубокĕ тата чемпионат вара çулсерен тенĕ пекех иртет.
Чăваш Республикинче пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлӳ паракан учрежденисене оптимизацилес ĕç пырать. Пуринчен ытларах оптимизацие училищĕсем лекеççĕ: паянхи куна 6 училище çак процесс урлă иртнĕ ĕнтĕ. Çитес çул тата пилĕк учрежденин оптимизаци урлă иртмелле пулĕ. Тĕпрен илсен пуçламăш профессиллĕ пĕлӳ паракан учрежденисене техникумсемпе, колледжсемпе пĕрлештереççĕ. 2015 çул тĕлне 30 профессиллĕ пĕлӳ паракан учрежденирен 17-шĕ нумай профильлĕ пулмалла. Вĕсенчен çиччĕшĕнче вара прикладной квалификацисен центрĕсем (машинăсем тăвасси, строительство, ĕçри пулăшу сфери, ÇКХ, электротехника, транспорт тата ял хуçалăх енĕпе) туса хума палăртнă. Сăмах май, республикăра çакнашкал центрсенчен пĕрремĕшĕ, строительство енĕпе, кăçал март уйăхĕнче уçăлнă. Унтан кĕске вăхăтлăх программăпа 500 ытла çын вĕренсе те тухнă ĕнтĕ. 2014-2015 çулсенче прикладной квалификацисен центрĕсене туса хума республика бюджетĕнчен 60 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
Ыран, ноябрĕн 23-мĕшĕнче, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче Регионсен хушшинчи халăх юррисене юрлакансен «Ай, юрлар-и!» V конкурсĕ пулать. Кăçал ăна Ираида Вдовина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Палăртса хăвармалла: конкурс шăпах ун ячĕллĕ те. Икĕ номинаципе иртекен конкурса хутшăнакан 40 юрăçă хушшинче Тутарстан чăвашĕсем те пур.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔН кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов çак кунсенче Ульяновск хулинчи Юность урамĕнче тума палăртнă культура комплексĕн пĕрремĕш чулне хунă çĕре хутшăннă. Кунта «Нацисен ялĕ» пулмалла. Пурĕ тăхăр халăхăн культурипе паллашма май пулĕ малашне çак вырăнта. Çав шутра – чăвашсеннипе те. Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕ пуринчен малтан çак комплексра хăйсен картишне тума ирĕк илнĕ. Маларах «Ирĕклĕ сăмах» Интернет-хаçат пĕлтернĕ тăрăх, чăвашсен кил-картишĕнче сакăр номерлĕ хăна çурчĕ, кафе, кĕлетпе лаша витиллĕ музей çурчĕ, чăваш мунчи, туй-çуй тата ытти пысăк уявсене ирттермелли тăрăллă уçă вырăн пулма тивĕç. «Чăваш автономийĕ пуринчен малтан тытăнчĕ çак ĕçе. Камран тĕслĕх илмелли пурришĕн çав тери савăнатăп», – тенĕ комплексăн пирвайхи чулне хума килнĕ кĕпĕрнаттăр. Тĕп строительство вара 2014 çулта пуçланмалла.
 
: 1318, Хаçат: 47 (1037), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: