Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăри обществăпа политика хаçачĕ «Сувар» хăйĕн 20 çулхи юбилейне ытти çулсенчи пек Хусанта мар, районсене кайса вулакансемпе пĕрле паллă тума шутларĕ. Çак тĕллевпе ноябрĕн 15-мĕшĕнче вулакансен пĕрремĕш конференцине Çĕпрел районĕнче ирттерчĕ. Хурăнвар Шăхаль ялĕнчи нумай функциллĕ центрĕнчи тĕлпулăва район администраци пуçлăхĕн çумĕ А.Сарафанов, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем, районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем, библиотекарьсем, тавра пĕлӳçĕсемпе вулакансем пуçтарăнчĕç.
Мероприятие район администрацийĕ, вырăнти Звездинский ял хутлăхĕ питĕ тĕплĕн хатĕрленни ентешсем пирĕн хаçата хакланине кăтартрĕ. Ахальтен мар çав «Сувара» республикăра чи нумай çырăнса илекенсем çак районсем. Хаçат ĕçченĕсемпе вулакансен тĕлпулăвĕ те акă ăшпиллĕ калаçăва, хитре пултарулăх каçне çаврăнчĕ. Вырăнти культура ĕçченĕсем, шкул ĕçченĕсем конференцие хутшăнакансене ал ĕçĕсен куравĕпе кĕтсе илчĕç.
Мероприятие Хурăнвар Шăхаль вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Г.Н.Сандиярова кăмăллăн ертсе пычĕ. Пухăннисене чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Сарафанов саламларĕ. Вăл хаçат çитĕнĕвĕпе пĕрлех унăн йывăрлăхĕсем çинчен те асăнчĕ. Интернет саманинче хаçат вулакансен шучĕ Çĕпрел районĕнче те чакни район ертӳçисене хумхантарнине пĕлтерчĕ.
«Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ К.Малышев мероприятие малалла тăсса хаçатăн паянхи лару-тăрăвĕпе, ТР ЧНКА çумĕнчи Писательсен союзĕн членĕ, «Сувар» хаçат çумĕнчи «Сунтал» литпĕрлешӳ ертӳçи Е.Турхан Тутарстанра чăваш журналистики мĕнле пуçланса аталаннине анлă доклад туса паллаштарчĕç. Хаçатăн корреспонденчĕ И.Кузьмина хаçатпа тачă çыхăну тытакан вулавçăсене тав турĕ, хаçат ĕçне çамрăксене явăçтармаллине каларĕ. Район кашни çул кĕнеке кăларассине йăлана кĕртнине ырланă май, историлле очерксене çырнă чух авторсене питĕ асăрхануллă пулма ыйтрĕ.
Çĕпрел ЧНКЦ ертӳçи, Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Ярухин хаçата 20 çулхи юбилейпе саламласа Упи тăрăхĕнчи вулакансен ятĕнчен парне – хитре картина – парнелесе хаçата ăнăçу сунчĕ, «Сувара» Раççей каталогне кӳршĕллĕ тăватă регионпа пĕрле ыттисене те кĕртме сĕнчĕ. Хаçата çырăнакансен шучĕ чакни, халăх чăвашла вулама пăрахни пирки Чăваш Çĕпрелĕнчи Н.Матросов, Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи Г.Карсаков, Алешкин Саплăкри В.Макаров тавра пĕлӳçĕсем те хĕрӳ калаçрĕç. Ку ыйтăва район шайĕнче татса памалли çине пусăм турĕç.
Темиçе сехете тăсăлнă конференцие Хусантан килнĕ Е.Корсакова, Алешкин Саплăкри Н.Васильева, Çĕнĕ Упинчи А.Яргунов юрăçсем, Хурăнвар Шăхалĕнчи шкулта вĕренекен А.Немасева хăй çырнă сăвă вуласа тата вырăнти халăх ансамблĕ хитре юрă-кĕвĕсем каласа илем кӳчĕç.
Паллах, конференцие суварçăсем те пушă алăпа килменччĕ, вĕсем хаçатпа тачă çыхăну тытакан авторсене Тав çырăвĕ парса чысланисĕр пуçне Хурăнвар Шăхалĕнчи тин çеç уçăлнă нумай функциллĕ центрти библитотекăна тата районти чăваш чĕлхипе литературин учителĕсене кĕнекесем парнелерĕç. Çакăн пек тĕлпулу йĕркеленĕшĕн эпир Çĕпрел район администрацине, Звездинский ял хутлăхне чĕререн тав тăватпăр, пирĕн туслăх малалла çирĕпленессе шанатпăр.
 
: 727, Хаçат: 47 (1037)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: