Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНАТ КАМА тăрăхĕнчи «ТАНЕКО» УАОна çак кунсенче Мускавра иртнĕ «РосПромЭко – 2013» Раççейри промышленноçпа экологи форумĕнче «Регион экологийĕшĕн яваплă чи лайăх предприяти» хисеплĕ ят парса чысланă. Региона экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе нумай пай кĕртнĕ çак предприятие Пĕтĕм Раççейри конкурса ТР Министрсен Кабинечĕ тăратнă. Мĕншĕн тесен «Татнефть» компани «ТАНЕКО» проекта пурнăçланă май çут çанталăка сыхламалли çĕнĕ йышши технологисемпе усă курнă.
***
Камские Поляны поселокĕнче çак кунсенче универсаллă спортпа вăйă площадкине уçнă. Ку парнене поселок Хусанти Универсиадăра тӳрĕ кăмăлпа ĕçленипе тивĕçнĕ. Объект «Батыр» спорт комплексĕ çумĕнче вырнаçнă, унăн тăршшĕ – 29, сарлакăшĕ 18 метр. Çĕнĕ площадка районта шучĕпе виççĕмĕш. Поселок ертӳçисен планĕнче тата çак объектра урамри тренажерсем вырнаçтарасси, территори йĕри-таврашне йывăçсем лартасси. Çĕнĕ спорт объектне кирек кам та çулталăкĕпех çӳреме пултарать. Площадкăна уçнă кун та акă картиш командисен хушшинче футбол ăмăртăвĕ иртнĕ.
ЭЛКЕЛ районĕнче вара тивĕçлĕ канăва тухнă çынсен сывлăх шкулĕ уçăлнă. Çулланнисем валли унта физкультурăпа сывату гимнастикипе занятисем йĕркеленĕ. Çапла майпа пенсионерсем сыпăсене ĕçлеттермелли, сывлăха çирĕплетмелли ятарлă хусканусем тума вĕренеççĕ. Кунсăр пуçне малашне пенсионерсен хушшинче «Веселые старты» эстафета ирттерес тĕллевпе ăмăрту элеменчĕсене те хăнăхтараççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем сывлăх шкулне хаваспах çӳреççĕ-мĕн.
АКСУ районĕнчи Кивĕ Илтрекьел ял хутлăхĕн территорийĕнчи 310 çулти çăлкуç хăйĕн юбилейне пысăк улшăнупа кĕтсе илнĕ. Ял çыннисем бетон ункăсем, çиеле йывăç пура лартнă, тăррине профнастилпа витнĕ. Çăлкуçа ял çыннисем хăйсен укçи-тенкипе хăтлăх кĕртнĕ.
ÇАРĂМСАН районĕнче те иртнĕ эрнере пысăк ĕç пулнă. Кивĕ Йĕлмел ялĕнчи Михаил Архангел храмне уçнă. Сăмах май, çĕнĕ чиркӳ çак ялăн историйĕнче виççĕмĕш. Ăна халăх укçипе лартнă. Турă çуртне уçма Тутарстан тата Хусан митрополичĕ Анастасий килнĕ.
НУРЛАТ хулинче Афган вăрçинче пуç хунă ентешĕсене асăнса Яшлек микрорайонта лартнă палăка илсе пăрахнă. Сăлтавĕ – палăк юхăнни. Хула ертӳçисем пĕлтернĕ тăрăх, малашне çак вырăнта кану вырăнĕ пулмалла, унта чечексем лартĕç, газон курăкĕ акĕç. Воин-интернационали стсене халалланă çĕнĕ комплекс вара хула паркĕнче уçăлнă.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ. ТР Культура министерствин планĕ тăрăх, «халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ ансамбльсем «Ял клубĕсем» программăпа лартнă клубсенче концерт лартмалла. Унпа килĕшӳллĕн, Чăваш Шупашкарĕнчи «Илем» халăх ансамблĕ те Çарăмсан районне гастроле кайнă. Хĕр Ĕшни ялĕнчи Культура çуртĕнче чăваш юрри-ташшине шăрантарнă. Вырăнти халăх Çĕнĕ Шуçăм чăвашĕсен концертне тăвăллăн алă çупса ырланă.
 
: 1185, Хаçат: 47 (1037), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: