Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сингапур çывăхланать
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче Çарăмсан районĕнчи Ульяновка вăтам шкулĕнче Сингапур методикипе 4 учитель урок кăтартнă. 4, 6, 7, 8-мĕш классемпе Л.Дютина, А.Иванова, Т.Герасимова, Т.Логинова ĕçленĕ. Çак вăйăлла Сингапур методики чылай ачана лайăх вĕренсе кайма шанăç панăн туйăнать. Ачасем те çĕнĕ уроксене питĕ килĕштереççĕ.
Президент чысланă
Тутарстан Республикишĕн нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн ТР Президенчĕ Рустам Нургалиевич Минниханов «АСТЕЙС» хупă акционер обществин директорсен канашĕн председательне Анатолий Константинович Самаренкина Тав çырăвĕ парса чысланă.
Çулталăк вĕçлениччен
Бюджет тăкакĕсене оптимизацилес тĕллевпе РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерстви 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çăмăллăхсемлĕ автокредит парас программăна вĕçлесшĕн. Маларах вăл 2014 çул вĕçлениччен пымалла тетчĕç. Çапла майпа хакĕпе 750 пин тенкĕ таран çитеймен машинăсене льготăллă кредит программипе туянса юлма 38 кун юлнă. «Çăмăл» кредитсем çĕршыври автопроизводительсе не производствăна 10 процента ӳстерме май панă пулин те, кăçал машина сутасси пурпĕрех чакнă.
Майĕпен чакать
Алкогольпе кĕрешесси вăй илсе пырать пулмалла. Раççейре эрех кăларасси 0,7 процента чакнă. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, кăçал «хаяр шыва» пĕлтĕрхинчен 9,8 миллион декалитр сахалтарах кăларнă. Сăра кăларасси те майĕпен чакма пуçланă. Çавăн пекех пирус та сахалтарах туртма пуçланă ахăр. Табак производстви 6,1 процента чакнă.
Мала тухнă
Çемьери ачасен шучĕпе Самар облаçĕнчи халăхсен хушшинче чăвашсем мала тухнă. Самарстат кăтартăвĕсем тăрăх, 1 пин чăваш хĕрарăмĕ пуçне вăтамран 2 пин ача тивет. Ирçесен кăтартăвĕ те пĕчĕк мар, 1878 ача. Виççĕмĕш вырăнта казахсем (1787), тăваттăмĕшĕнче узбексем (1754). Самар облаçĕпе вăтам кăтарту – 1 пин хĕрарăм пуçне 1410 ача.
 
: 1413, Хаçат: 47 (1037), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: