Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паянхи кун пур ял та аптека пуррипе мухтанаймасть. Кирлĕ эмелсене туянма чылай чух ялтан инçете кайма тӳр килет, аслă çулсенчи кинемейсемпе мучисемшĕн ку пысăк йывăрлăх пулса тăрать. Çĕпрел районĕнчи Упи ял хутлăхĕнче пурăнакансен вара хăйсен аптека пур. Унта Марина Агафоновна Егорова 1990 çултанпах ĕçлет. Тарават фармацевт хăйĕн ĕçне юратать, килен-каяна ăшшăн кĕтсе илет. Врач çырса панă рецептсемпе эмелсем кӳрсе килесси уншăн кăткăс мар, пĕрле килĕштерсе ĕçлекен фирмăсене пĕлтермелле çеç, заказа эрне хушшинче илсе те килеççĕ. Аптекăри эмелсен ячĕсене пăхнă май кунта сезон вăхăтĕнчи чирсене шута илни те курăнать. Тĕслĕхрен, халь Марина Агафоновнăн грипран профилактика тăвассипе, иммунитета çирĕплетесипе çыхăннă препаратсем йышлă. Медикаментсем туянакан çынсен фармацевтпа канашласси те пулать, шанаççĕ унăн сăмахне. Чăнах та Марина Агафоновна кашни ыйтăвах тĕплĕн ăнлантарса тĕрĕс хуравлать. Çавăнпа вăл пĕлĕвне ӳстерме те чарăнмать – яланах мĕн-тĕр çĕнни пĕлме тăрăшать. Хăвăрт улшăнса тăракан тĕнчере эмелсен йышĕ те пĕрмай çĕнелет-çке.
Марина Егорова ĕçне юратса, парăнса тусан та унăн çемйи валли те тимлĕх, чун ăшши юлать. Турхан Упире пурăнать вăл çемйипе. Николай мăшăрĕ çак хуçалăхрах зоотехникра ĕçленĕ, анчах ферма йывăр лару-тăрăва лекнине пула ĕçсĕр тăрса юлнă… Егоровсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Асли Саша Заинскра пурăнать, авланса çемье çавăрнă. Вăталăххи Вадим Ульяновскра педагогика университетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет. Кĕçĕнни амăшне юлташ – хĕр. Лена халь ялти вăтам шкулта çиччĕмĕш класра вĕренет.
 
: 1283, Хаçат: 46 (1036), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: