«Ульяновск-Çĕрпӳ» федераллă трассăран пăрăнса «Звездински» ял хутлăхне кĕнĕ чухне кунта ĕç вĕресе тăнине çатма пек яп-яка çул çине пăхсах ăнланатăн. Шăхаль тăрăхĕнче эпир çулталăк каялла кăна пулнăччĕ-ха, пĕр шутласан çак вăхăтра темех туса ĕлкĕрме те çук пек, анчах шăхальсем пирки мар ку сăмах. Вĕсен яланах каласа памалли кăна мар, кăтартмалли те тем чулех.
Республика, федераллă программăсемпе ăнăçлă усă курса юлма тăрăшни хăех кун çинчен калать. Çакă, паллах, чи малтан халăх пултарулăхĕнчен тата ертӳçĕн ăсталăхĕнчен килет. С.Тарасов «Звездински» ял хутлăхне ертсе пыма тытăнни 7 çул кăна-ха, çитĕнӳсем вара куç умĕнчех. Апла пулин те Сергей Анатольевич çакна пĕр хăйĕн кăна çитĕнĕвĕ тесе шутламасть. «Халăхĕ пирĕн канăçсăр чĕреллĕ, ыйтăва пухусенче тĕрĕс çĕклеме пĕлет, пулăшу кирлĕ-тĕк – ӳркенмест, кашни ялта йĕркеленĕ виçшер çынран тăракан пуçару ушкăнĕсем лайăх ĕçлеççĕ», – тет çеç.
Тĕслĕхрен, ĕмĕрхи çул ыйтăвне вĕсем шăпах çакăн пек майпа татса панă-мĕн. Ертӳçĕн сăмахĕсем тăрăх, районти çул-йĕр управленийĕн ĕçченĕсем 2008 çултанпа «Звездински» ял хутлăхĕн территорийĕнче тăрăшаççĕ. 2008 çулта Чаткас-Илмете – 2200, Вăрманай Шăхале –1200, 2011 çулта Çĕнĕ Шăхале – 880, Хурăнвар Шăхаль ялĕнчи темиçе урама – 1700, 2012 çулта Куршанкă Шăхале – 5500 метр асфальтлă çул тунă, кăçал федераллă трассăран Хурăнвар Шăхаль патне 5000 метр çула юсаса çĕнĕрен асфальт сарнă. Республика программипе пĕлтĕр Чаткас-Илметри икĕ хутлă шкула юсаса нумай функциллĕ центр уçнă. Халĕ пĕр çуртрах пуçламăш шкул, клуб, библиотека тата ФАП вырнаçнă.
Кăçал та çĕнĕлĕхсем нумай: чи курăмлисем – Хурăнвар Шăхаль вăтам шкулне тĕпрен юсанă, унта фельдшерпа акушер пунктне куçарнă тата нумай функциллĕ центр туса лартнă.
Ял тăрăхне хăтлăх кĕртес ыйтура кунта патшалăх программисем çине кăна шанманни те курăнать. Тĕслĕхрен, урамри юпасем çине çутта вырăнти бюджет укçипе кĕртеççĕ. Кашни икĕ юпа урлă автоматикăлла çутса сӳнекен лампочкăсем лартаççĕ. Çак ĕçе Куршанкă Шăхаль, Хурăнвар Шăхаль ялĕсенче пĕтернĕ ĕнтĕ, хальхи вăхăтра Чаткас-Илметре пуçланă, Çĕнĕ Шăхальте вара килес çул пĕтермелле. Куршанкă Шăхаль ял клубĕн çуртне те хăйсен вăйĕпех юсанă вĕсем, çула май тенĕ пек тепĕр çивĕч ыйтăва та татса панă, клубăн пĕр пайне юсаса апат-çимĕç лавкки уçнă. Кăçал тата Хурăнвар Шăхаль ял масарĕнчи çурта та çĕнĕрен лартнă вĕсем, кун валли халăх хăй укçа пуçтарнă-мĕн (100 пин тенкĕ), çурт пурине вара Чăваш Енри Шăнкăратамранах куçарса килме те ӳркенмен.
Çакăн пек пысăк ĕçсем хыççăн кунта урăх нимĕн те тумалла мар пек туйăнать, анчах апла мар иккен. С.Тарасов пĕлтернĕ тăрăх плансем татах пысăк-ха вĕсен. Çитес çул республика программипе Çĕнĕ Шăхалĕнче çĕнĕ ФАП лартмалла, хăйсен шутĕнчен Хурăнвар Шăхалĕнчи кивĕ Культура çуртне юсаса ăшă пасар уçмалла, ялтах çăкăр пĕçерме пекарньăна юсаса хута ямалла, Вăрманай Шăхалĕнче вара халăх тепĕр пысăк ĕçе – часавай тума – пуçăнасшăн. Ĕçлекен валли яланах ĕçĕ тупăнать çав, ялта пушшех те. Халăхпа пĕрле вара нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар.
![]() |
Ял хутлăхĕн кантурĕ. |