Упири çыхăну уйрăмне Татьяна Юрьевна Королева ертсе пырать. Кунта ĕçлекенсен нуши-савăнăçĕ Тутарстанăн, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй хуракан нумай-нумай ĕçтешĕсенни пекех: çырăнтару вăхăтĕнче хаçат-журнал çырăнтармалла, ума лартнă задачăсене пурнăçламалла. Почтальонăн сумки нихăçан та çăмăл пулман, халь вăл тата йывăрланнă. Çук, вулакансем ытларах периодика çырăнма тытăннипе мар, тип çу-кĕрпе тавраш сутма тивнипе.
Упири çыхăну уйрăмĕнче эпир пынă чух почтальонсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама тухса кайма ĕлкĕрейменччĕ. Çавăнпа эпир «Суварăн» ку тăрăхри лару-тăрăвне те пĕлтĕмĕр, малашнехи пирки те каласа пама ыйтрăмăр.
Светлана Кирилловна Саймуллова Турхан Упире хаçат-журнал, çыру-телеграмма салатать. Паянхи куна вăл 25 киле «Сувар» валеçет.
Марина Анатольевна Самандеева Çĕнĕ Упире вăй хурать, хутлăхри чи пысăк ялта. Марина Анатольевна сумкинчи «Суварсен» шучĕ те самай пысăкрах – 40.
Ираида Константиновна Аюгина Упире 20 «Сувар» салатать. Çитес çур çула ытларах çырăнтарасси пирки сăмах хускатсан кĕскен: «Çырăнакансем çырăннă ĕнтĕ», – терĕ. Çаплах-ши?
Тутар Упи ялĕнче вăй хуракан Людмила Васильевна Романова: «Манăн икĕ экземпляр çеç», – тесе аванмарланса сăн ӳкерĕнме те тăрасшăн марччĕ. Апла пулин те эпир ăна ӳкĕте кĕртрĕмĕр ĕçтешĕсемпе пĕрле тăма. Çитменнине мĕншĕн икĕ экземплярне те ăнланатпăр-çке. Енчен те 1527 чăваш пурăнакан ял хутлăхĕнче «Сувара» 87 кил илсе тăрать-тĕк, Тутар Упинчи тутарсем чăваш хаçатне çырăнаймĕç ĕнтĕ. Чăвашла чăвашсем валли тухса тăракан хыпар кăларăмне чăвашсен çырăнмалла. Çапла тусан питĕ тĕрĕс пулать.
![]() |