Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Районсем тăрăх командировкăна кайсан эпир, хаçат ĕçченĕсем, паллах чи малтанах ялсенчи çыхăну уйрăмĕсене çитме васкатпăр. Ара, хаçатăмăра халăх патне çитерекенсемпе куçа-куçăн калаçас килет-çке-ха. Пĕр ĕç çыхăнтарать вĕт пире: эпир, журналистсем, хаçат кăларатпăр, почта ĕçченĕсем ăна вулакансем патне çитереççĕ.
Хальхинче те акă Çĕпрел районне çитрĕмĕр, тĕрлĕ ялсенчи почтăсене кĕрсе куртăмăр. Эрнекун пулнă май, эпир çитнĕ çыхăну уйрăмĕсенче пур çĕрте те ĕç хĕрӳччĕ. Хаçатсенчен ытларахăшĕ эрнекун тухать, çав шутра «Сувар» та, çавăнпа та шăпах çак кун почтальонсен сумкисем ытти кунхинчен йывăртарах пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.
Алешкин Саплăкри çыхăну уйрăмĕнче пире Тăваньел почтальонки Ф.С.Айзатуллина кĕтсе илчĕ.
– «Сувар» хаçата хам та çав тери кăмăллатăп, тăваньелсем эрнекун çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Эрнекун çитсен ман сумка «Суварпа» тулать. Ытти хаçатсен хушшинче чи нумаййи вăл, – хаваспах каласа парать тап-таса чăвашла калаçакан почтальонка. Ятне-хушаматне ыйтмасан чăвашах тейĕн çав ăна. Тепĕр тесен, мĕн тĕлĕнмелли пур? Кунта, Çĕпрел тăрăхĕнче, чăвашĕ тутарла, тутарĕ чăвашла хăйĕн тăван чĕлхипе пупленĕ пек таса калаçать.
Фарида Сафатдиновна акă ĕнтĕ 17 çул канмалли кунсене шута илмесен кашни кун Тăваньелĕнчен Алешкин Саплăка 5 километр унталла-кунталла хутлать. Çуран. Калама кăна вĕт. Шăрăх-и, çумăр çăвать-и, шартлама сивĕ е çил-тăман тустарать-и – ниме пăхмасăр ĕçе васкать почтальонка.
– Мăшăрăм та, ачасем те пăрах ку ĕçе, йывăр, ĕç укçи те сахал теççĕ. Çук, пăрахас килмест, йывăр пулсан та килĕшет вăл мана. Каç пулнă çĕре ывăнса çитсен те ирхине вăрансан каллех ĕçе каяс килет, – чунне уçать Ф.С.Айзатуллина.
Ноябрь уйăхĕн çурри те çитрĕ. 2014 çулăн пĕрремĕш çур çулне хаçат-журнал çырăнас тапхăр хĕрсех пырать. Ак сисмĕпĕр те, ку çул та вĕçленĕ. Çĕнĕ çулта та «Суварпа» пĕрле пулас тесен вара пур вулакана та халех çыхăну уйрăмĕсене кайса ăна çырăнма сĕнес килет. Сире унта, Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăк почтинчи пекех, хапăл туса кĕтеççĕ.
 
: 1359, Хаçат: 46 (1036), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: