Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нуша курма çуралнăскер этем
Пурнăçĕнче мĕскер кăна тӳсмест-ши.
Çав пусмăртах ун ĕмĕрĕ иртет,
Шăп çавăнпах çул иртнине сисмест вăл.
 
Ачалăхра çеç çын реххет курать –
Çав самантсем ĕмĕрлĕхе юлаççĕ.
Ăна чунтан ун асăнма пурах –
Кашни самант та ун çинчен калаççĕ.
 
Ӳссе пыруçăн пурнăç улшăнать,
Яваплă самантсем кĕç пуçланаççĕ.
Тӳссе курни йăлтах çакна шанать, –
Паян та-ха иртмен пек туйăнаççĕ.
 
Выç хырăмпа пĕр кун пурăнасси
Чĕр тамăкпах та пулĕ танлашаççĕ.
Çав пурнăçа паян ыр Турă сир –
Хăранипе чунсем хĕссе пăшаççĕ.
 
Чылай ача аттесĕр ӳснĕрен
Хăйне айван та мĕскĕннĕн чухланă.
Çак сăмаха калатăп чĕререн:
Чун нушисем таçта шалта сыхланнă.
 
Ватăскерсем шутлатпăр ачаллах,
Ачалăхри пекех ырра кĕтетпĕр.
Анчах та вăхăт утăмлать мала,
Вăл каялла килмессине пĕлетпĕр.
 
Çав тапхăртан куçсассăн яшлăха
Йывăрлăхпа куçпа куç тĕл пулатпăр.
Анчах пĕлмесĕрех малашлăха,
Ним пулман пек, алри ĕçе тăватпăр.
 
Тоннель вĕçне çити утса тухма
Ăс-тăн, вăй-хал та, ăнтăлу та кирлĕ.
Пĕри тухса теприйĕ тухайман
Леш пулнăран ачаранпах та чирлĕ.
 
Çав чирĕпех ун ĕмĕрĕ иртет,
Савса курмасăрах, çемьесĕр-мĕнсĕр.
Пĕчченлĕхрех çак çын чĕри типет,
Пĕр ыр курмасăр тăлăх чунлă мĕскĕн.
 
Ун пулăшу та сум камран кĕтес?
Пĕр сыпкăм шыв ăна паян кам парĕ?
Ирĕклĕрен никам вилес темест –
Кун пек çынна хăйне шанни хăтарĕ.
 
Ун çумĕнче пĕр чун çеç пултăр-ха
Кушак е йытă – çыннăн тусĕсем,
Чун-чĕрере пуçтарăнать вăй-хал,
Йăлт сирĕлеççĕ тĕксĕм шухăшсем.
 
Тен, этеме шав хушнă тертленме
Парнелесех те пурăнăç лавне:
Çуралнă чух çакна никам кĕтмен –
Малтан кам пĕлтĕр пурнăç тутине.
 
Пур курасси килет пурăннăçем –
Нушасăр кил çук пулĕ çĕр çинче.
Шăп çавăнпах шуралнă-çке пуçсем
Чăн ватăлăх çитсе хавшатиччен.
 
Шăпамăра пĕртте ӳпкелер мар,
Çапла Турри пилленĕрен, тăванăм.
Çапах та май çук мар-ха пурăнма,
Канассине лере кайсассăн канăн.
 
: 780, Хаçат: 45 (1035)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: