Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аса илетĕп хăш чухне
Çурлапа тырă вырнине…
Анисем пысăк çав тери,
Хĕвелĕ пĕçертет – вĕри.
 
Ĕçĕ нумай кашнин валли,
Çемье пулмасть çынсен кулли.
Хĕрарăм çурлапа вырать,
Тепри кĕлтесене çыхать.
 
Ачи-пăчи çĕклет кĕлте:
Хастар пуласшăн-çке пурте,
Хăшĕ çурла тытса пăхать
(Алла касни те пулкалать).
 
Çĕмел тата тăвать ватти,
Кашни çемьен пур ун ăсти.
Пухать мăнукĕ те пучах –
Лаптăкĕ юлĕ тап-тасах.
 
Лаша кӳлеççĕ арçынсем,
Вăр-вар тиеççĕ кĕлтесем.
Йĕтем çине çитсен кăна
Вырнаçтараççĕ капана.
 
Çамрăк хĕрарăм хумханать,
Çĕмелĕ еннелле пăхать:
Пепке каçса кайса макрать,
Ача урапинче выртать.
 
Амăшĕн хăйĕн пĕлмелле,
Вăхăт çитсен – çитермелле.
Кипке йĕпетнĕ тĕлнелле
Улăштарса типĕтмелле.
 
Апат вăхăчĕ çывхарать,
Кĕске кану савăнтарать,
Хăшĕ çăвать питне-куçне,
Тепри сăтăрать пилĕкне.
 
Унтан çемье апатланать,
Ĕç тунине сӳтсе явать.
Каллех вара çурла сасси –
Инçе-çке çав каç пуласси…
 
Çак сăнарсем халь те умра,
Уй-хир сасси те хăлхара.
Асран тухмасть çăкăр шăрши
Халăх тарĕпе хутăшши.
 
: 742, Хаçат: 45 (1035), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: