Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш тĕнчинчи паллă журналиста, публициста, поэта, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, нумай çул «Советская Чувашия», «Хыпар», «Сувар» хаçатсен ятарлă корреспонденчĕ пулса вăй хунă ентеше, Тăхăрьялти Раккассин хастар ывăлне Анатолий Артемьевич Тимофеев-Сăрная 75 çул тултарнă ятпа пуçăма тайса.
Ентешĕм, тусăм, калаймарăм
Калас сăмахăма хальччен,
Сан умăнта ман пысăк парăм,
Ман парăм хам пуç тӳпинчен.
 
Çунат хушса вĕçес килетчĕ,
Тавралăх тăвăрччĕ пире,
Тăван çĕршыв, кил-йыш тивлечĕ
Пулсаччĕ пирĕншĕн тĕрек.
 
Кутра пир йĕм, кĕпе те пирччĕ,
Пиртенччĕ кĕнеке сумкки,
Ăшра ялан хĕвеллĕ ирччĕ,
Куçа кĕмен пурри-çукки.
 
Кив хут çине çырса вĕреннĕ,
Тетрадь мĕнне пĕлмен ун чух,
Пĕлӳ пухассишĕн тертленнĕ,
Пучах та пухрăмăр мĕн чул!
 
Сумка та пушă, хырăм – выçă,
Пуçраччĕ пирĕн кĕнеке,
Çулсем, çулсем... пĕр-пĕрин хыççăн
Килсе кĕреççĕ тĕлĕке.
 
Пегас çине хистерĕ яшлăх
Илемлĕ туйăмĕ тулсан,
Унпа паян та эс юлташлă,
Юлан çӳрен чĕре хушсан.
 
Илсе çитерчĕ пурнăç çулĕ
Çыравçăн чăхăм тĕнчине,
Вĕçсе хăпартăн эс хăюллăн
Чăваш пичечĕн тӳпине.
 
Вĕрентрĕн эс туйма, пĕр тантăш,
Чăваш сăмахĕн хăватне,
Ăçта кайсан та, кам пулсан та
Ямарăмăр чăваш ятне.
Авать çынна шăпа хăй майлă
Турта пăявĕ пек хивре,
Туссем ăсанчĕç вĕт нумайăш,
Эс пур паян та вĕçевре.
 
«Хыпаршăн» хыпăнса ĕçлетĕн,
«Сувар» та саншăн ют кил мар,
Ĕçчен ятне, чысне çĕклетĕн,
Сӳнмен-ха чĕрери кăвар.
 
Сана курсан умра – ачалăх!
Пусак та Чăнлă, Раккасси,
Кама-тăр йыхăрать ытарлăн
Хут купăспа сăрнай сасси.
 
Ентешĕм, тусăм, шутлă ĕмĕр
Иртет юхса çур шывĕ пек,
Мăн Атăл пек-ха пирĕн ĕмĕт
Атте-анне пехилĕпе.
 
: 782, Хаçат: 45 (1035), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: