Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Роман
Пĕрремĕш пайĕ
(Малалли. Пуçл. 34-44№№.)
XIX
Казаксен Сĕве хулинче вырнаçнă уйрăм сотнин командирĕ Григорий Майборода есаул ирхине хăйне такам çăмăллăн сĕртĕннипе вăранса кайрĕ.
– Вăранăр, ваше благороди, полицмейстертан çын килчĕ. Васкавлă пакет илсе килчĕ, – йăрст тăсăлса тăрса хыпарларĕ денщик, атă кĕллисемпе хыттăн шаклаттарса илсе.
Кăмăлсăррăн мăкăртатса есаул аран-аран тăрса ларчĕ, ыратакан пуçне аллисемпе ярса илчĕ. Ĕнерхи хыççăн çурăлса тухас пек шавлать çамка. Çапла, питĕ аван савăннă есаул ĕнер Н полкĕн офицерĕсемпе. Юрĕ, сысна пек ĕçсе лартнă тейĕпĕр, анчах мĕн тума кирлĕ пулнă ӳсĕрле картла выляма? Кĕсье тĕпĕнче пуш-пушах, кунсăр пуçне пин те ик çĕр тенкĕ Ненашевский капитана парăма кĕнĕ. Вăл та темех марччĕ, пин тенкĕ хысна укçине выляса янă. Епле çапла пурин çинчен те манса кайнă-ха? Яланах вăхăтра чарăнаканччĕ, нихçан та халиччен пĕр пус та выляса яман. Асăрхануллă пулнă, ăнма пăрахсан сĕтел хушшинчен тăрса кайма кашнийĕнчех вăй-хал çитернĕ. Урăхла тума юраманнине нихăçан та манса кайман. Ахаль сотник ывăлĕ, нушаллă ӳснĕ вăл. Именисем, улпут хресченĕсем çинчен ĕмĕтленмен те. Офицерăн пысăк мар ĕç укçине те пулин темиçе пая пайлама хăнăхнă. Пĕр пайне ватă амăшне, тепĕрне епархи училищинче вĕренекен йăмăкне ярса парса тăнă, пĕрне çеç хăйне валли хăварнă. Ялан çапла пулнă. Ĕнер вара ăна тарăхтарса ячĕç, çавăнпа хăйне тытса чараймарĕ вăл. Офицерсем унăн чи ыратакан суранĕ çине пĕр шелсĕр пырса пусрĕç, ачаран ăна ыттисенчен, пуяннисенчен, чаплă йăхрисенчен уйăракан курăнман стенана ишрĕç. Чухăн казак ачинчен кулчĕç, ахаль мужик çеç тесе шăл йĕрчĕç вĕсем.
– Казаксем пурте – Раççейрен тарнă улпут хресченĕсем. Вĕсен хирте çăпатапа сухапуç тытса çӳремелле, паян, акă, курăр, хăш-пĕрисем офицер пакунĕсем çакнă, – пĕтĕм пӳлĕме илтĕнмелле каларĕ Ненашевский штабс-капитан тусĕсене. Калаçу урăх сĕтел хушшинче пычĕ, есаула пырса тивмерĕ те темелле, анчах штабс-капитан камран куласшăн пулнине пурте ăнланчĕç. Хăйне кӳрентерекене Майборода çийĕнчех дуэле чĕнесшĕнччĕ, анчах официаллă сăлтав пулманни чăрмантарчĕ. Шăпах çавăн чухне йăнăш турĕ те ĕнтĕ вăл. Штабс-капитана тавăрас тесе ăна картла выляма сĕнчĕ. Малтанласа чăнах та ăнса кайрĕ унăн вăййи, каярах тем пулчĕ, çине-çине выляса яма пуçларĕ, хăй çумĕнче пулнă хысна укçине – сотньăри казаксен ĕç укçине, унтан кивçен илнĕ тата пин тенке те выляса ячĕ. Çакăн хыççăн чăтайми хуйхине пусарас тесе ĕçсе лартрĕ.
– Мĕн каламалла полицмейстер хыпарçине? Вăл çенĕкре кĕтсе тăрать, – унăн шухăшĕсене пӳлчĕ кĕрсе тăнă денщик.
– Кала, халех тухатăп эпĕ, – хăй çине тарăхнипе шăлĕсемпе шатăртаттарса есаул тăхăнма тытăнчĕ.
Полицмейстер ăна уесăн кăнтăр чиккинче вак халăхсем пăлхав çĕклени çинчен пĕлтерчĕ. Тĕрĕссипе пăлхав Теччĕ уесĕсенчи ялсене ытларах сарăлнă. Сĕве уесĕнче темиçе ял çеç. Кунсăр пуçне Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи тĕрлĕ уессенче те пăлханаççĕ вак халăхсем. Пăлхав вучахĕ Карамăрса кантонне пĕтĕмпех ярса илнĕ иккен. Халех пусармасан Теччĕ уесĕнчи мĕнпур 17 вулăс та пăлхавçăсен аллине лекме пултарать. Çавăнпа та паянах пăлхава пусарма унта есаулăн сотнине яма йышăннă.
Тĕлĕнмелле пулсан та çак хыпар Майборода кăмăлне лайăхлатрĕ. Парăма парса татма укçа тупас шанчăк çуралчĕ. Шăпах Карамăрса кантонĕнче есаулăн чи çывăх тусĕ, хăй «хĕрес ашшĕ» вырăнне хуракан – Куракин ротмистр пурăннă-çке. Унпа вĕсем çулталăк çурă каялла Кубаньре çапăçакан çарта паллашнăччĕ-çке. Офицерсен хушшинче иккĕшĕ те уйрăмрах çӳрерĕç. Дворян ачисем вĕсем çине йĕрĕнерех пăхни кансĕрленĕ ыттисемпе хутшăнма. Анчах Куракин хăйĕнчен култарман. Пĕр ĕç есаул асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. Тĕрлĕ полксенчи офицерсем ун чухне хупахра пуçтарăннăччĕ, тăшманран ту çинчи пĕр аула туртса илнине уявлама. Ĕçкĕ вăхăтĕнче офицерсенчен пĕри, Жуков артиллерист ротмистра мужик тесе кӳрентерчĕ. Куракин çийĕнчех ура çине сиксе тăнăччĕ.
– Эпĕ мужик мар, анчах та сирĕн пек шутламастăп, хисеплетĕп вĕсене. Авалхи патша йăхĕнчен пырать ман йăх, сирĕннисемпе танлаштараймăн ăна, паллах. Вĕсем тинĕс вăрă-хурахĕсем е çеçен хиртен, е Литваран тарса килнĕ çук çынсем пулсан та мухтанатăр-çке эсир вĕсемпе. Манăн мухтанма сăлтав пур. Мăн асаттесем Аслă Пăлхар патшалăхне ертсе пынă. Пĕлес тетĕр пулсан, эпĕ Куракин кнеçсемпе пĕр йăхран, – ротмистр савăнăçлă пулмасан та кулам пекки те турĕ.
– Ман шутпа эсĕ çак мужикпа пĕр тăван, – Жуков кĕтесре хĕсĕнсе пĕр-пĕччен ларакан есаул еннелле пуçĕпе сĕлтрĕ. – Вăл та хăйне тутар мăрси вырăнне хурать. Тĕрĕссипе Рязань тăрăхĕнчи крепостной йăхĕнчен пулнине унăн çамки çине çырса хунă. Санăнни пекех, ротмистр.
– Манăн йăхсене ан тивĕр! Чăнах та тутар йăхĕнчен эпĕ, улпут хресченĕсенчен мар. Вĕсем манăн аякри тăван та пулаймаççĕ. Асаннепе асатте эпĕ астăвасса та пĕр-пĕринпе тутарла калаçатчĕç. Килти чĕлхе тетчĕç вĕсем ăна. Икĕ-виçĕ сăмахне вĕренсе юлнăччĕ эпĕ. Халĕ те астăватăп. Ытлашши ашкăнсан асатте пире, ачасене: «томсай», «тукмак» тесе вăрçатчĕ. Çитĕнсе çитсен анне, çак чĕлхене кăштах чухлаканскер, асатте вăрçса каланă сăмахсем «ухмах», «кашкăр» тесе куçни çинчен каласа панăччĕ. Асатте каланă тăрăх, казаксем пурте тутарсенчен пулса кайнă, вырăс улпучĕсен хресченĕсемпе вĕсене танлаштарма та çук. «Казак» сăмах хăй те тутар сăмахĕ, «касакан» сăмахран пулса кайнă. Çар çынни, çĕршыва хӳтĕлекен тени пулать ĕнтĕ урăхла. Манăн хушамат та пачах вырăс сăмахĕсенчен мар, тутар сăмахĕсенчен пулса кайнине пĕлетĕп эпĕ, ăна кайран кăштах вырăслатнă пулсан та. Тутар сăмахĕнчен, «майпорад» тенинчен пулса кайнă тет вăл. Вырăсла куçарсан «мăй пăракан» – «сорвиголова» пулать. Пирĕн мăн асаттесем пиншер çул Кубань, Дон, Днепр шывĕсен хĕррисенче пурăннă, вырăссем килсе хăйсен несĕлĕсенчен, вĕсен чĕлхинчен, культуринчен пистериччен! – есаул чăннипех те урсах кайрĕ темелле.
– Сăмахсем кирлĕ мар, – чарчĕ ăна ротмистр. – Эсир хăвăр несĕлсем пирки лайăх пĕлни çинчен илтме питĕ хавас эпĕ, яланах çавăн пек пулăр, мана хăвăрăн тусăр вырăнне хурăр. Малашне çакна асра тытăр: ку господасем умĕнче пачах урăхла, татăклă калаçмалла, – кĕскен, темле урăхларах шăхăрса илчĕ те Куракин, пӳлĕме çийĕнчех унăн денщикĕ кĕрсе тăчĕ. Аллинчи хитре йывăç карупкана вăл пуç тайса хуçине тăсса пачĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 827, Хаçат: 45 (1035), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: