Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Повесть
(Малалли. Пуçл. 44№.)
-Эй, Лĕксантр, кая юлан! Хăваласа çит пире! – мăшкăллашма тăрăшать ялти куштан Микула.
– Ула, атя часрах. Хуса çит Микулан мăранне! – хуравлать Маруç. Кула-кула ярăнать ял çамрăкĕ. Каярах юлнисем пушăрах лав кĕтсе килĕсен умĕнче тăраççĕ.
– Лĕксантр, мана лартса кай-ха, инçетренех кăшкăрать Тури урамра пурăнакан Чĕкеç.
– Лар!
Хĕрсемпе каччăсем юрă шăрантарни лашасене те хавхалантарать пулмалла. Хартлата-хартлата чупаççĕ вĕсем. Кушлавăшри чиркӳ умĕнче кĕçех лавсем пухăна пуçларĕç. Çамрăксем чупса ывăннă лашисене кантарас, пĕр-пĕринпе калаçас тесе пĕр унка тăчĕç. Юратаççĕ çамрăксем кунта пухăнма. Кушлавăш – вырăс ялĕ. Çыннисем те кунта хураçырмасенчен уйрăлса тăраççĕ. Вырăс карчăкĕсем уявсенче çав тери ырă та тарават. Çăварнире кунти карчăксем икерчĕ пĕçерсе чиркӳ умне пыраççĕ те кашнине хăналаççĕ. Вырăссен çуллă икерчине юратаççĕ чăвашсем. Çамрăксем вара хураçырмасене кăмăлламаççĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче, курăнмасть пулин те, темле тупăшу пырать вĕсен.
Яшсемпе каччăсем чиркӳ умĕнче тăнă вăхăтра Кӳстӳмĕр енчен виçĕ лав кĕрлесе килни курăнчĕ. Хаваслă яш-кĕрĕм çынсене курсан Çăварни юррине хытăрах шăрантарма пуçларĕ. Малта пыракан лашана курсан Лĕксантр ăмсанса та илчĕ. Пирĕн пек паттăр та илемлĕ ут тата та пур-ши вара? Йăм хура ăйăр хартлатса, шалта вăйĕ тапса тăнипе тапăртатса пырать. Туп-тулли лав варринче тĕрленĕ пысăк тутăр çыхнă сап-сарă çӳçлĕ хĕр тăрать. Те ун валли ларма вырăн пулман? Юрлама та пуринчен хытăрах çухăрать вăл.
– Эй, атьăр ăмăртмалла! – кăшкăрчĕç кӳршĕ ялсем.
– Çиччас. Ларăр часрах, – çинçерех çемçе сассипе хушрĕ чи малтан хăйсенне Лĕксантр. – Эпир маххă памастпăрах вĕсене.
Лĕксантр хыççăн ыттисем те пуçтарăнса лавĕсем çине тулчĕç. Эх, пуçланчĕ тепĕр хут уяв. Ял кĕрлет. Ватăсем тĕлĕннипе урама туха-туха пăхаççĕ. Кушлавăш тăвайккинчен ансан Пăтавăш шывĕ урлă каçмалли кĕпер хăрăкрах пулнине пĕлекенсем лашисене чарасшăн пулчĕç. Анчах хальхинче выльăх çынна итлемерĕ. Пăравус хыççăн вакунсем чупнă пек лашасем хуçисене итлемесĕр анаталла вирхĕнчĕç кăна. Çирĕм-вăтăр лав кĕпер кисретсе виртĕнсе каçнипе юнашар пурăнакансем сиксе тухмасăр пултараймарĕç.
– Мур илесшĕ! Кĕпере ишсе антараççĕ вĕт. Хальхи çамрăксем ним пирки те шухăшлама пĕлмеççĕ. Катаччи чупса пултăр вĕсене, – мăкăртатрĕç ватăсем. – Кайран çырма урлă мĕнле каçса çӳремелле тет? Пăтавăша çĕрпе пӳлсе хураймастăн.
Лĕксантр малта вирхĕнекен паттăр лашасăр пуçне нимĕн те курмарĕ. Сарă çӳçлĕ вăрăм хĕр ларса пыракан лава часрах хуса çитес килчĕ унăн. «Кам хĕрĕ-ши? Эх, илемлĕ-çке!» – шухăшларĕ каччă.
Хураçырман сылтăм енĕпе тăвалла ыткăнчĕç лашасем. Ял вĕçĕнчи ӳлече алăкĕ уçă пулнипе лашасем Упакасси еннелле чупрĕç.
– Тăрр, тăрр! – чарчĕç лашисене катаччи ачисем. Лĕксантр тилхепине хытă туртса хыçалалла чакса пынипе чутах лавран тухса ӳкетчĕ.
– Эх, тилхепине тытма та вăйĕсем пĕтсе çитнĕ Хураçырма каччисен, – илтĕнчĕ кулакан хĕр сасси. Лĕксантр пуçне çĕклесе пăхрĕ те хăйĕнчен кулаканни леш сарă çӳçлĕ пике пулнине курчĕ.
– Кулаканĕн кутне çыпăçать теççĕ пирĕн ялта. Сирĕн кун пек каларăш çук-им? Асăрхан, чиперкке! – çемçен хуравларĕ каччă. Анчах ун йăл куллине хĕр те асăрхамасăр юлмарĕ.
– Пулин. Эпир тилхепе тытаканни мар. Юрлаканнисем кăна. Пирĕн сас çĕтсе ларсан кăна…
– Кам хĕрĕ-ха эс, шутсăр çивĕч? Хурав памасăр юлмастăн, – парăнмарĕ каччă.
– Аттепе аннен, камăн пулам тата, – ыттисене култармалла ахăлтатрĕ хĕр.
Лĕксантр кӳршĕ ял каччисем патне пырса алă тытрĕ. Арçынсем пурте тенĕ пекех пĕрне-пĕри пĕлеççĕ. Аякри тăванĕсем те кунтах пур.
– Ку маттур хĕрĕ камсен пулать? Ах хытă калаçать-çке! – ыйтрĕ Лĕксантр.
– Лекĕр Якку хĕрĕ ку, Крахвине. Кĕçĕнни, чи маттурри.
– Юрĕ. Каччăсем, атьăр çырма урлă каçса ял тепĕр айккипе ярăнса анатпăр.
– Атя! Эсир малта пырăр. Çулне авантарах пĕлетĕр, – терĕç кӳстӳмĕрсем.
Ял урамне çырма уйăрать пулсан, хутран-ситрен пĕвеленĕ вырăнсем яла çыхăнтараççĕ. Пĕве урлă каçмалли çул ачасем вылякаланипе, сарăлса, сулмакланса кайнă.
– Астăвăр, кунта сунтăх, – тесе кăшкăрма кăна ĕлкĕрчĕ Лĕксантр, лавĕ çырманалла йăвăнса та кайрĕ. Ун хыççăн ыттисем вирхĕнчĕç. Хĕрсем яла вăратмалла ахăлтатрĕç, хăшĕсем шари кăшкăрчĕç. Лĕксантр çумне лекнĕ Маруç аран юр айĕнчен мĕшĕлтетсе тухрĕ.
– Лĕксантр, пулăш-ха мана. Урана ыраттартăм пулмалла.
– Çиччас, – тесе каччă хĕре хулĕнчен тытрĕ. Çырмаран хăпарма пулăшрĕ.
– Сирĕн ял хĕрĕсем пулăшмасăр çырмаран хăпараймаççĕ-им? Е сирĕн каччăрсем çавăн пек тимлĕ? – çуммах пырса тăчĕ Кӳстӳмĕр чиперкки.
– Урана ыраттартăм-ха. Ним кулмалли те çук кунта. Пирĕн ял каччисем сирĕнни пек усал мар. Лĕксантр хальччен шăнана та кӳрентермен, – хуравларĕ Маруç ыратнипе тарăхса.
– Эс, Крахвине, пулăшу кирлĕ пулсан ан вăтан, тепĕр хултан сана та тытма пултаратăп, – йĕкĕлтешрĕ Лĕксантр та.
– Ак тамаша, ман ята та пĕлеççĕ ку ялсем. Унччен килсе çӳременччĕ-çке!
– Уй куçлă, вăрман хăлхаллă тенине илтнĕ-и? Е сирĕн, кӳстӳмĕрсен, вăрманĕ кăна-и, хирĕ çук-и? – шурă шăлне кăтартса кулчĕ Лĕксантр. Хĕр ку качча паçăрах асăрханăччĕ. Анчах халь, юнашар утнă чух, чĕри кăрт! туса илчĕ. Нихăçан та, пĕр каччă та ун чĕрине кун пек пăлхантарман.
 
***
Мăнкун типпи час иртмест. Кĕтекен, юратакан чĕресемшĕн пушшех те вăрăм тăсăлать.
Çăварни хыççăн Лĕксантр канăçне çухатрĕ. Кăвак куçлă яштака сарă хĕр ун куçĕ умĕнчен каймарĕ. Авланас тесе ашшĕне сăмах хушма хăрарĕ. Малтанах Кӳстӳмĕре юлташĕсем патне кайса Лекĕр Яккусен çемйи пирки ыйтса пĕлчĕ.
– Вĕсем пуянсем. Ашшĕне пĕлместĕн-им вара? Ялсем тăрăх çуралнă ачасене хул касса çӳрет. Фельшăр теççĕ ăслăрах çынсем. Çемйи пысăк. Сакăр ывăл та икĕ хĕр. Çĕр нумай вĕсен. Ĕçлеме те маххă памаççĕ. Яккун арăмĕ тахçанах вилнĕ. Амăшĕсĕр ӳсеççĕ пулин те, хĕрĕсем те, каччисем те маттур, ĕçчен, – терĕ Ванюк юлташĕ.
Лĕксантр Крахвинепе курса калаçиччен авланасси пирки ашшĕне калас темерĕ. Мăнкунра сăлтав тупса каллех кӳршĕ яла çул тытрĕ.
– Хальхинче ман Крахвинепе курса калаçмаллах, – терĕ юлташне.
– Эп çиччас ун хĕр-юлташĕпе калаçатăп. Сире тĕл пултаратпăрах. Каçпа вăрман хĕрринчи вăййа тухакан вырăнта çамрăксем пухăнаççĕ. Кĕçĕр каç Крахвинене илсе тухатпăрах, – çирĕппĕнех шантарчĕ Ванюк.
Лĕксантр Çăварни хыççăн Крахвинен чĕри еплерех çунма пуçланине пĕлнĕ пулсан, çаплах кулянас çукчĕ. Крахвинене куç хывакансем ялта нумай пулнă. Анчах килĕшме килсен те, хĕр хирĕçленĕ. «Юратман çынна нихăçан та качча каймастăп. Пĕччен пурăнатăп», – тенĕ йĕрсе.
Якку юратнă хĕрне хирĕçлеймен те, ирĕксĕрлемен те. Турă çырни анкарти хыçнех килет теççĕ. Санăн та телейӳ пулĕ-ха», – тенĕ.
Кăнтăр çитеспе Крахвине патне Люкси чупса килчĕ.
– Паян каçпа урама тухатпăр-и? Ял çамрăкĕсем вăрман хĕррине пухăнасшăн. Атя каятпăр, – терĕ савăнăçлăн.
– Атте кăларсан – каятăп.
– Аçу сана тахçан хирĕçленĕ пек. Сан аçу ман мар. Вăл ырă кăмăллине ялта пурте пĕлеççĕ.
– Ялан ырă тесе шутлатăн-и вара эс ăна? Унăн та кăмăлĕ тĕрлĕрен пулать.
– Юрĕ, каç кӳлĕм эп сан пата килетĕп.
Крахвинен чĕри теме сисет, тухса тарасла тапăлтатать. Каç пуласса ниепле те кĕтсе илеймест вăл. «Кунĕ çаплах вăрăмланнă-ши?» – шухăшлать хĕр.
(Малалли пулать.)
 
: 814, Хаçат: 45 (1035), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: