Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РСФСРпа ТАССРăн нумай хутченхи чемпионĕ, «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин Нурлат районĕнчи канашĕн членĕ Аркадий Алексеевич Романов ноябрĕн 13-мĕшĕнче 65 çул тултарать. Çавах та вăл йĕлтĕрне пăрахмасть, футбол çинчен те манса каймасть, çăмăл атлетикăпа, спортăн ытти енĕсемпе уйрăлма та васкамасть.
Вăл тунă мĕнпур çитĕнӳсене шутласа кăларма та май çук, çавах хăш-пĕрисем – республика, Союз, Раççей шайĕнчисем çинчен асăнса хăварас килет:
1972 çулта биатлонпа шутласа тухассишĕн Хусанта иртнĕ ăмăртура – ТАССР бронза призерĕ. СССР 50 çул тултарнă ятпа Свердловскра Çăмăл атлетика енĕпе профсоюзсен ирĕклĕ спорт обществи ирттернĕ массăллă ăмăртусенче 5000 тата 10000 метрсене чупса – 4-мĕш вырăн.
1974 çулта СССР ялти II çуллахи тата IV хĕллехи вăйăсенче ТАССР сборнăйĕн йышĕнче республика чысне хӳтĕленĕ. ТАССР комсомолпа профсоюзсен йĕлтĕр кросĕнче тĕп приз – «Ярвинен» кубокне çĕнсе илнĕ.
1975 çулта ТАССР сборнăйĕн йышĕнче Ульяновск хулинче СССР профсоюзсен VIII хĕллехи Спартакиадине хутшăнса 50 километра чупса чи вăйлă 8 спортсмен шутне кĕнĕ.
1976 çулта Волгоградра РСФСРта мала тухассишĕн ГТО çуллахи нумай енлĕ спорчĕн (летнее многоборье) ăмăртăвĕсене хутшăнса – 4-мĕш вырăн йышăннă.
1980 çулта «Хуралту – Нурлат» чупăвĕсенче тăватă хутчен çĕнтерӳçĕ тата рекордсмен пулнă. Рекорда 20 çул ытла, 2010 çулта Эдуард Жирновччен, никам та çĕнеймен.
1982 çулта «Правда» кросĕ. Нурлат хулин пĕрлештернĕ команди «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин Тутарстан канашĕн ялавне çĕнсе илнĕ.
2011 çултанпа Тутарстанра ТР пенсионерсен Спартакиадисене ирттерме пуçланă. I тата II Спартакиадăсенче Аркадий Романов Нурлат районĕшĕн тупăшнă, отжимани тăвассипе чи вăйли пулнă.
Паянхи кунчченех хăй çулĕн категорийĕнче районти, республикăри, ытти регионсенчи ăмăртусене хутшăнса призлă вырăнсене йышăнать вăл.
Çитĕнӳсем тата та нумай унăн терĕмĕр. Вĕсем çинчен медальсем, жетонсем, вымпелсем, Мухтав хучĕсемпе дипломсем каласа параççĕ. Виçĕ хулăн папка йышăнаççĕ вĕсем. А.Романов 15 çул ытла пĕр улшăнмасăр республикăпа район сборнăйĕсенче пулнă. «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин чысне спортăн темиçе енĕпе хӳтĕленĕ.
Аркадий Алексеевичăн ĕç стажĕ 40 çул ытла. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе вăл нумай вăй-хал, вăхăт панă. Питĕ ăста педагог тата вĕрентӳçĕ. Çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçри çитĕнӳсемшĕн ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕнчен Ф.Мухаметшинран Тав çырăвĕ илме тивĕçнĕ.
2001 çулта ТР Президенчĕн Указĕпе ăна «ТР шкулĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята панă.
2003 çулта республикăра физкультурăпа спорта аталантарас ĕçри пысăк тӳпешĕн ăна ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствин Дипломне панă.
Унăн 35 вĕренекенĕ учителĕн çулĕпе кайнă, физкультура пĕлĕвне илнĕ, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче учительсем, тренерсем пулса вăй хураççĕ. Чылайăшĕ спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен регионĕсен чысне ăнăçлă хӳтĕлет.
А.Романов ĕçĕн результачĕсене Якаел вăтам шкулĕн музейĕнче ятарлă стенд çинче çутатса панă. Романов вĕренекенĕсем 1971 çултанпа район, республика, Раççей ăмăртăвĕсенче çĕнсе илнĕ 30 ытла кубок, вымпелсемпе Мухтав хучĕсем, дипломсем шкулти спортсменсен çитĕнĕвĕсене çирĕплетеççĕ. 1975 – 1976 çулсенче Романов вĕрентнĕ, 1961 –1962 çулсенче çуралнă çамрăк футболистсем çине-çине икĕ хутчен «Кожаный мяч» тата «Колосок» ăмăртусене хутшăнса РСФСРта иккĕмĕш вырăн йышăннă. Шкулти çăмăл атлетсем «Татарстан – 73» кросра мала тухса киле кубок илсе таврăннă. СССР 50 çул тултарнă ятпа Свердловскра çăмăл атлетика енĕпе профсоюзсен ирĕклĕ спорт обществи ирттернĕ массăллă ăмăртусенче çăмăл атлетсен Раççей тупăшăвĕсенче «Родина» колхоз сборнăйĕ (Якаел вăтам шкулĕн базинче) 3-мĕш вырăн йышăннă. А.Романов кунта ăмăртусен йĕркелӳçи тата хутшăнаканĕ пулнă. Унăн команди Тутарстан чысне хӳтĕленĕ. Аркадий Алексеевич – ĕçленĕ май физкультурăпа спорт уйрăмлăхĕсене кашнин патне çитерес тесе тăрăшакан учитель.
Нумай çул тренировкăсемпе, сборсемпе, спорт çĕнтерĕвĕсемпе пурăнакан Романовăн юлашки 15 çулта хăйĕн профессилле ĕç шайне анлăлатма тивнĕ. Шкул директорĕ пулса ĕçленĕ май шкулти хуçалăх ĕçĕшĕн те, вĕрентӳпе воспитани процесĕшĕн те вăл яваплă пулнă. Çак йывăрлăха тӳсме унăн уйрăмлăхсем те, хатĕрленӳ те, вăй-хал та çителĕклĕ пулнă.
Чи малтан – вăл лайăх пуçлăх. Çулталăк ĕçлесех çĕнĕ шкулăн тăррине 1500 тăваткал метр çĕнĕрен виттернĕ. Унтан котельнăйне шĕвĕ топливо çине куçарнă. Çĕнĕ газ котельнăйне хута янă. Сивĕ тата çиллĕ çанталăксенче классенче температура 16 градусран çӳлерех хăпармастчĕ. Директор çине тăнипе çав çулах чӳрече рамисене пластикран тунисемпе улăштарнă, çурт тăррине икĕ енлĕ туса профнастилпа витнĕ. Çак ĕçсене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тата шкул 75 çул тултарнă тĕле вĕçленĕ.
Республикăра çитĕнекен ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе тунă çитĕнӳсемшĕн ТР Президенчĕ Р.Минниханов Якаелĕнчи шкула компьютер класĕ парнеленĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухиччен А.Романов Якаел вăтам шкулĕн 70 çулхи юбилейне ирттернĕ. Тĕлпулăва çак шкултан вĕренсе тухнисем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен пухăннă. Эстонирен чăваш артисчĕсем 28 çын килнĕ. Украинăран, Белоруссирен, ытти регионсенчен хăнасем пулнă. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пăхмасăрах вăл 1000 çынна çак пысăк мероприятие явăçтарса тĕлĕнтерме пултарнă.
Аркадий Алексеевич хăй те çак шкултан вĕренсе тухнă. Директор пулнă май ĕçе юратакан чăваш халăхĕн пурнăçĕпе культури, йăли-йĕрки çине тимлĕх уйăрнă. Шкулта питĕ чаплă музей ĕçлет. Экспонатсем чăваш халăх историйĕн тĕрлĕ вăхăчĕсене кăтартаççĕ, Раççейĕн ытти регионĕсенчи чăвашсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ.
Халĕ шкулта унăн ĕçне хĕрĕ Светлана Аркадьевна Сандрюхина, технологипе черчени вĕрентекенĕ, малалла тăсать. Наци культурине аталантарас тĕлĕшпе тунă çитĕнӳсемшĕн ăна «Чăваш этнокультурин ĕçченĕ» хисеплĕ ята панă. Апла пулсан ĕç шанчăклă алăра.
Аркадий Алексеевич икĕ хĕрпе икĕ ывăл ӳстернĕ. Халĕ унăн 4 мăнук ĕнтĕ. Кăçал ентешĕмĕр Хусанта иртнĕ XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада вăхăтĕнче Универсиада çулăмне йăтса пыракансен шутĕнче пулнă.
 
: 1260, Хаçат: 45 (1035), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: