Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ева Лисинапа тĕл пулса чуна уçса калаçасси çинчен халиччен ĕмĕтленме те хăйманччĕ – çак пултаруллă, чунĕпе пуян çынпа пĕр сĕтел хушшинче чей ĕçсе шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр. «Библипе ĕçлени манăн пĕтĕм пурнăçа улăштарчĕ, тĕнче, çынсем çине урăх куçпа пăхма вĕрентрĕ». Çак сăмахсенчен пуçларĕ вăл пирĕн калаçăва.
«Турă сан аллусемпе çырнă кăна...»
19 çул ĕçлерĕм Библипе. Халь мана ăна куçарма сĕнес пулсан-и? Те килĕшеттĕм, те çук. 77 кĕнеке Библире! Турă сăмахĕ мĕн иккенне пĕлменни чăрсăрлăх кӳнĕ пуль ун чух. Çав ĕçрен тухса ӳкме питĕ çăмăллине те, пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пуласса та чухламан – вилес пек хытă куçарас килни йăлтах хупласа хунă. Тете те, Геннадий Айхи, мана малтан ку ĕçе кӳлĕнтересшĕн марччĕ. Прозăпах ĕçлемелле сан тетчĕ.
Библире мĕнле каланă? «Икĕ хуçашăн ĕçлейместĕн», – тенĕ. Пуçра пĕр харăсах литература ĕçĕ те, Библи куçарасси те пулсан пĕри те ăнăçлă пулмастчĕ. Ун чухне маншăн пит çивĕч пулнă çак ыйтăва Чечняра пулса курни те татса пачĕ. Кайран вара пĕр священник мана: «Эс унта хăвăн вĕренекенне шырама мар, Библи ыйтăвне татса пама кайнă», – тенĕччĕ.
Каярахпа тете хăй те манпа пĕрлех хавхаланатчĕ. Ăнăçлă куçарусем çинчен: «Эп тунă тесе ан кала – Турă сан аллусемпе çырнă кăна», – тесе асăрхаттаратчĕ.
Малтан урăх куçаруçăсем ĕçленĕ, вĕсен куçарăвне ман редакцилемеллеччĕ. Ĕçе тытăнсан ман йăлтах тепĕр хут куçармаллине ăнлантăм. «Чăваш халăх сăмахлăхĕн» 6 томне тата Ашмарин словарьне алăран яман.
Мĕнле хитре вырăнсем пур вĕт-ха Библире! Поэзие юратни çав тери пулăшрĕ. Чĕлхеçĕсен пулăшăвĕ нумай кирлĕ пулчĕ. Тĕслĕхрен, чăвашла питĕ лайăх пĕлнĕ Митта Ваçлейĕнчен «хунтăлать» сăмаха илтĕм. Иван Яковлев куçарнă пайсене те усă курнă. Халăх хапăл йышăннă вĕсене хăй вăхăтĕнче. 1911 çулта тухнă вăл хатĕрленĕ кĕнеке – «Çĕн хавал». Çĕр çул хушшинче унта нумай улăштарнă, тӳрлетнĕ.
Татса паман вырăнсем пурччĕ те пĕрмай пухăнса канашлаттăмăр. Богословсем пĕтĕм авалхи чĕлхесене лайăх пĕлеççĕ. Вĕсене куçарнă пайсене вуласа ларнă чух сассăр юлма пулатчĕ. Тимлĕн итлесе ларса йăнăшсене асăрхатчĕç.
Чăваш чĕлхинче Библи куçарма сăмах çителĕклĕ
Библи текстĕнче нимле чарăну палли те çук. Халь вара пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ. Ритм пурри те кирлĕ. Хăш-пĕр псаломсене юрлаççĕ. Вĕсене çыракан Давид патша сăвăç пулнă. Пророксем халăх умĕнче калаçнă чух вĕсен сăмахĕ янăравлă пулмалла. Пирĕншĕн вăл питĕ тĕлĕнмелле – эпир кун пеккине хăнăхман. Эпĕ те малтан шалтах тĕлĕнеттĕм.
Кăткăс ĕç, анчах тем тери интереслĕ! Чăваш чĕлхинче мĕн кирли пурте пур Библи куçарма. Хăш-пĕр халăх куçаруçисем «эпир куна куçараймастпăр» тетчĕç те, Библи пĕрлĕхĕсен обществинче çапла хуравлатчĕç: «Ева Николаевна çеç нихăçан та «куçарма çук» темест. Шыраса пăхатăп тет...».
Чĕлхе пĕлни кирли паллă, анчах ку çителĕксĕр. Çынран хăйĕнчен нумай килет. Мĕнле çын вăл? Ĕçе тĕплĕ тума юратакан çын пулмалла. Е ним те тумастăп, е лайăх тăватăп! Питĕ совеçлĕ этем пулмалла. Кайран, ĕçлеме тытăнсан, ун патне Библире мĕн çинчен çырни килет. Турă санпа пĕрлех пулмалла. Кун пек çынна Турă хăй пулăшса пырать. Эсĕ мĕн ыйтатăн Турăран, вăл сана парать. Çыру сĕтелĕ хушшине кĕлĕ вуламасăр нихăçан та ларман: «Ман сылтăм аллăма йăнăш çырасран тытса чар, Турă, пулăшса пырсам». Вăл курсах тăрать. Эс усал çын мар пулсан, каçарма та хатĕр пулсан, йăваш пулма тăрăшсассăн – пĕтĕмпех курать. Сан пурнăçунта мĕн кирлĕ – пĕтĕмпех хăех пулса пырать.
Эп Мускавран кунта килнĕ вĕт-ха куçару ĕçĕпе ларма. Писательсен союзĕнче пирĕн сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттерсе тăратчĕç те пит лайăх пĕлеттĕм – ман ăшра тем чухлĕ чул пухăнса кайнă. Анчах пĕр вăхăт та çук тухтăрсем патне çӳреме. Юнашар лавккана та çăкăр илме тухас килмест те хĕрсе кайса ĕçленĕ чух. Шупашкарта пĕр тăван медицина сестри ман ку ыйтăва пĕлетчĕ. «Ева аппа, атя-ха, тĕрĕслеме каятпăр!» – тесе темиçе хут та сăмах пуçарнăччĕ. Вăл вара маларах кайса калаçса, таксипех илсе кайрĕ мана медицина центрне. Каяс килмест пулсан та кайрăм, çынна кӳрентерес килмест-çке.
УЗИ текеннипе пăхаççĕ мана. Тухтăра каласа хурас-ха тетĕп: «Хăраса ан ӳкĕр, унта ман мĕн кăна çук пуль ĕнтĕ, хăрушă пуль...». Тухтăр вара аппарачĕпе пăхрĕ те куçне чарса пăрахрĕ, ним каламасăр кабинетран тухса чупрĕ. Юлташне чĕнме кайнă иккен. Иккĕн тан тĕрĕслерĕç вĕт. Ман пĕчĕк ачанни пек таса-мĕн ăш-чикре.
«Эсир кам пулатăр?» – ыйтаççĕ манран. «Ялтан килнĕ, пенсионерка», – тетĕп. «Мĕн ĕçпе пурăнатăр?» – малалла тĕпчеççĕ. «Библи куçаратăп». «Тӳрех каламаллаччĕ. Сирĕн пек çынсен кун пекки пулма пултарать».
Темле туйăм пурччĕ çав – ман чир малалла аталанаймасть, Турă ниепле те кун пек начар тумасть мана, ман ĕç – сăваплă ĕç.
...Тин çеç куçарнă вырăна саспа темиçе хут вуласа пăхатăп – тем çитмест пек. Пил ыйтма каяттăм Владыка патне. Вăл çынна витĕр курать. Хăш чух, пил панă чух, алла хытă чăмăртаса илетчĕ те киле вĕçнĕ пек таврăнаттăм – çав тери çăмăл пулса каятчĕ.
Турă вăл шанчăклă, санран та тӳрĕ пулма ыйтать. Суймасăр, хăв çылăхлă пулнине пĕлсе-ăнланса унран чунтан каçарупа пулăшу ыйтнине курса тăрать, пулăшать. Хăш чух ĕçлесе ларнă чух кĕтмен çĕртенех куççуль шăпăр юхса тухатчĕ. Куçлăха хывса лараттăмччĕ шухăша кайса. Çав самантра чун çемçелсе каятчĕ. Чĕрере вĕри юрату кăварланса тĕлкĕшет. Çак куççуле кăларакана чунтан-вартан хисеплесе юратнине ăнланатăн.
Пĕрле ĕçлекен богословсем питĕ ăслă, нумай пĕлекен кăмăллă çынсемччĕ. Питĕре каяттăм вĕсем патне. Тĕлĕнмелле – пурнăçра пĕтĕм япала ĕçре пулăшса пыратчĕ. Халь ак хăш чух ывăннине туятăп, ун чух нихăçан та ĕшеннине туйман. 24 сехет çывăрмасăр ĕçлеттĕм. Сехет çине пăхса илеттĕм те – кăшт çывăрса илме вăхăт çитнĕ иккен.
Çакăн пек мел шутласа тупнăччĕ вара – йывăр вырăнсене, кăткăс та вăрăм сăмах çаврăнăшĕсене темиçе хут вуласа ăнланма тăрăшаттăм. Шел пулин те, вĕсене пĕчĕк предложенисем çине пайлаймастăн – вырăс чĕлхи çирĕп тытса тăрать.
Çутă сӳнтерсе кĕрсе выртаттăм. Кравать çумне тенкел лартса хутпа кăранташ хатĕрлесе хураттăм. Тĕттĕмре сăмахсене курмастăп, анчах мĕн пулса иртнине куç умне йăлтах кăларса тăрататăп. Çĕр варринче вăранса мĕн патне шутласа çитнине çырса хураттăм. Ирхине вырăсла текстпа танлаштарса редакцилеттĕм çеç вара. Питĕ çăмăл вуланакан вырăнсем пулса тăратчĕç.
«Свидетель» сăмаха мĕн вăхăт шыранăччĕ-ши? «Çав ĕçе курнă çын». Богослов иккĕленет: «Вăл курма пултарнă-ха, анчах судра тухса калаçать-и вăл? Юристсен сăмахĕ кунта кирлĕ...» Хăш чухне тĕлĕнтермĕш пек пулатчĕ. Шыратăн сăмаха, шутласа çӳретĕн, унтан Ашмарин словарьне уçатăн та – кирлĕ сăмах хăех куç умне тухса тăрать. Çаплах тупăннăччĕ «кӳнтелен – свидетель».
«Щит». «Ум хӳтлĕхĕ» тесе куçарнăччĕ эпир малтан. Пирĕн историре тем те пулнă, çапăçни те пулнă, пирĕн «щит» тени пурах ĕнтĕ тесе шутлатăп. Тупрăм – хулкан. «Пул эсĕ манăн хулканăм!»
Чăваш чĕлхи тĕлĕнмелле çав тери пуян пулнине шутламан та малтан. Библие куçарнă чĕлхе вилĕмсĕр теççĕ. Чăвашсем телейлĕ. Библин презентацийĕнче пĕр паллă музыкант каланăччĕ ку сăмахсене.
Тăватă уйăх лартăм пичетрен тухнă Библине çĕнĕрен тимлĕн вуласа тухса. Çĕнĕ орфографине пăхăнса куçарманшăн питĕ савăнтăм вара – питĕ тĕрĕс тунă. Мĕн чуль ăнланмалла мар вырăнсем пулатчĕç вĕт. «Ӳсен тăран», «çут çанталăк», «çĕр шыв» тесе вакласа çырнă пулсан аташса кайма пулатчĕ. Пĕтĕмĕшле ăнлану çухалатчĕ. Йывăр пулатчĕ вулама. «Йытпырши», тĕслĕхрен. «Йыт пыршине тăпăлтарса кăлар-ха», тесен йытта тапăнмалла-и?
Пирĕн ялта чăвашла питĕ таса та хитре калаçаççĕ. Кӳршĕ хĕрарăмне: «Атя, мĕн çиме юрать, мĕн юрамасть – вуласа паратăп. Мĕнле ăнланатăн?» – тетĕп. «Кай урана çиме юрамасть» тесе вулатăп... Выльăхăн малти урине çиме юрать, кайрине юрамасть пек пулса тухать...
«Улатакка», «сăхсăх» сăмахсене те вакласан кам мĕнле ăнланать вĕт. Кайăк пĕрчĕ сăхать, çынсем сăхсăхаççĕ... Турра ман сылтăм алла нумай чух йăнăш тăвассинчен тытса чарнăшăн мухтатăп.
Мĕн пирĕншĕн чи пысăк мул?
Чăваш чĕлхине темле упраса хăвармалла...
Питĕ лайăх хĕрарăмпа тĕл пултăм Шупашкар урамĕнче. «Мана ывăл коленăран имçам ярса панăччĕ-ха», – тет. Ăçтан? Мĕнле хуларан? Эпир пĕтĕм сăмахсене хутăштарса таса мар калаçма пуçларăмăр çав.
Тухья, тĕрĕ таврашне мĕнле упратпăр? Шурă пирпе чĕркесе, арчара. Чăваш чĕлхи пирĕншĕн миллион хут хаклăрах пулмалла тухьяран. Вăл пирĕн мĕн тери пысăк мул иккенне ăнланмастпăр. Тăван чĕлхене арчара упраймастăн çав... Халăх патне мĕнле çитермелле ку ăнланăва? Эпир халь питĕ нумай япалана çухатнă. Хĕрсем именни-вăтанни те çук халь...
 
Хамшăн мар, аппашăн чĕрĕ юласчĕ...
Айхине те Библи куçарма сĕннĕччĕ – сăвăлла вырăнсем пурин те ăнăçлă пулаймаççĕ вĕт-ха. Тете вара: «Ева куçартăр, эп кайран пăхса тухатăп», – терĕ. Анчах богословсем килĕшмерĕç: «Эсир куçарăр, Ева Николаевна редакцилет», – терĕç. Ун чух Геннадий Николаевичăн Германине каймаллаччĕ, вара вăл унта тухса кайрĕ.
Вăл хăçан кĕретчĕ ман пата – эпĕ пĕрмай Библи куçарса лараттăм. Çырмаллисем нумайччĕ, паллах, шухăшласа хунă калавсем те пурччĕ. Анчах шухăшу та, вăй-халу та, вăхăту та Библи çине каймалла. 1995 çулта Турă хăй ку ыйтăва татса пачĕ.
Чечняра вăрçă пуçлансассăн эпĕ унта хамăн студента шырама кайнăччĕ. Шăпах унта ман пурнăçа улăштаракан япала пулса иртрĕ. Толстой юрт текен аула çитнĕччĕ пĕр хĕрарăмпа ачасене шыраса. Тĕтреллĕ çанталăк. Çав тĕтре мана кирпĕч касса илмелĕх çăра пек туйăнатчĕ. Хăрушă тĕттĕм. Чеченсем патĕнче чарăннăччĕ. Килтен тухсанах, темиçе метртанах лăпкă мар. Тĕтре...
Хĕрарăм ывăлне хăвăрт тупса илсе кайрĕ. Эпĕ вара пĕчченех ют аулта тăрса юлтăм.
Пĕр çар çыннипе чечен килĕнчен тухнăччĕ, унăн хăйĕн чаçне каймалла. Сĕм тĕттĕм. Ним те курăнмасть. Кил хуçи пире çул тăрăх çеç çӳреме хушнăччĕ. «Айккинелле пăрăнсан мина çине лекме пулать, ĕнер çеç пĕр ĕне вилчĕ», – тенĕччĕ. Çар çынни васкаса малалла утрĕ, мана хăйĕн кĕсье хунарне те парса хăвармарĕ.
Асăрхамасăр траншейăна кĕрсе ӳкрĕм. Пур еннелле те пăхатăп – сĕм тĕттĕм, тем пек сивĕ тата! Мĕнле тухас ку шăтăкран? Упаленсе тухрăм. Малалла ăçталла каймаллине пĕлме çук.
(Малалли пулать.)
 
КĔСКЕН
Ева Николаевна Лисина (Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Союзри чи лайăх ача-пăча кĕнекисен конкурсĕн çĕнтерӳçи, Библи куçаруçи) Патăрьел районне кĕрекен Именкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Мускаври Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче агроном-биолога вĕренсе тухнă. Мускав патшалăх университечĕн ботаника садĕнче, Мускаври ют çĕр чĕлхисен литература библиотекинче, Щепкин ячĕллĕ театр училищинче ĕçленĕ, Театр институтĕнче пулас чăваш артисчĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1991 çулта «Нимĕç хумĕ» радиостанци (ФРГ, Кельн) ирттернĕ конкурсра çĕршер хайлав хушшинче «Çăкăр чĕлли» калавĕпе (Deutsche Welle Literature Prize) çĕнтернĕ. Калава нумай ют чĕлхе çине куçарнă, ун тăрăх нимĕçле радиопьеса та йĕркеленĕ.
Ева Лисина чăвашла тата вырăсла çырнă нумай калав, юмах, повесть, пьеса авторĕ. Чăвашла А.Н.Островский, Э.де Филиппо, П.Гаринеи, Ю.О’Нил тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене куçарнă.
1991 çулта Ева Лисина Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ертсе пыракан Чăваш Библи комиссийĕн йышĕнче Библие чăвашла куçарма пуçланă. 1997 – 2009 çулсенче вăл Библин чăвашла куçарнă пур кĕнекисене стилистика енчен редакциленĕ, пичетлесе кăларма хатĕрленĕ.
2010 çулта пултаруллă куçаруçă «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн медальне тивĕçнĕ.
Геннадий Айхи сăвăçпа Луиза Юманкка илеме вăйлă туякан хăй тĕллĕн вĕреннĕ ӳкерӳçĕн йăмăкĕ.
 
: 1460, Хаçат: 45 (1035), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: