Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Космоса та çитет
Олимп факелне космоса илсе тухма хатĕрленеççĕ. Çакă ноябрĕн 9-мĕшĕнче пулса иртмелле. «Союз-ФГ» ракета Байконуртан уçлăха çĕкленнĕ ĕнтĕ. Халăхсен хушшинчи космос станцине вĕçекен экипажа виçĕ çын кĕнĕ – Михаил Тюрин, Ричард Мастраккио, Коичи Ваката. Олимпиада факелне космоса МКСри космонавтсем Олег Котов тата Сергей Рязанский кăлармалла.
Трофей пирте
Тутарстан Президенчĕ «Динамо-Казань» хоккей клубне мечĕк хоккейĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ ятпа саламланă. Хоккей клубĕн ертӳçисем (Хисеплĕ президенчĕ Дмитрий Самаренкин, президенчĕ Михаил Сыровацкий, тĕп тренерĕ Владимир Янко) ячĕпе янă саламлă телеграммăра Рустам Минниханов çĕршыв трофейне иккĕмĕш хут çĕнсе илекенсене чунтан тав тунă. «Сирĕн çĕнтерĕвĕр мечĕк хоккейĕн çĕршыври авторитетне çĕклет тата пирĕн республикăпа Раççейре спорта аталантарса сарма пулăшать», – тенĕ телеграммăра.
Хутсăр какай
Чăваш Енрен Тутарстана ветеринари хучĕсемсĕр аш-какай илсе кĕнĕ чухне «Малиновка» постра Патăрьел районĕн усламçисене тытса чарнă. Вĕсен хăйсен çумĕнче 750 килограмм ĕне ашне ăçтан илнине çирĕплетекен хут, ветеринарипе санитари пĕтĕмлетĕвĕ çуккине кура штраф тӳлеме тивнĕ. Справкăсăр какая тиенĕ тĕле каялла тавăрмалла тунă.
«Пирĕн кил – Тутарстан»
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Хусанти К.Тинчурин ячĕллĕ театрта «Пирĕн кил – Тутарстан» этнокультура фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ. Пухăннисене ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Тутарстанри Халăхсен ассамблейин пуçлăхĕ Фарид Мухаметшин Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламларĕ. «Йăласемпе культурăсем тĕрлĕрен пулсан та, халăхсен хушшинчи килĕшӳпе туслăх – Раççейĕн пысăк пурлăхĕ. Нумай тĕрлĕ наци пĕрле пурăнни – пирĕн пысăк патшалăхăн уйрăмлăхĕ», – палăртрĕ Фарид Мухаметшин. Уява хутшăнакансемпе куракансене ТР муфтийĕ Камиль хазрат Самигуллин, Хусан тата Тутарстан митрополичĕ Анастасий тата ыттисем саламларĕç. Гала-концертра 15 районтан 26 коллектив хутшăнчĕ.
Хаçат пирĕн пурнăçра
Декабрь пуçламăшĕнче Хусанта «Сувар» хаçат редакцийĕ вулакансен конференцине ирттерме палăртать. Çак мероприятие хаçат 20 çул тултарнине халалланă. Унта «Суварпа» нумай çул çыхăну тытакан авторсене, редакцире маларах ĕçленĕ юлташсене, районсенчи чăваш дубляжĕсенче ĕçлекенсене, тавра пĕлӳçĕсемпе ялкорсене, вĕрентекенсене йыхравлатпăр. Конференци теми – «Сувар» хаçат чăвашсен пурнăçĕнче». Унта хутшăнакансем виçĕ секципе ĕçлĕç: ялкорсем, тавра пĕлӳçĕсем, сăмах ăстисем. Конференцие хутшăнма кăмăл тăвакансене 89053183366 номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр.
 
: 1557, Хаçат: 45 (1035), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: