Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Роман
Пĕрремĕш пайĕ
(Малалли. Пуçл. 34-43№№.)
XV
Халиччен çынна асаплантарнине курман Пичугин çак шухăшсемпе хавхаланса пăлхавçăсене çаптарнине киленсе пăхса тăчĕ. Влаçĕ пулсан вăл вĕсене чĕрĕллех туртса çурĕччĕ. Çавах çын умĕнче хăйне йĕркеллĕ тытма пăхрĕ, курайманлăхне пытарма тăрăшрĕ. Шăпах çавăнпа айăплă çын хутне кĕрем пек турĕ те. Уретнике вара унăн сăмахĕсем тата та мăнаçлантарса ячĕç.
– Тĕп-тĕрĕс каларăр. Аллă хут çапнине те чăтаймасть вăл. Тата капмартарах пăхаттирсене вăтăр-хĕрĕх хут çапсах вĕлерни пулнă. Улпут майри патĕнче шăпах çын хĕнекен пулса ĕçлерĕм. Эх, усал хĕрарăмччĕ те майра. Кашни кунах хăйĕн крепостнойĕсене хĕнеме хушатчĕ, – мухтанчĕ вăл.
– Апла эсĕ улпут çынни пулатăн иккен? Майраран тухса тартăн апла? Атăл тăрăхне тарса килсе тĕрĕс тунă эсĕ, тусăм. Кунта, вак халăхсен хушшинче сан пеккисемшĕн ирĕк. Никам та шыраса тупаймасть, – Пичугин савăннипе аллисене сăтăркаларĕ. Уретник вăрттăнлăхне пĕлет-вĕт вăл халь. Кирлĕ чухне ăна хăратса халăха улталанă чухне усă курма пулать. Анчах самантран Пичугин ĕмĕчĕ сӳнчĕ:
– Таркăн мар эпĕ. Таркăн пулсан полицие кам илĕччĕ мана? Уретник те туса хумĕччĕç. Улпут майри çине такам çăхав çырса парсан хăй мана ирĕклĕх пачĕ, тухса тарма пулăшрĕ. Çакă, паллах, уншăн лайăхчĕ: йăлт ман çине йăвантарнă. Капла эпĕ çук та айăпĕ те çук... – сасартăках шăпланса уретник аяккалла, ял хĕррине тинкерме пуçларĕ. – Кунталла такам килет, анчах ăнланса илеймерĕм-ха камне. Пĕр-пĕр пуçлăх ахăр, çапла туйăнать, – хушса хучĕ вăл шухăшлăн.
 
XVI
Куракин йĕрлекенсене аташтарать, хăй Тăрăн ялĕнче пурăнакан аякри тăванĕ Ваçли Иванов патне кĕме шут тытать. Ваçли сăвар тăрăнĕсен тăхăмĕ. Çак тĕллевпе Филипп лашине Карамăрса ялне каякан çул çине пăрать. Тăрăн ялĕ вулăс центрĕнчен икĕ çухрăмра анчах, Карамăрса унтан та çывăхрах – çырма урлă каçса сăрт çине хăпармалла çеç. Сăрт леш енче, авă, чиркӳ тăрри питĕ аван курăнать. Çапла темиçе минут çеç çухатать вăл. Лашине сиккипе ярса Филипп халăхпа тулнă чиркӳ çумĕнчи сарлака тӳреме килсе тухать. Стражниксене хĕç-пăшалсăрлантара ть, арестленисене хăтарать, хăй çинчен каласа парать. Пăлхав ертӳçисене суйлаççĕ, пуçлăхсене хурал пӳртне хупса хураççĕ. Пĕр Акимка анчах тарса хăтăлать.
XVII
Иванов ротмистра хăй патне Тăрăн ялне хăнана илсе каять, мунча кĕртет, чăланта вырăн сарса парать.
XVIII
Çĕр варринче ротмистрăн сисчевлĕ хăлхи картишĕнче лаши вăрăммăн кĕçенсе янине илтрĕ. Вырăн çинчен вăр-варах сиксе тăрса вăл аллипе хыпашласа хĕççине шыраса тупса вăштах йĕннинчен туртса кăларчĕ, асăрханса чăлантан курницана сиксе тухрĕ. Шăплăха итлерĕ. Сас-чӳ çук. Кутник çинче хăнана пула пӳртре çывăрма юлнă хуçа мăшлатса сывлани çеç илтĕнет. Кăмака çинче çывăракан 108 çулхи карчăк – Ваçли асламăшĕ – ыйхă тĕлĕшĕпе тем мăкăртатса илчĕ. Ыттисем пурте çак кĕр пуçламăшĕнчи пек мар ăшă каç яланхи пекех сарай тăрринчи утă çинче çывăраççĕ.
Лаша каллех кĕçенчĕ. Халĕ унăн сассинче канăçсăрланни ытларах палăрать. Ротмистр куçĕ умне Буцефал тухса тăчĕ, вăл хуçашăн пăшăрханнипе тăвăр вырăнĕнче тапăртатнине яр-уççăн туйрĕ вăл. Паллă ĕнтĕ, ăйăр чăнах та теме сиснĕ. Йытăсем шавламаççĕ, апла таçта юнашар пытаннă тăшмансем, опытлăскерсем, çурт патне пĕр сас-чӳсĕр йăпшăнса пыма пĕлеççĕ. Паллах, никама та мар, ăна, Куракина тытасшăн тăшмансем. Мĕншĕн тесен тăрăна вĕсем кăнтăрла та, вулăс кантурĕ умĕнче алли-урине тăлласа вырттарнă чухне те вĕлерме пултарнă. Ваçлине мар-тăк апла чĕнмен хăнасем ăна, Куракина тытасшăн. Кушак пек çемçен, сас-чӳ тумасăр пусса Филипп чаршав хыçне, тĕпел кукрине чăмрĕ. Вăхăтлă та, пĕчĕк чӳречене пĕтĕмпе тенĕ пекех хуплакан мĕлкене тӳрех асăрхарĕ вăл. Картишнелле тухакан пысăк чӳречерен кĕрекен вăйсăр çутăра çăварне вăрăм çĕçĕ хыпнă типшĕм арçын çур кӳлепипе пӳрте кĕнине уйăрса илчĕ. Икĕ аллипе те савăт-сапа лартса тултарнă сĕтел çине тĕрĕнсе, пуçхĕрлĕ тăрса вăл ансăр чӳречешĕн пысăк пулса тăнă купарчине сĕтĕрсе кĕртме хăтланчĕ. Тепĕр самантранах вăл пӳрте пĕтĕмпех кĕрсе тăрать, тăхтама юрамасть. Айккине тăрса ротмистр хĕççипе сулса ячĕ, вăрă-хураха çурмалла касса пăрахрĕ. Лешĕ хăйпе пĕрле сĕтел çинчи савăт-сапана ӳкерсе кĕмсĕртетсе урайне шаплатрĕ. Кăмака умĕнче кăштах çуталчĕ, хурахăн чӳречере юлнă пĕтевĕ урама тухса ӳкрĕ. Тулта кĕтсе тăракан юлташĕсен аллинех пулас – кăшкăрашни, вăрçни илтĕнчĕ. Çавăнтах картишĕнчи йытăсем вĕрме тытăнчĕç. Шăв-шава хупласа пăшал сасси янăрарĕ. Филипп пуçĕнчен пĕр шит айккинерехри йывăç сентрене пульă шăхăрса çапăнчĕ.
Тĕпел кукрине Ваçли тăрăн чупса кĕчĕ. Кăмака çăварĕнчи питлĕхе ярса тытса чӳречене хупларĕ. Питлĕх урлă ятарласа хатĕрленĕ сăлăп хучĕ. Кăшт çеç тĕлкĕшекен кăвар тултарнă чӳлмеке кăмакаран илсе çурта çутрĕ.
– Паллакан çынах пулчĕ-иç, – мăкăртатрĕ вăл, пĕшкĕнсе хурах питне çуртапа çутатса. – Пахомка вĕт ку, Апанасов купса приказчикĕ. Акă ăçта вилĕм тупрĕ, чунилли. Хамах айăплă-çке. Ĕнерех чӳречене питлĕхпе хупламаллаччĕ. Сире çывăрма уçă пултăр терĕм. Кĕленчеллĕ рамине те илсе хутăм. Питĕ меллĕ пулнă ăна пире пусса тухма.
– Çапла çав, меллĕ. Манăн Буцефал вăхăтра туйса илмен пулсан пире халĕ хускалмасăр выртма питĕ меллĕччĕ.
– Ăйăр чăннипех те тĕлĕнмелле ăслă сирĕн. Ханттар йыттисенчен пĕри те пулин «ам!» тесе ĕлкĕриччен чылай маларах лаша кĕçенме пуçларĕ. Пĕр кĕтӳ чи лайăх лаша пулсан та сирĕн пĕр ăйăрăр тĕшне тăмаççĕ, тĕп-тĕрĕсне калатăп! Халĕ мĕн тăвар-ха? Паллă ĕнтĕ, манăн çурта тăшмансем хупăрласа илнĕ. Акимка кунта пулсан унпа тата пилĕк-ултă теçетке хурах пурах. Вăл кунтах. Акимка хушмасан Пахомка хăй тĕллĕн чӳречерен кĕмĕччĕ. Сире чĕрĕ хăварасшăн мар Акимка, эпĕ ăнланнă тăрăх. Апанасов купса хăйĕн тăшманне пĕтерме май тупатех. Тӳрех пулаймарĕ, çавах пĕтереççĕ вĕсем пире кĕçĕр. Çунтарса яма та пултараççĕ. Пирĕн тăрăхра Апанасов çыннисем хăйсем патша, хăйсем тӳре. Влаçсене укçапа тăрантараççĕ те лешсем нихăçан та пирĕн хута кĕмеççĕ. Тăван килтех çунса кайма тивет-ши? – пăлханнипе Ваçли тытăнчăклăн калаçма пуçларĕ.
– Çук, хальхинче нимĕн те пулаймасть вĕсен. Кунти халăх пăлхава çĕкленнĕ, хĕç-пăшалланнă. Пăшал пенине чылайăшĕ илтрĕç пулĕ. Халех килеççĕ те акă хăтараççĕ, – лăплантарма тăрăшрĕ Филипп аякри тăванне.
– Ĕлкĕреймеççĕ. Ялта, паллах, пурте ура çинче ахăр. Анчах мĕнпур вăйпитти çынсем, çамрăксем Карамăрсара. Усал хыпар унта çитиччен пире пĕтерме ĕлкĕрĕç. Хыпарĕ çитейсен, паллах. Хыпарçăсене çул çинче сыхласа тăрса пĕтерме те çын çителĕклĕ Акимкан. Çĕр çынран та иртет пулĕ. Апла пирĕн инкек пирки ыран кăнтăрлаччен те пĕлеймĕç.
– Лăплан, çук вăл кашкăрăн ун чухлĕ çын. Икĕ-виçĕ теçетке пулсан та тĕлĕнĕттĕм.
– Эсир ăçтан пĕлетĕр вара? Калатăп, çĕр çын ытла тесе, – лăпланаймасăр алăкăн-тĕпелĕн уткаларĕ тăрăн.
– Пĕлетĕп çав. Çирĕм çын та пухăнмасть, унсăрăн тахçанах картасем урлă каçса кĕретчĕç вĕсем картишне. Хăраççĕ. Юрĕ, апла халех хамăр тухса лапчăтса тухатпăр вĕсене, пыйтăсем пек. Çыннусем ăçта санăн? Тарçусем тата? Пурте картишĕнче-и? – ыйтрĕ Филипп хĕç-пăшалланнă май.
– Çук çав – мур илесшĕ. Тимĕрçĕ кантура, тыткăнрисене сыхлама çынсем ыйтрĕ те пурне те унта ятăм; хуралçăсене те, тарçăсене те, пичче ывăлĕсене те. Картишĕнче чĕлхесĕр Карачăмпа кĕтӳçĕ Петруç анчах. Иккĕн çеç пулсан та шанчăклă çынсем вĕсем. Вăйĕсем пур, çапăçма пĕлеççĕ, тĕл пеме те ăста. Хĕрарăмсем пулăшнипе картишне ирчченех хӳтĕлеме пултараççĕ. Анчах çурта вут чĕртсен...
– Лăплан терĕм сана! Никам та тивертсе яраймĕ. Халех хам тапăнатăп вĕсем çине. Эсĕ тух картишне, çыннусене кала, çуртри мĕнпур пăшала пуçтарса пеме тытăнччăр. Пăшалсем тăтăш персе тăнине илтеççех Карамăрсара, – питлĕхе айккинелле куçарса Филипп уçăлнă шăтăкран тĕттĕмелле малтан пĕр пистолетĕнчен, кайран тепринчен персе ячĕ, питлĕхне хăвăрт вырăна лартрĕ. – Акă, усси те пулчĕ пенинчен. Пулăшу килет, – терĕ вăл хаваслăн, кăшт итлесе тăнă хыççăн.
Чӳрече леш енче такам асаплăн йынăшса ячĕ, перкелешӳ пуçланчĕ, кăшкăрашнă сасăсем илтĕнчĕç. Чылайран тулта пĕр авăк шăп пулчĕ. Кăштахран такам алăка пырса шаккарĕ.
– Пулăшу çитрĕ те. Ку хамăрăннисем ĕнтĕ, – тăрăн пулăшнипе лаххан умĕнче питне çунă ротмистр тумланма пуçларĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 770, Хаçат: 44 (1034), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: