Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Янрать Кушлавăш тăрăхĕ, кĕрлет. Вун икĕ ял Аслă çăварнине тивĕçлипе уявласшăн. Малалла аслă типпе кĕреççĕ-çке! Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕ! Çемен Элкер пит лайăх çырса кăтартнă ку тăрăх пирки. Кушлавăш уйĕнче пурăнакансем, ялĕсем пысăк пулин те, пĕр-пĕрне паллаççĕ. Кушлавăш, Хураçырма, Анаткас, Упакасси, Ершепуç, Кӳстӳмĕр, Мĕлĕш, Шепекет, Шуркасси тата ытти ял çыннисем пĕр-пĕринпе тахçанах хăта-тăхлачăллă пулса пĕтнĕ. Çавăнпа та Çăварни, Мăнкун пек пысăк уявсенче кӳршĕ ялсене хăнана çӳреççĕ.
Çак ялсенчен Хураçырмапа Кушлавăша тĕп ялсем теме пулать.
Хураçырма – çырма-çатраллă ял. Ятне те çырмисене пулах панă пуль. Ял тăршшĕпех урама икĕ пая пайлать çырма. Хутран-ситрен пĕвелемен пулсан вăл чăннипех хуралса, çăрăлса тăнă пулĕччĕ. Пĕвисем вара çуллахи вăхăтра кашни 100-200 метртан çап-çутă шывпа çуталса выртаççĕ. Тирпейлĕ чăвашсем çырма ик енĕпе йăмрасем лартса тухнă. Çырма-çатра сарăласран та пулăшать, яла хӳтĕ те парать: çуллахи шăрăхра урамра чупма юратакан ача-пăчана хĕртсе пăхакан хĕвелтен хӳтĕлет, кĕркуннепе хĕллехи çиллĕ çанталăкра хӳттине парать…
Çав йăмрасем çине кашни çуркунне кураксем йăва çавăраççĕ. Мĕн чухлĕ вĕсем! Никам та нихçан та шутласа пĕтерес çук. Анчах кайăксемпе çынсем пĕр-пĕрне пĕртте кансĕрлемеççĕ. Курак кранклатнипе çынсем çурхи ăшă кунсене кĕтме пуçлаççĕ. Мăнкун çитсен чи пысăк йăмрасем çине чуччу çакаççĕ. Пĕтĕм ял çамрăкĕ вара каçсерен çав чуччу тавра пухăнать. Ăмăртмалла ярăнать яш-кĕрĕм. Хĕллехи кун ачасене ярăнма та пит лайăх Хураçырмара. Çăварни эрнинче ача-пăча çырмаран тухма пĕлмест. Шăлаварĕсемпе кĕрĕк хĕррисем шăнса хытса ларичченех, шăннипе юхакан сăмса шывакне шăлса яма аллисем туйми пуличченех ярăнаççĕ шăпăрлансем. Килĕсене çитсен вара пӳртри ăшăпа ĕнтĕркесе каяççĕ.
Çитĕнсе пыракан каччăсемпе хĕрсем те тăвайккинчен ярăнма юратаççĕ.
Паян вара пачах урăхла. Аслă типпе кĕриччен Çăварни эрнин юлашки кунĕнче катаччи чупаççĕ. Ир-ирех ялти хĕрсем тăватшарăн-пилĕкшер ĕн пухăнса çунасене, лашисене илемлетеççĕ. Каччисем кӳлме маттуртарах урхамахсем, чаплăрах çунасем шыраççĕ. Кайран çамрăксем ăмăртмалла Çăварни юрри юрласа ял тăрăх катаччи чупаççĕ.
Çăварни килет пĕр эрне,
Ма килмест-ши виç эрне?
Çăварни карчăк çу çиет,
Пирĕн сăхман юр çиет, – юхать ял тăрăх Çăварни юрри.
Ют яла çитекенсем те пайтах.
Пуян Митраксен лашисем те уява туйнă пек иртенпех тапăртатса тăраççĕ. Ял пуянĕсен лашисем те чаплă. Ямшăкра ĕçлекен Митракăн урăхла пулмалла та мар. Чулхуларан Хусана е каялла мĕн чухлĕ çынна турттарман-ши вăл? Ямшăк пулма кашниех пултараймасть. Кунта вырăсла та пĕлни кирлĕ, ыттисене вăйна та кăтартма пĕлмелле. Унсăрăн хăвăн пек ямшăксемех тытса вĕлерме пултараççĕ. Çула тухнă çынсем те тĕрлĕрен. Вăрă-хурахсем те тĕл пулаççĕ. Кулăшла пулăмсем пирки те Митрак нумай каласа панă.
Пĕррехинче Чулхулара икĕ майрана лартнă тет вăл. Хĕлле, сивĕ. Çулĕ те çывăхах мар. Кунĕпе те çĕрĕпе каймалла. Витĕнме тăлăп та панă хайхисене Митрак. Малтан аванах пынă тет майрасем, савăнăçлă, кăмăлĕсем аван пулнипе калаçаççĕ-калаçаççĕ те кулаççĕ, пырсан-пырсан – юрлаççĕ тет. Тепĕртакран – шăпланаççĕ тет. Унтан харăсах хытă кăшкăрса макăрма пуçлаççĕ тет. Аптăранă Митрак. Мĕн тумалла? Майрасем хытă шăннипе йĕме тытăнаççĕ иккен. Митрак хĕрарăмсене çывăх станцине илсе кĕртсе ăшăтать. Лешсем, ăшăнсан каллех кулма-юрлама тытăнаççĕ тет. Шăнсан – кăшкăрса йĕреççĕ. Çапла çул тăршшĕпе.
Митраксем те пĕтĕм ял çынни пекех çырма хĕрринче пурăнаççĕ. Анчах вĕсен çурчĕ ыттисенчен уйрăлса тăрать. Хальччен ялта никамăн та виçĕ пысăк чӳречеллĕ çурт пулман-ха. Çӳллĕрех вырăнта ларакан çурчĕ пит мăнаçлăн курăнать. Ыттисен çурчĕсем аял, темрен хăраса çĕр ăшне кĕрсе ларнă пек пĕрер пĕчĕк чӳречипе вăрттăн пăхса лараççĕ. Каç кӳлĕм вĕсенчен вăйсăр хăйă çути курăнать. Арçынсем çăпата аваççĕ, хĕрарăмсем çăм арлаççĕ. Митраксем тахçанах краççин лампи çунтараççĕ.
Ял хавалне пăхсан Митракăн çемйи пысăках мар – виçĕ ача кăна. Асли – хĕр. Кĕçĕннисем – ывăлсем. Ачисем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Унсăрăн пуян килĕнче пулма та пултарайман. Тарçă тытса укçа тăкма ухмах пулман Митрак. Веçех килтисене ĕçлеттернĕ. Павăлпа Лĕксантр пĕр-пĕринчен пач уйрăлса тăнă. Павăл суйма та пĕлмен, ыйту парсан мĕн пуррине тӳрремĕн шаплаттарса каланă. Лĕксантр вара пач урăхла.
Кăмăлĕ начар чухне Митрак ялан ачисене хĕненĕ. Мĕн пĕчĕкрен, айăпа кĕрсен те, кĕмесен те. Ытларах вара Павăла лекнĕ. Вăл тарма та хăранă. Ялан хĕненипе ашшĕне курсанах чĕтреме тытăннă. Ку Митрака пушшех уртарнă. Вăл ун патне пырса пуçĕнчен чышкипе лаплаттарнă. Пуçĕнчен пĕрмай хĕненипех Павăл ăсĕпе кăшт айванланнă. Ялта ăна хăшĕсем «ухмах» тесе те мăшкăлланă.
Лĕксантр вара ашшĕ урнине курсанах тухса тарнă. Ашшĕ темле суйса е йăпатса чĕнсен те, Лĕксантр пытанса ларнă вырăнтан тухман.
Ашшĕ килте пулнă вăхăтра ачисене хăй ăçта пулнине, мĕн курнине каласа пама, тĕрлĕ ыйтусем пама юратнă. Павăл хăранипе чĕнеймен. Лĕксантрăн вара ăс-тăнĕ те çивĕчрех пулнă. Чĕлхе вĕççĕн те çемçерех калаçакан ывăлне Митрак итлеме те юратнă. Ытларах калаçтарнă.
Халĕ Митраксен ачисем ӳснĕ ĕнтĕ. Аслă хĕрĕ качча кайнă. Мăшăрĕпе таçти инçетри Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнать. Ывăлĕсем çитĕннĕ. Иккĕшĕ те вăрăм та яштака. Павăл амăшĕ пек çутăрах, кăвак куçлă пулсан, Лĕксантр ашшĕ пек, куçĕ те çӳçĕ те йăм хура. Кăмăлĕ кăна амăшĕнни пек. Çынпа вăрçăшса тавлашса курман. Калаçнă чух ăна итлесе тăрас килет. Кулнă чухне ик йĕр шап-шурă шăлĕсем йăлтăртатса тăраççĕ. Хураçырма хĕрĕсем ăмсанса пăхаççĕ ун çине. Вăййа тухсан та Лĕксантр çине куç илмесĕр пăхакан хĕрсем сахал мар. Анчах пуян Митрак пурне те хăратать. Чухăн хĕре вĕсем пурпĕр качча илменнине пурте пĕлеççĕ. Митракпа ялта кам калаçайтăр? Кам танлашайтăр? Павăла та ашшĕ хăй хĕр тупса парса авлантарнă. Арăмĕ аван теççĕ.
Паян та, Çăварни кун, ашшĕ патне пырса лаша ыйтиччен Лĕксантр нумай шухăшласа çӳрерĕ. Кăмăлĕ мĕнлерех-ши ун паян? Хăш урипе тăнă-ши?
– Атте, эп Çăварние Ула ятлă ăйăра кӳлсе тухам-ха. Юрать-и? – çемçен ыйтрĕ Лĕксантр.
– Унта-кунта ют ялсем тăрăх аташса ан çӳрĕр. Тепĕр ик кунтан эп Чулхулана каятăп. Ĕçлемелле. Укçа тумалла. Мансăр пирĕн килте ĕçлекен çук, – яланхилле мăкăртатрĕ старик. Çав вăхăтра килĕнче ик хутаç кĕмĕл укçа пуррине аса илчĕ те тути ирĕксĕрех кулчĕ, кăмăлĕ çемçелчĕ тейĕн.
– Ил-ил, Лĕксантр. Хамăр пуяна кăтарт. Вун икĕ ял Кушлавăш уйĕнче те ман пек ут-лаша никамăн çук. Ăмсанса тăччăр çынсем! Çӳре, ывăлăм, çӳре!
Çак сăмахсене кăна кĕтсе тăракан Лĕксантр часах урамалла чупса тухрĕ. Сарай айккинче кĕтсе тăракан кӳршĕ хĕрĕсене кăчăк туртрĕ те, эх пуçланчĕ вара ĕç! Чĕвĕл-чĕвĕл виçĕ хĕр лава илемлетрĕ. Каччăсем те пухăнчĕç.
– Эсир хытăрах юрлăр. Пирĕн пек капăр лав кăна мар, чи илемлĕ юрлаканнисем те урăх пулас çук. Çапла-и, Маруç?
– Эпир тăрăшăпăр, Лĕксантр. Эс ху ăйăрна хытăрах хăвала. Ытти урамсем пире хăваласа иртсе ан кайччăр. Вăт ун чухне чăннипех намăс пулать, – парăнмарĕ хĕр.
– Ларăр, эппин, часрах. Эх, кайрăмăр! Хĕрсем – юрра пуçлăр!
Паян иртенпех урам тулли катаччи чупаççĕ. Ăçтан вăй-хал тата вăхăт тупать-ши ял халăхĕ? Пур ĕçе те хăй аллипе тăвать хресчен. Уявсенче те канма-савăнма пĕлет. Ялта пурнăç вĕресе, хĕрсе тăрать.
(Малалли пулать.)
 
: 845, Хаçат: 44 (1034), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: