Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Самар чăвашĕсен культура аталанăвне Тутарстанăн çак облаçпа чикĕре тăракан чăваш ялĕсем лайăх пĕлеççĕ. Мĕншĕн тесен клубсенче иртекен мероприятисене, конкурссемпе концертсене хутшăнсах тăраççĕ самарсем. Кăçал августра Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел ялĕнче иртнĕ «Выля, хут купăс» конкурса та Самар облаçĕнчен хутшăнакансем йышлă пулчĕç. Паян эпир сире вĕсенчен пĕринпе паллаштарасшăн: Шунтал районĕнчи Чăтăрлă ялĕнчи «Хунав» фольклор ушкăнĕ çинчен каласа парăпăр хамăрăн вулаканăмăрсене.
«Хунав» çĕн йĕркелӳ (перестройка) витĕмĕпе хавхаланса пуçланса кайнă коллектив мар. Унăн историйĕ пит авалах пуçланмасан та, 50 çул пурах. Халĕ ăна Анатолий Мрясов ертсе пырать. Вăлах пире ансамбль çинчен каласа пачĕ.
Çулĕсемпе «Хунав» пит çамрăк мар пулин те пысăк коллектив темех çук. Паянхи куна аслисен ушкăнĕ 10 çынран тăрать пулин те тăтăш çӳрекенни сакăр çын. Ансамбле «Хунав» ят парса тĕрĕс тунă, мĕншĕн тесен 35 çул каялла «тĕп» «Хунавран» çамрăк «Хунав» тухнă – ачасен ушкăнĕ. Ăна Самар облаçĕнче лайăх пĕлеççĕ, чăвашсем кăна та мар… Раççей шайĕнче иртекен пысăк мероприятисене те пĕрре мар тухнă коллектив, тĕслĕхрен, Шупашкарта иртнĕ Акатуя та çитсе килнĕ. Ахальтен-и, 10 çул каялла «халăх ансамблĕ» ят панă вĕсене. Çакăн пек чыса тивĕçнĕ ача-пăча коллективĕ çук вăл тăрăхра урăх.
Анатолий Васильевич ялти культурăна çĕклеме пуçланăранпа 26 çул çитнĕ. Турă панă пултарулăх хĕлхемĕ çамрăк тракториста сцена çине тухма хистенĕ, Культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçи пулса ĕçлеме тытăннă вăл, «Хунава» та ертсе пынă. Купăс ăста калама пĕлни ялти культура ĕçченĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, ку Анатолий Мрясова ансамбль репертуарне йĕркелеме те пулăшса пынă. Анчах туллин, чуна парса ĕçлеме çакă çителĕксĕр иккен. Çут çанталăкран килекен пултарулăха аталантарма ятарлă пĕлӳ кирлех. Çавăнпа Самар облаçĕн культура училищинче массăллă мероприятисен режиссерĕн специальноçне алла илет. Çакă мероприятисем хатĕрленĕ чух та пулăшать. «Хунав» ансамблĕн юррисене спектакль пек пăхма пулать.
Анатолий Мрясовăн мăшăрĕ Елена библиотекарь пулса ĕçлет. Çавăнпа та Чăтăрлăри Культура çурчĕн директорĕпе библиотекарĕн пĕр çемье, хуçалăх кăна мар, ял-йыш валли ирттерекен мероприятисем те чылай чух пĕрре пулаççĕ. Çавăнпа та ĕçре кăна мар, килĕнче те час-часах ĕç пирки сăмах пырать. Апла пулин те хĕрĕ Катя ашшĕ-амăшĕн çулĕпе каяс темен, шалăвĕ пит пĕчĕк пулнипе ĕçĕ ытла пархатарсăр пулса тухать-çке, çакă урăх çĕрте шăпа шырама хистет.
 
: 865, Хаçат: 44 (1034), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: