Çие юлнă хĕрарăмăн пурнăçĕ ача çураличчен тĕпрен улшăнать, çав шута апат çимелли режим та. Пулас аннен ытти ахаль çын пек кунне 3 мар, 5-6 хутчен апатланмалла-мĕн.
Анчах нумай çимелле мар тата менюра тĕрлĕ апат пулмалла тесе сĕнеççĕ тухтăрсем. Кунсăр пуçне лавккаран улма-çырла, пахча çимĕç сокĕ, кăлпасси, тытăмĕнче консервантсем нумай ытти апата çиесрен сыхланмалла, кондитер изделийĕсене менюран кăлармалла. Мĕншĕн тесен çие юлнă хĕрарăмăн организмĕнче çак вăхăтра углеводсене ирĕлтерекен процесс улшăнать. Углеводсем хăвăрт ирĕлнипе юнри глюкоза шайĕ сикме тытăнать е хăпарса, е анса ларать. Кунсăр пуçне инсулин кăларакан хырăмай парĕ (поджелудочная железа) ĕçĕ çине нагрузка ӳснипе пулас аннен сахăр диабечĕ пуçланма, ачан виçи кирлинчен ытла пулас хăрушлăх пур. Анчах углеводсене рационран вуçех кăларни те тĕрĕс мар, вĕсене кăткăссисемпе улăштармалла çеç. Кулленхи менюна пăтăсем кĕртмелле, вĕсенче кирлĕ микроэлементсемпе витаминсем нумай, пыршăшăн усăллă тата юнри сахăр шайне майпен тата нумай мар ӳстереççĕ. Çăмăл углеводсем пек мăнтăрлатмаççĕ.
Пăтăсенчен ытларах тулли пĕрчĕллисем урпа, сĕлĕ, вир кĕрпи, хура тул. Вĕсем хăрпăксемпе танлаштарсан часах пиçмеççĕ, апла пулин те вĕсем усăллăрах. Хăвăртрах пиçчĕр тесен вара кĕрпене çĕрлех шӳтерсе хумалла.