Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Кивĕ Мăкшел ялĕнче пурăнакан Валентина Ивановна Наумовăна курсанах вăл оптимистка пулнине ăнланатăн: яланах çын çинче, çынпа пĕрле. Хăй ĕмĕрĕнче ветфельдшерта, садикре воспитательте, клуб заведующийĕнче ĕçленĕскер, халĕ те çынсен хушшинче вăл. Мĕн çамрăкран ăста юрлать, ташлать. Нумай çул ялти «Ивушка» ансамбле çӳрет. Пултаруллăскер, тата районти пенсионерсен канашĕпе союзĕн членĕ те. Çавна кура Валентина Ивановнăна Аксу тăрăхĕнчи мĕнпур мероприятире курма пулать. Пултарулăх конкурсĕсене, тĕрлĕ форумсене кăна мар, спорт мероприятийсене те хастар хутшăнать вăл.
Çак йĕркесене вулаканăн: «Ку хĕрарăмăн килĕнче ĕçĕ çук-шим?» – текен шухăш та çуралать пуль, анчах чăннипе вара Валентина Ивановна – анне-героиня, мăшăрĕпе Петр Арсентьевичпа 7 ывăлпа 3 хĕр çуратса ӳстернĕ, 11 хутчен асанне-асатте, кукамай-кукаçи те пулма ĕлкĕрнĕ. Сăмах май, икĕ çул каялла В.Наумовăна «Ана даны – Амăш мухтавĕ» медальпе чысланă. 2012 çул вĕçĕнче иртнĕ «Çулталăк хĕрарăмĕ» республика конкурсĕн районти тапхăрĕнче вăл «Героиня третьего возраста» номинацире çĕнтернĕ.
10 ача амăшĕн, тракторист-комбайне р мăшăрĕн кил-тĕрĕшре ĕç пулман тетĕр-и – йăнăшатăр. Кун сиктерсе 18-шар форма çăкăр пĕçернине, купи-купипе кĕпе-йĕм çунине, 10-шар литрлă кастрюльпе апат пĕçернисене çеç çын курман. Мĕншĕн тесен çак ĕçсене вăл çĕрле, ачисем çывăрнă чух, тунă. Мăшăрĕ те таса пӳлĕмре лармалли ĕçре тăрăшманнине, ывăлĕсем мĕн пĕчĕкрен каникул вăхăтĕнче ашшĕ çумĕнче комбайнер пулăшуçисем пулса ĕçленине шута илсен, унăн ĕçĕ мĕн чухлĕ пулнине тавçăрма йывăрах та мар. Талăкне 1-2 сехетрен ытларах çывăрса та курайман вăл ун чух. «Пурне те ĕлкĕрес килетчĕ», – тет вăл кĕскен кун пирки.
Мĕнле шухăш кăна пуçне ватман пуль нумай ачаллă атте-аннене пепкисем ӳснĕ чух? Çитĕнсен те шухăшĕ хушăннă çеç, вĕсен ултă ывăлĕ салтакра пулса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Çакна çар командованийĕ янă çырусем те çирĕплетеççĕ. Кĕçĕнни Артур, тĕслĕхрен, пĕлтĕр кăна хĕсметрен таврăннă-ха. Кил-картишĕнче выльăх усрамасăр та пурăнман. Кунсăр пуçне Наумовсем, ялти ытти вун-вун çемье пекех, çуллен колхоз хирĕнче гектарĕ-гектарĕпе сахăр чĕкĕнтĕрĕ çумланă.
Пысăк çемьен ачисем пирки вара хальччен шкулта та, ялта та начар сăмах каланине илтмен ашшĕ-амăшĕ. «Ачасемпе тарăхман эпир, аслисем кĕçĕннисене пăхнă, килти ĕçсене ĕçленĕ, турткалашса тăман», – мăнкăмăллăн пĕлтерет анне-героиня. Çакă мар-и-ха лайăх воспитанин çимĕçĕ?
Пĕр шутласан, ачисен камран тĕслĕх илмелли те пулнă, вĕсем – ашшĕпе амăшĕ. Сăмах май, Валентина Ивановнăпа Петр Арсентьевич пĕр-пĕрне килĕштерсе 41 çул тату пурăнаççĕ. Çамрăклах пĕрлешнĕскерсен юратăвне паян та ăмсанмалăх пур. Тĕрĕссипе, вĕсем çамрăк чух пĕр-пĕринпе нумай та çӳремен. Кивĕ Мăкшел каччи (вăл вăхăтра СПТУра тракторист-комбайне ра вĕреннĕ) Беловка хĕрне Кивĕ Ӳсел клубĕн сцени çинче курнă та канăçне çухатнă. Шăпчăк сассиллĕ хӳхĕм пикене ытти каччăсем савасран хăранипех пуль тытнă та вăрласа кĕнĕ. «Кивĕ Ӳселĕнче карчăк патĕнче хваттерте тăраттăм, качча кайма шухăш та пулман. Лаша урапи çине хучĕç те вăрласа кайрĕç. Тăватă кунранах туй турăмăр», – каласа парать Валентина Ивановна иртни пирки йăл кулса. – Качча кайсан çакăн пек лайăх пурнăçпа пурăнассине пĕлсен эпĕ вун тăххăрта мар, маларах та кайнă пулăттăм. Упăшкам лайăх çын, мана ăнланать, пулăшать, алли те ылтăн. Упăшкам начар пулнă пулсан клубра 30 çула яхăн ĕçлеймен пулăттăм. Телейлĕ хĕрарăм, анне эпĕ», – терĕ кăмăллăн.
Çакăн чухлĕ ача çуратни пирки Кивĕ Мăкшел кинĕ: «Ача пăрахса çылăха кĕмен», – терĕ шӳтлĕн çеç.
Наумовсен çемйине ăмсанмалăх та пур çав, вĕсем ачисемпе тата çывăх тăванĕсемпе савăнăçра та, йывăрлăхра та пĕрле: пĕрле савăнаççĕ, пĕрле ĕçлеççĕ. Ачи-пăчисем, Артемсăр пуçне, тăван килтен саланнă, хăшĕ ялта, хăшĕ хулара тĕпленнĕ (çичĕ ачи çемьеллĕ). Вĕсем тĕрлĕ професси çыннисем. Апла пулин те ашшĕ-амăшĕпе, пĕр-пĕринпе çыхăнăва татмаççĕ: ашшĕ-амăшĕ хулана кайсан кашни ачи патне кĕмесĕр каймасть, ачисем вара канмалли, уяв кунĕсенче тăван киле васкаççĕ.
 
: 1357, Хаçат: 44 (1034), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: