Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пирĕн вулакансенчен чылайăшĕ, уйрăмах çуллăраххисем, А.А.Тимофеева лайăх пĕлеççĕ. Вăл 1993 – 1999 çулсенче пирĕн хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ пулса ĕçлерĕ. Пăва, Çĕпрел, Теччĕ, Апас тата чылай районсенчен питĕ те нумай материалсем çыратчĕ. Вăл тăрăхри халăх, чăвашсен пурнăçĕпе йăли-йĕркине туллин кăтартма тăрăшатчĕ. Пирĕнпе вăл паян та тачă çыхăну тытать, час-часах тарăн содержаниллĕ, кăсăклă статьясемпе тĕрленчĕксем çырать. Çав вăхăтрах литература анинче те ывăнма пĕлмесĕр ĕçлет. Вăл çичĕ кĕнеке авторĕ, тинтерех кăна теприне – «Чукун пиçиххиллĕ хурăн» ятлине вулакансем патне çитерчĕ. Анатолий Артемьевич пирĕн хаçата йĕркелес тата ура çине тăратас енĕпе нумай вăй хучĕ. Çавна май эпир унпа тӳрĕ çыхăнăва тухрăмăр. Акă мĕн каласа пачĕ вăл хăй çинчен.
– Чăнах та, пурнăç кама кăна лăскаман, таптаса пусарса лартман пулĕ. Мăн асаттесемпе асаннесене те, атте-аннепе вĕсен ывăл-хĕрĕсене те! Пĕр шутласан, пирĕн йăхра таврара паллă çынсем те, пуянсем те, пысăк пĕлӳ илсе палăрнисем те пулман. Атте-анне тăлăх пулнă та. Хăйсем те аран-аран çитĕнкеленĕ. Çапах та çамрăклах пĕрлешсе, темиçе ача çуратса чăн-чăн паттăрсем ӳстернĕ. Анчах, такам çăхав тăратнă та – аттене, таçта Хусан тăрăхĕнче ĕçленĕ çĕртен таврăнасса кĕтсе илмесĕрех, «Кусем пуян-ха» тесе хапхана тăпăлтарса илсе «чухăн» шутланакан пĕччен хĕрарăма парнеленĕ. Вити-картисене кирлĕ çынсем валли вырăн тупнă.
Çапла! Чухăн-и, пуян-и – хăйĕнчен йăх хăваракан, хăйĕн несĕлне тăсма пултаракан çын, – хуть те мĕн каласан та – чăн- чăн паттăрпа танах! Çирĕплетсех калатăп, пирĕн атте-анне шăпах çавсен шутĕнчен. Эпир вĕсен ырă ятне тăсакансем пулса юлтăмăр.
Çакна манăн çиччĕмĕш кĕнекепе курнăçакансем, паянхилле каласан, алла илекенсем кăна мар – вулакансем (халĕ кĕнеке е хаçат тытса ларакана та сайра тĕл пулатпăр хамăр хушăра каласан) лайăх ăнланаççĕ. Чăн та, хăш-пĕрисене ĕлĕк аннесем каланă пек «Хутла пĕлменнисем!» тесен те йăнăш мар пулĕ. Хуть те мĕнле кӳренсен те! Пирĕн хушша,– ача-пăчапа карчăк-кĕрчĕк таранах карас телефонĕ тата телевизор пырса кĕчĕ те,– чылайăшĕн чăнлăх çинчен мĕн çырнине те, унчченхи е паянхи чăн пурнăç мĕнле пулнине пĕлме е тишкерме те вăхăт çитмест! Пурте ӳркеве кайрăмăр: шухăшлама та пĕлместпĕр, хамăр мĕншĕн чухăн иккенне те чухламастпăр, мĕншĕн пирĕн ăрăва ĕçкĕпе тата наркотикпа аташтарса «шурă вилĕм урапи çине» лартни пирки те аса илместпĕр. Нумайăшĕншĕн çити-çитми пурнăçа мĕнле уçăлтарасси, аслă ăрусем пек, сахал ĕçсе-çисех, шăкăл-шăкăл калаçса ларма та, туслăх кĕрекинче, пĕр-пĕрне куçран-куçа пăхса, пĕрле тăванлăх юрри шăрантарма та манса пыратпăр.
Хăш-пĕр йăх-тĕпсемпе çывăх çынсен чылай ачисем пилĕк-ултă çула е ытлараха çитсен те лайăх шутлама пĕлменни, вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче те сăмахсене пĕрлештерсе вулама (тĕлĕнмелле пек ĕнтĕ, паллах!) хăнăхайманни, вăтам пĕлӳллĕ пулсан та аслă ăрусен, ашшĕ-амăшĕсен паттăрлăхĕ пирки тĕплĕн шухăшлама пĕлменни тарăн шухăша ярать. Пĕрлехи экзамен парса аслă шкул пĕтерекеннисем те хамăр тăхăмсене ниепле те аса илеймеççĕ. Акă мĕншĕн эпĕ, хамшăн йывăр пулсан та, 2008 çулта тухнă «Пурнăçа юратса» кĕнекемри «Кун кĕнекине» темиçе сыпăк та пулин хушса çырма, ачалăхпа çамрăклăх çинчен кĕскен те пулин тепĕр хут аса илме шутларăм. Паянхи ăру та пĕлтĕр-ха çитмĕл-сакăр вун çул каялла пурнăç мĕнлерех пулнине!
Кĕнекери калавсем те çавăнпах çыхăннă теме юрать. Вĕсенче – пĕтĕмпех чăнни. Çапах та сăнарсем урлă эпĕ ĕлĕкхипе (пĕр çирĕм-вăтăр çулхипе) танлаштарса, хамăр мĕн тери улшăннине, нацилĕх (чăвашлăх тесе пусăмлăн палăртас килет!), культура, чăвашлăх, чăвашăн сăпайлăхĕпе илемлĕхĕ, ырлăхĕ тата çынлăхĕ мĕн тери йăшнине кăтартас тетĕп. Халĕ пире мăн асаттесем паллаяс та, хăйсемпе танлаштарма çывăха та ярас çук пек туйăнать. Чăннипе, пире «Цивилизацие» кĕртсе пыраççĕ, эпир вара вăрăсене, çын вĕлеренсене, ирсĕртен ирсĕре çаврăнса пыратпăр. Юнашарах чиркӳсем, часавайсемпе ытти таса вырăнсем йышланса пыраççĕ пулсан та...
Çирĕм çула яхăн каярах эпĕ «Фатуна хыв, пикеçĕм» кĕнеке кăларнăччĕ. Шăла хăйраса, кăмăла хĕнесе. Мĕншĕн тесен, ун чухне, общество аталанăвĕ пăлханнă тапхăрта, çав çулсенчи тӳнтер енлĕ пурнăç вăхăтлăх тесе шутланăччĕ. Каярахпа халăх хăех ăçта пырса тухнине ăнланса илсе, ырăлăхпа лайăхлăх, çынлăх патне таврăнасса кĕтнĕччĕ.
Анчах мĕн куратпăр?! Епле тискерленсе, «Шуйттанпа çыхланса» кайрĕ «çĕнĕ йăх». Паян çын вĕлересси чăх чĕппине тĕп тунинчен те йӳнерех пулĕ. Миллиардсем çаратасси, чухăна таптасси, чирлĕ е вилекен çыннăн юлашки, çăкăрлăх укçине туртса илесси вăйă пек кăна. Кĕçех çын вилĕмĕшĕн куççуль кăларма та пăрахатпăр пулĕ?!
Çав вăхăтрах... çăп-çăра, сирĕлми тĕтре витĕрех ырă, пулас пурнăç пирки шутлакансене асăрхатпăр та пурăнас, лайăххишĕн кĕрешес, çапăçас килет. Пĕтмен вĕт-ха пирте ырăлăхпа сăпайлăх тата çынлăх! Апла пулсан вĕсенчи, чăн пурнăçри чăн çынсенчен тĕслĕх илме, вĕренме, ачамăрсене вĕсем пек пулма хăнăхтарма тата вĕрентме юрать. Ырăлăхпа чăнлăха! Пурте тăрлавсăр пурнăç, вĕçĕмсĕр ĕçкĕ, çапăçупа хирĕçӳ тата тăванлăх мĕн иккенне ману патне пырса тухсан тĕнче те тытăнса тăраймĕ. Таса юрату, чăн-чăн туслăх, пĕрлĕхпе тăванлăх таврăнсан кăна обществăри çĕнетӳ вăй илме пултарĕ.
Вулакан хам çинчен те кăштах тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулĕ. Ăна Афалек Энтепе хăйĕн «Пурнăçран илнĕ сăнарсем» статйинче самаях туллин çутатнăччĕ. Çапах та... Эпĕ ялти кĕтӳçĕрен, вĕреннĕ вăхăтрах чукун çул рабочийĕнчен, çул ӳстерсе кайса Çĕпĕрте вăрман каснинчен тата Вологда облаçĕнче торф кăларнинчен ура çине тăнипе чăннипех те мухтанатăп. Тутарстанри Пăва хулинчи рабочисен каçхи шкулĕнче вăтам пĕлӳ, Ленинградри издательствăпа полиграфи техникумĕнчен тата Хусанти В.И.Ленин (Ульянов) ячĕллĕ патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухма тата пичетре (вун пилĕк çул КПСС райкомĕнче тăрăшнисĕр пуçне) çур ĕмĕр ытла ĕçлеме тӳр килнишĕн чунтан савăнатăп. Наградăсемпе парнесем те нумай манăн. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панипе уйрăмах кăмăллă. Халĕ кăна тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе наградăларĕç. Вĕсенче манăн кăна мар, эпĕ ĕçленĕ е ертсе пынă ĕç коллективĕсен пархатарлă тӳпи те пур.
Унччен те, халĕ те обществăлла ĕçрен аяккинче тăма чăтăм çитмест. Чăвашлăха упрас, çĕклес енĕпе канăçлăх тупаймастăп. 1992 – 2010 çулсенче, «Советская Чувашия» тата «Хыпар» хаçатсен ятарлă корреспонденчĕ пулнă вăхăтрах Анатри чăвашсем валли «Самана» хаçат кăларса тăнипе, Хусанти чăвашла «Сувар» хаçатăн малтанхи номерĕсенчех пуçласах ăна кăларас ĕçе хутшăннипе мăнкăмăлланатăп.
Çав вăхăтрах мана кирек ăçта та пулăшу алли тăсакансене, йывăр вăхăтра темле майпа та пулăшнă тата халĕ те кăмăлтан хавхалантаракансене чĕререн тав тăватăп. Шăпах вĕсене, ырă тус-тăвансене, çынна хисеплеме тата юратма пĕлекенсене (çапла майпа хăйсене те чыс-хисеп çĕнсе илекенсене) халаллатăп хамăн çиччĕмĕш кĕнекене. Унăн авторĕ – эпĕ кăна мар, эсир те, мана ырă сунакансем тата хисеплекенсем. Апла пулсан, пысăк тав сире! Пурне те кăмăлтан пуç таятăп. Çавна май, çичĕ теçетке çурра çитрĕм пулсан та, компьютер умĕнчен каяс килмест, вулакансене çĕнĕрен çĕнĕ хайлавсем сĕнес кăмăл пысăк.
Тăван Тутарстанри тăвансемпе туссене – тăван чĕлхепе хаçат вулакансене ăшă салам яратăп тата çирĕп сывлăхпа телей сунатăп.
 
: 1033, Хаçат: 44 (1034), Категори: Юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: