Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН хулин ĕçтăвкомĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен комитечĕ октябрĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 15-мĕшĕччен «Халăх инвентаризацийĕ» акци ирттерет. Тĕллевĕ – халăх пулăшнипе хулари пушă çуртсене, усă курман çĕрсене, юхăннă çуртсене кадастр учетне тăратса, муниципалитет харпăрлăхне куçарса регистрацилесси. Çак енĕпе ятарлă комисси те йĕркеленĕ тесе пĕлтерет хула порталĕ. 4 эрнере кăна, тĕслĕхрен, хуçасăр 71 çĕр лаптăкне (пурĕ 335 гектар) шута илнĕ. 7 лаптăка халĕ муниципаллă харпăрлăха куçарасси пирки килĕшӳ тăваççĕ, пĕрне Росреестра янă та ĕнтĕ. Хуçасăр çуртсем хула илемне пăснисĕр (нумай чухне çӳп-çап пăрахмалли вырăна çаврăнать) пуçне унта урамри çапкаланчăксем, законлă йĕркепе ĕçлеме килмен мигрантсем иленеççĕ тата çынсем хăйсен ирĕкĕпе туртса илеççĕ. Çавăнпа çакăн пек вырăнсене асăрхасан 200-04-04 телефонпа шăнкăравласа е хула мэрийĕн сайчĕ çине çырса пĕлтермелле. Хыпарлакансене укçан преми парса хавхалантараççĕ.
ЭЛМЕТ. Политика репрессийĕнче шар курнă çынсене асăнса октябрĕн 29-мĕшĕнче хулари Çар Мухтавĕн тӳремĕнче палăк уçнă. Мероприятие районпа хула, çар комиссариачĕн ертӳçисем, предприятисемпе организацисен представителĕсем, ветерансем, репрессире шар курнă çынсем (хулапа районта хальхи вăхăтра 140 çын пурăнать) хутшăннă.
ÇЫРЧАЛЛИ дельфинарийĕнче 20 çулти Инга дельфин октябрĕн 17-мĕшĕнче çăвăрланă. Чăн та, пĕчĕкскер ама е аçа пулни хальлĕхе паллă мар-ха, мĕншĕн тесен амăшĕ хăйĕн çури патне тренерсене ямасть. Сăмах май, кун пек савăнăçлă пулăм Çырчаллинче 2010 çулхи июнь уйăхĕнче те пулнăччĕ-ха, ун чух та Инга çăвăрланăччĕ. Искусствăлла майпа хатĕрленĕ условисенче дельфинсем çăвăрлани сайра тĕл пулакан пулăм. Раççейре те акă 60-мĕш çулсенчен пуçласа паянхи кунччен темиçе тĕслĕх кăна палăрнă. Çырчаллинче пурĕ виçĕ дельфин çут тĕнчене килнĕ. Пĕчĕк дельфинăн хальлĕхе ячĕ çук-ха, ăна çырчаллисем суйласа илĕç. Хăйсен сĕнĕвĕсене дельфинарин сайчĕ çинче хăвармалла. Тĕп услови – ят амăшĕн ячĕн пĕрремĕш сас паллийĕнчен пуçланмалла.
ЕШĔЛВАР районĕнчи Айша ял хутлăхĕнче чикан арăмĕсен союзĕ ĕçлеме тытăннă. Хальлĕхе унта 57 хĕрарăм тăрать тесе пĕлтерет район порталĕ. Кашни юнкун вĕсем занятисем ирттерсе кил-çурта тытса пыма, апат-çимĕç пĕçерме вĕрентеççĕ. Кил-çуртри тирпей, хĕрарăмĕсен гигиени, обществăра хăйсене тытмалли нормăсемпе правилăсем, толерантлăх принципĕсене те ăнлантараççĕ. Çитес вăхăтра тата çĕлеме, вĕт шăрçасенчен тĕрлĕ эреш ăсталама та вĕрентес шухăш пур.
Обществăлла организаци йĕркелес ыйтăва чикан таборĕнче йышăннă-мĕн. Чикан арăмĕсен союзĕн ĕçĕ ТР Халăхсен ассамблейин Ешĕлварти представительствин хӳттипе, Айша шкулĕ пулăшнипе пурнăçланать.
Чикан ачисем валли вара вырсарни шкулĕ йĕркеленĕ, унта кашни шăматкун 16 ача вĕренет, ачасем 13 çула çитиччен шкула çӳреççĕ, аслăраххисем вĕренĕвĕ килте тăсаççĕ. Чикан ачисем вырăс чĕлхи, чикансен культурипе историне, живопись, вокал, прикладной искусство, этикет тата спорт вăййисене вĕренеççĕ.
 
: 1262, Хаçат: 44 (1034), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: