Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юр айне юлмасть
Иккĕмĕш çăкăр Тутарстанра юр айне юлас хăрушлăх çук, ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин оперативлă даннăйĕсем тăрăх, октябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăра 8,0 пин гектарти çĕр улмине пухса кĕртнĕ, пĕтĕмпе 8,1 пин гектар кăлармалла. Пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 173 центнер. Чи пысăк тухăç Елабуга, Арск тата Анат Кама районĕсенче çитĕннĕ, унти пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 250 центнер.
Октябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне республикăра хĕвел çаврăнăша пурĕ 44,8 пин тонна çапса илнĕ. Вăтам тухăç 14,0 центнер. Çак культурăна ӳстерессипе республикăра Элкел районĕн çĕр ĕçченĕсем малта, кунти вăтам тухăç 18,1 центнер.
Тутарстан çĕр ĕçченĕсен тĕп тупăшĕсенчен пĕри – сахăр чĕкĕнтĕрĕ. Ку культурăна пурĕ 50,4 пин гектартан 1875,4 миллион тонна кăларнă, ку вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн 91 проценчĕ. Пылак тымар çимĕçе пĕтĕмпе 2 миллион тонна пухса кĕртме ĕмĕтленеççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан ку культурăна çитес эрнере кăларса пĕтермелле. Тухăçлăхпа Пăва (пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 453 центнер) тата Апас (450 центнер) районĕсем малта.
Пыллă çул
Çуллахи çанталăк ăмсанмаллиех марччĕ пулин те Тутарстан утарçисемшĕн пыллă пулчĕ. Çак тутлă çимĕçе туса илесси кăçал 28 процента ӳснĕ. Паллах, пыл хурчĕсен çемйисен шучĕ те сисĕнмеллех улшăннă, пурĕ 228 пине çитнĕ, çитес çул çак кăтартăва 230 пине çитерес шухăш пур, ун чух пыл тата нумайрах пухăнасси те куçкĕрет.
Кĕрпе хакланать
Раççейре кĕрпесен, пуринчен ытла хура тулăн, хакĕ хакланать, анчах тăруках мар тесе пĕлтерет РФ Ял хуçалăх министерстви. Октябрĕн 11-18-мĕшĕсенче пуринчен ытла хура тул кĕрпи хакланнă, курттăммăн туянмалли хак 345 тенке ӳснĕ. Çакă Алтай крайĕнчи тухăçа хальлĕхе тирпейлеме тытăнманнипе çыхăнма пултарнă-мĕн. Рисăн курттăммăн туянмалли хакĕ – 250, вир кĕрпин 90 тенке хакланнă. Рис тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкреххи те хака тăрук ӳстермелли сăлтав мар.
Ăшă кĕр сиенĕ
Вăрăма тăсăлнă кĕркунне ăшă тăнипе çитес çул хура хурлăхан, хăмла çырли, йĕплĕ хурлăхан çырли пулмасса та пултарать. Мĕншĕн тесен ăшă çанталăка пула улма-çырла тĕмĕсен папкисем çурăлса çулçă сарас хăрушлăх пысăк.
Чăх çăмарти вырăнне путенен-и?
Юлашки вăхăтра Тутарстанра чăх çăмартин хакĕ ӳссен те республика халăхĕ путене çăмарти çине куçма васкамасть-ха. Мĕншĕн тесен республикăра ăна унчченхинчен ытларах туянни сисĕнмест. Ытти регионсенче вара лару-тăру урăхларах-мĕн. «Татар-информ» ИА пĕлтернĕ тăрăх, Лайăш районĕнчи «Тан» хресченпе фермер хуçалăхĕ Раççейри регионсене кашни уйăхра 200-шер пин штук (ытти çултисенчен самай нумайрах) путене çăмарти ăсатать. Çак çимĕçе ытларах Мускав хули, Мускав, Кострома, Самар облаçĕсем туянаççĕ-мĕн.
 
Фермер шкулĕ
Хăй хуçалăхне йĕркелеме ĕмĕтленекен, анчах мĕнрен пуçламаллине пĕлменнисем валли Хусанти патшалăх аграри университечĕн никĕсĕнче «Фермер шкулĕ» проект пуçланать. 6-шар сехетрен тăракан 12 заняти вăхăтĕнче специалистсем вĕсене грантсемпе субсидисем мĕнле илмеллине, документсене мĕнле тултармаллине, ферма çуртне мĕнле лартмаллине вĕрентеççĕ. Вĕренме кăмăл тунисем кунсăр пуçне банксен представителĕсемпе, республикăри тĕрлĕ районти ăнăçлă ĕçлекен фермерсемпе тĕл пулаççĕ. Малта пыракан хуçалăхсене кайса сĕт, аш-какай туса илессин технологийĕпе, чăх-чĕп, сурăх, кролик, пулă, страус, лаша, хурт-хăмăр ĕрчетессипе тата теплицăсенче, улма-çырла, вăрман питомникĕсенче пулса тĕрлĕ культура ӳстерессипе паллашĕç.
 
: 1349, Хаçат: 44 (1034), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: