Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПУШКĂРТСТАНРА нумай ачаллă çемьесем çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуратнăшăн, тĕслĕхрен, çемьене кашни уйăхра 3-шер пин тенкĕ пособи тӳлесе тăраççĕ. Çавăн пекех нумай ачаллисене çурт-йĕр сертификачĕсем парасси ырă йăлана кĕнĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра 400 миллион тенкĕлĕх 170 документ алла панă. Нумай ачаллă амăшĕсен тата виçĕ çулта пĕрре шăл лартма 10 пин тенкĕлĕх сертификат илме ирĕк пур. Кунсăр пуçне вĕсене çулсерен «Амăш мухтавĕ» медаль тата преми парассине йăлана кĕртнĕ. Ак октябрĕн 23-мĕшĕнче Ĕпхӳри Республика çуртĕнче нумай ачаллă хĕрарăмсене наградăлас церемони 106-мĕш хут иртнĕ. Медальпе пĕрле кашни амăшнех 10-шар пин тенкĕ преми панă кăçал.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ çывăх вăхăтра регионти нацисен хушшинчи хутшăнусем çинчен калакан закон проекчĕ ăсласа кăларма шутлаççĕ. Асăннă документа хатĕрлеме Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хушнă. «Пирĕн регионта нацисен обществисемпе ĕçлессине лайăх йĕркеленĕ. Апла пулин те пирĕн нормативлă базăна федераллине шута илсе тумалла. Кунсăр пуçне нацисен хушшинчи хутшăнусем çинчен калакан регионти закона йышăнма та вăхăт çитнĕ», – тенĕ кĕпĕрнаттăр. Паллах, çак йышăнăва тăвасси çине чи малтан октябрĕн 22-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.Путин Патшалăх Канашĕнче ирттернĕ лару витĕм кӳнĕ: унта нацисен хушшинчи хирĕçӳсем сиксе тухнăшăн малашне регионсенчи тата муниципаллă влаçсен явап тытмалла пуласси пирки пĕлтернĕ.
ЧĂВАШ ЕНРЕ малашне Пĕлӳ тата Çамрăксен кунĕсенче, юлашки шăнкăравпа аттестат панă кунсенче лавккасенче пачах та эрех сутмĕç. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенче вырнаçнă кафесенче те эрех-сăра суттармĕç. Çапла йышăну тунă çак кунсенче ЧР Правительствинче иртнĕ ларура. Халиччен эрех-сăрана лавккарах е суту-илӳ çуртĕнчех ĕçме юранă-тăк, малашне – юрамасть. Кафесемпе барсенче туяннă эрехе унтан илсе тухса кайма та ирĕк памĕç. Çак мерăсене халăха алкоголь ĕçме чарас тата демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тесе йышăннă.
 
Октябрĕн 28-30-мĕшĕсенче Мускавра Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ. Регион хăтлавĕн шайĕнче Федераци Канашĕн тăватă комитетĕнче ларусем йĕркеленĕ, пленарлă ларура вара «Субъект сехечĕ» иртнĕ, унта ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов сенаторсене Чăваш Ен аталанăвĕ çинчен каласа панă. Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко чăвашсем республика кунĕсене ирттерме лайăх хатĕрленнине, регион çинчен тулли информаципе тивĕçтернине палăртнă. «Чăваш Ене Атăлçин чĕри, ахахĕ тесе ахальтен каламаççĕ. Çак нумай нациллĕ республикăра тĕн, наци тĕлĕшпе хирĕçӳсем çук, килĕшӳпе мир хуçаланаççĕ», – тенĕ Валентина Ивановна. Вăл Федераци Канашĕнчи фойере Чăваш Республики çинчен хатĕрленĕ курав-хăтлавпа хаваспах паллашнă. ЧР Президенчĕ курав хыççăн республика тата федераллă МХХ журналисчĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă, «Вместе. РФ» телеканала интервью панă.
 
: 1367, Хаçат: 44 (1034), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: