Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ шăматкун Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн VIII cъезчĕ пулчĕ. Ăна, иртнĕ çулхи Аслă Пухусемпе танлаштарсан, нихçанхинчен лайăх хатĕрлесе ирттерчĕç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн спикерĕ Юрий Попов, министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисем, районсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Патшалăх енчен конгресс ĕçне çапларах тимлĕх уйăрни, пирĕн шутпа, халăх кун-çулĕ, малашлăх шăпи влаçрисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартать. Халăха нумай çул ертсе пынă Геннадий Архипов наци конгресĕн президенчĕн вырăнĕнчен каяссине пĕлнипе-и, çак пуху уйрăмах журналистсен тимлĕхĕнче пулчĕ.
Тĕп интрига, паллах, кандидатсем тавра пулчĕ. Конгресс президиумĕ, Шупашкарти ентешлĕхсем Валерий Клементьева, Николай Лукианова, Тимĕр Тяпкина, Константин Портнова тата ыттисене, чăвашсене пĕрлештерекен организацие ертсе пыма тивĕçлĕ тесе шутласа, вĕсен кандидатурисене суйлава тăратнă. Чăваш сайчĕсенчен пĕри ку тĕлĕшпе Интернетри сасăлав та ирттерчĕ. Çапах, хăйĕн программипе пухуччен Николай Лукианов кăна паллаштарнине шута илсен, ытти кандидатсем ун çумĕнче вăйсăртарах пек курăнчĕç. Çын малашне мĕн тума палăртнине пĕлмесен мĕнле-ха уншăн сасăламалла?
Çавăнпа та хумхану отчетпа суйлав пухăвĕчченех тытăнса тăчĕ. Пăлханăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сирчĕ. Хăйĕн съездра каланă сăмахĕнче вăл патшалăх илсе пыракан политика енĕсенчен пĕри халăхăн ăс-хакăлне упрасси пулнине пĕлтерчĕ. Пуçлăх культура ыйтăвĕсене çĕклес, литературăна аталантарас енĕпе патшалăх нумай пулăшни çинчен каларĕ. Словарьсем, кĕнекесем тухаççĕ, официаллă сайтсенче те информаци чăвашланса пырать. Чăвашсем пурăнакан кӳршĕ регионсемпе ĕçлĕ çыхăнусем çирĕпленеççĕ. Анчах та, Михаил Игнатьев сăмахĕпе, ку çителĕксĕр. Вăл: «Конгресăн VIII съезчĕ чăваш наци аталанăвне çеç мар, пирĕн халăхăн туслăхне çирĕплетес ĕçе пысăк тӳпе хывса хăварасса шанатăп», – терĕ.
Власть çынсемпе пĕр тĕллевлĕ пулни хăйĕн çимĕçĕсене паратех. Шăпах, наци юхăмĕнчи çителĕксĕр, тивĕçтермен ыйтусене пĕрле татса парса халăхăн аталану çулĕнче самай çитĕнӳсем тума пулать.
Геннадий Архиповăн сывпуллашу сăмахĕ кĕске пулчĕ. Вăл 15 çул пĕрле ĕçленĕ хастарсене тав турĕ, кӳрентернисенчен каçару ыйтрĕ.
Сасăлава тепĕр кандидатурăна та тăратрĕç, ку вăл «Сувар» вулаканĕсем тахçанах паллакан Николай Угаслов. Конгресăн вице-президенчĕ пулнă май, тĕп доклада вăлах турĕ. Николай Федорович мĕн туса ирттерни çинче чарăнса тăрас темерĕ, халăхăн тĕрлĕ сферăри малашлăх çулĕсем çинчен каларĕ. Тĕпрен илсен, докладра пуласлăхра тĕпе хурса ĕçлемелли тĕллевсене палăртнă.
Доклада сӳтсе явнă çĕре нумай делегат хутшăнчĕ. Шел пулин те сахал мар çын хăйĕн шухăшĕсене чăвашла калаймарĕ. Çакнашкал пухусенче куçару йĕркелеме те сĕнчĕç хăшĕсем.
Сасăлав виçĕ кандидатура тавра пулчĕ: Николай Угаслов, Николай Лукианов, Валерий Клементьев. Юлашки, Угаслов майлă пулса, хăйĕн кандидатурине сасăлавран илчĕ. Съезда хутшăннă 245 делегатран 168-шĕ Николай Угасловшăн, 43-шĕ Николай Лукиановшăн сасăларĕç.
Аслă Канаша вара регионсенчи чăваш автономийĕсен ертӳçисемсĕр пуçне ытти хастарсене те, çав шутра конгресс оппозицийĕнче тăракансене те кĕртрĕç – пурĕ 100 çын ытла. Пирĕн шутпа çакă ĕçе конструктивлă илсе пыма, халăх юхăмĕнче сахалтарах йăнăшсем тума май парĕ. Çавăнпа та Чăваш наци конгресĕ малашне хăйĕн витĕмне ӳстерсе пырасса шанас килет.
 
: 1025, Хаçат: 44 (1034)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: