Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Страсбургри çивĕч ыйтусем
Ытларикун ТР парламенчĕн пуçлăхĕ Ф.Мухаметшин Страсбургра хăй ертсе пыракан Европа Канашĕн Вырăнти тата регионсенчи влаçсен конгресĕн çивĕч ыйтăвĕсен енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Чи малтанах Фарид Хайруллович Турци делегацине Турци Республики йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнипе саламланă.
Ларура чикансен диаспорисем çине тимлĕх уйăрнă, вырăнти тата регионсенчи влаçсен сусăр çынсене çăмăллăнах куçса çӳреме условисем туса парассине аталантармалли çинчен калаçнă.
Раççейĕн хаклă бренчĕ
Раççейĕн чи хаклă таварĕсене тĕпчесе Interbrand Халăхсен хушшинчи консалтинг агентстви 40 ят (бренд) палăртнă. Çав списока кĕнĕ компанисем финанс, маркетинг кăтартăвĕсемпе ыттисенчен малта. Рейтинга «Газпром» уçать. Рейтингăн малтанхи вунă ятĕнчен пĕри «Татнефть» пулни тутарстансене, уйрăмах нефть уçлакансене, мăнаçлантарать. Компани брендне 53,828 миллиард тенкĕ тăрать тесе хакланă. Пĕлтĕр «World Finance» (Великобритани) журнал «Татнефте» Хĕвел тухăç Европăри нефть тирпейлесе сутакан компанисенчен чи ăнăçли тесе палăртнă.
50 çул стройкăра
Тутарстанри студентсен строительство юхăмĕ (ССО) кăçал 50 çул тултарчĕ. Паянхи куна республикăри стройотрядсенче 10 пин студент вăй хурать, Хусанта – 3 пин. Юбилее çак эрнере «Тандем» суту-илӳпе кану комплексĕнче паллă тунă. Хусанти тĕрлĕ вузсенче вĕренекенсен вăйĕпе концерт йĕркеленĕ. Студент пулнă вăхăтра хăйсем те стройотрядсене хутшăннă паллă тутар юрăçисем те сцена çине тухнă. Уявра ирттернĕ лотерейăра вара кашниех мĕн те пулин выляса илнĕ.
Социаллă такси
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Хусанта ал-ури хавшак пулнипе хăйсем тĕллĕн куçса çӳреме йывăррисем валли социаллă такси ĕçлеме тытăнать. Такси-минивэн çине инвалид коляскисем лартма меллĕ пултăр тесе ятарлă пандуссем вырнаçтарнă. Машинăна 18 çын вырнаçаять. «День добрых дел» ыр кăмăллăх фончĕн директорĕн Рустем Хасановăн сăмахĕсемпе, малтанлăха хулара пĕр машина кăна ĕçлĕ, анчах пурăна киле çакăн пек таксисен шучĕ ӳсме те пултарать. Социаллă такси тӳлевсĕр, вăл Хусанта çеç çӳрет, Юдинăран инçете каймасть. Ирхине 8 сехетрен 20 сехетчен ĕçлет.
 
: 1505, Хаçат: 44 (1034), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: