Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Роман
Пĕрремĕш пайĕ
(Малалли. Пуçл. 34-42№№.)
XIV
Сехетренех хутсем пирки пĕтĕм вулăс пĕлнĕ. Мĕнпе май килнĕ, çавăнпа хĕç-пăшалланса хресченсем управа умне пуçтарăннă. Кунтах уесран килнĕ тӳресене, старшинана, хăранипе самантрах урăлнă аслă писаре çыхса илсе килсе пăрахнă.
– Вăрă-хурахсем, çын çиенсем! Тăр кăнтăрла çаратаççĕ. Урăх çакна чăтма хал çук! Çакас вĕсене! Хамăр вара патшана çăхав çырса ярар, хута кĕтĕр! – сурчăк сирпĕтсе кăшкăрнă Исхак Сабанчин мишер, Тăрăн ялĕн старости. – Юрĕ, ютсем пире тăтăшах улталаççĕ тейĕпĕр. Вĕсем пире ĕмĕрсем çаратнă. Хамăрăннисемех çаратма тытăннине епле чăтмалла? Акбулатпа эпир аякри тăвансем. Ман асаттепе – Сабанчипе унăн аслашшĕ – Карамурса пĕртăвансем пулнă. Кĕтерне патша вăхăтĕнче вĕсене кунта куçарса килнĕ, кашнине ертсе пыма ял панă. Аттерен те, асаттерен те пирĕн йăхра питĕ пуян çынсем пулнине илтмен эпĕ. Акбулат ашшĕсем те çавах. Манăн çемье çăкăрпа та кăваспа тăранса пурăннине пурте пĕлеççĕ. Эпĕ староста анчах халĕ, анчах атте приказ старшини пулнă. Мул пухмалла пек ĕнтĕ. Çук, çавах чухăн пурăнатпăр. Мĕншĕн тесен хам та, атте те халăх шаннă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, вăрламан, çаратман. Акбулат вара вунă çулта епле пуйса кайрĕ, купса гильдине туянчĕ. Приказ старшини пулса тăрса управăна хăй ялне куçарчĕ. Пурте пирĕн шутран пулса пынă иккен! Çук, ирĕк памастпăр!
Унăн сăмахĕсене пухăннисем ырласа йышăнчĕç. Крыльца çине Тăрăн ялĕнчи тимĕрçĕ Никита Кузнецов вырăс хăпарчĕ. Чылайччен хăйĕн пурнăçĕ, ашшĕ-амăшĕ çинчен каласа пачĕ. Ватă Кузнецов улпутран хăйне тата савнине сутăн илсе хĕрĕх çул каяллах куçса ларнă ку яла. Пысăк ăстаçă çĕнĕ çĕрте те ăнтарнă, кĕске вăхăтрах çĕнĕ çурт лартнă, çĕр, выльăх-чĕрлĕх туяннă.
– …Атте йывăр ĕçпе вăтăр çул пухнă мула эпĕ вунă çултах пĕтертĕм. Ăçта унта пус çумне пус хушса пыма? Хамăн йывăр ĕçшĕн сахалах илместĕп, анчах укçа хырçă тӳлеме те çитсе пымасть. Ачасем пĕр теçетке. Вĕсене тумлантармалла, çитĕнтермелле. Укçа кирлĕ. Ăçтан илмелле? Юрать, атте хăварнă мул пулăшрĕ. Халĕ вара кунран кун чухăнланса пыратăп. Пуриншĕн те çак вăрăсен ушкăнĕ айăплă иккен. Кунта ĕç нацирен килмест. Чăвашсене, тутарсене çеç мар, вырăссене те çаратаççĕ влаçрисем. Пире анчах-и? Патшана хăйне те çаратаççĕ пулса тухать капла. Камăн та пулин императора кунта чиновниксем мĕн хăтланни çинчен каласа памалла. Ямаллах патша патне хыпар. Эпĕ хам та пĕр-пĕр чăвашпа кайма хатĕр, вырăсла лайăх пĕлекен кирлĕ кунта, – тесе вĕçлерĕ тимĕрçĕ.
Ĕç çынни валли хăмăт вăл хăмăтах – чăвашсемшĕн те, вырăссемшĕн те, тутарсемшĕн те. Ку ĕçре пире патша пулăшĕ тенине ĕненместĕп эпĕ. Хамăр телее хамăрăнах çĕнсе илмелле. Эсир пăлханăр, эпир пулăшăпăр. Мĕншĕн тесен пире те сирĕн пекех влаçрисем хĕсĕрлеççĕ, çаратаççĕ. Паянах хамăн яла каятăп, çынсене çĕклетĕп, – терĕ Ваçли кĕрӳшĕ Иван Северов, кӳршĕ уесри тĕне кĕнĕ тутар, Иванов патне хăнана килнĕскер.
Тухса калакансем нумайăн пулчĕç. Юлашкинчен пурте пĕр саслăн пăлхав пуçлама калаçса татăлчĕç. Ăна ертсе пыма Ваçли Иванова – тăрăна суйларĕç. Влаçрисен пусмăрĕнчен хăтарма ыйтса патшана çыру çырчĕç. Ăна патша патне леçме Никита Кузнецова, Исхак Сабанчина тата Карамăрса ялĕнче пурăнакан Гриша Петрова шанчĕç.
 
XV
Мăйăхĕсене куштанла çӳлелле пĕтĕрсе янă уретник уеса çирĕме яхăн стражник ертсе килнĕ. Тул çутăласпа вĕсем Тăрăн ялне пырса кĕчĕç. Хурал пӳртĕнчи тӳресене ирĕке кăларса хăйсем таврари ялсене саланчĕç. Ытти çĕрти пекех ялсенче стражниксене пăлхава хутшăннă çынсем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа паракансем тупăнчĕç. Хĕвел тухнă çĕре тĕрлĕ ялсенчи 18 чăваша, пăлхавçă тесе алли-урисене тăлласа вулăс кантурĕ умне илсе пырса пăрахрĕç.
Калабанов становой пристав – лутра пӳллĕ, кукăр ураллă, хĕсĕкрех куçлă мăнтăркка çын – выртакан хресченсен ретне хăй пăхса çаврăнчĕ. Ӳпне выртакансене тапа-тапа çавăрса пичĕсене чылайччен тĕсесе сăнарĕ.
– Хĕнесе пĕтеретĕп пурне те! – таçта инçете илтĕнмелле кăшкăрчĕ вăл. – Упăтесем, пăлханма шут тытнă иккен? Çын пулса çитейменскерсем, ăсăр пӳрнескене те тулмасть, çавах влаçсене хирĕç тăрасшăн. Эх, сăнĕсем те хăйсен, пăхма хăрушă, хăсас килет, упăте те сирĕнтен чипертерех, – тарăхса кайнă пристав çывăхра выртакан хресчене пырса тапрĕ.
– Хăвăн сăнна пăх, çынçиен варĕнчи хурах! Эпир ĕмĕртенпе çынсем шутланатпăр, сăн-пит те Турă туса яниех, санăн вара… туту-çăвару чалăш, куçу хĕсĕк, – хăрамасăрах хуравларĕ Никита Кузнецов.
Пĕтĕм вăйран тапрĕ ăна Калабанов. Питне пăрăç хыпнăн усаллăн пĕркелентерсе, крыльца çине хăпарса хыçлă пукан çине мăнаçлăн ларчĕ.
– Кашнине аллăшар хут çапăр, ав çавна, ытла калаçаканнине, вунă теçетке те шалккă мар. Унран пуçлăр та. Курăр-ха, пакăлтатма пуçланă, пыйтлăскер, – тимĕрçĕ çине кăтартса хушрĕ стражниксене. Лешсем йăпăр-япăр таçтан вăрăм сак илсе килчĕç, çаппа-çарамас салтăнтарса Кузнецова ун çумне çыхса хучĕç.
– Пăрăнса тăр, хура халăх! Ан чăрмантарăр! Пар-ха мана, пуçласа кăтартам! Алăсем çемçелччĕр кăштах! – каппайчăк уретник имшеркке стражникрен пиçĕ хулла туртса илчĕ, тимĕрçĕн çара çурăмĕ çине лачлаттарса сурчĕ, хыттăн ухлатса аллипе сулчĕ. Чăвăшлатса илсе хулă шăпах сурчăк варрине çатлатрĕ. Вăл лекнĕ вырăнта юнпа тулса ларнă хĕрлĕ çĕвĕ юлчĕ. Уретник тепре сулмаклăн сулса ячĕ, тата, тата... Çурăм çинчи юнпа тулнă йĕрсенчен ултă кĕтеслĕ православи хĕресне сăнларĕç.
– Ак çапла, ваттисене асăнса, хĕрес хывса, пуçлар та пулĕ, – уретник сӳтĕлсе пĕтнĕ хулла айккинелле ывăтса ячĕ, витрере исленсе тăракан хулăсенчен тепĕрне, чи çирĕппине илсе стражнике тыттарчĕ. – Малалла эсĕ çаптар, ачам. Ман ĕçе курса тăтăн вĕт.
– Илемлĕ çапатăн. Чиркӳсем тăрăх иккун сăрласа çӳрекен манах пек. Питĕ хитре пулса тухрĕ. Картинка. Тен, ыттисене те хăвах çапла хитрелетсе пĕтерĕн? Эсĕ тăрăшни çине пăхса тăма та кăмăллă, – мухтаса илчĕ ăна хаваслана пуçланă пристав.
– Чăтаймасть ку ухмах ун чухлĕ çапнине. Вилсе кайĕ тата. Каторгăна яриччен чăтаймасть. Стражник çапкаласа пĕтертĕр луччĕ. Виличчен мар, çавах аванах асаплантарать, – терĕ приставпа юнашар тăракан Пичугин тиек. Ку яла ăнсăртран лекмен вăл, Теччĕ уес управинче хырçă пуçтарса çӳрет. Вунă çул каялла алли кукăр пулнăшăн Чĕмпĕрти кĕпĕрне управинчен Течче ярсан уесăн çак чи инçетри тăрăхне хăй суйласа илнĕ вăл: кунти çĕрсем хура тăпраллă, хресченĕсем пуян, пуçлăхсене шанма хăнăхнă. Ултала та ултала вĕсене, нимĕн те сисмеççĕ. Тата мĕн кĕтмелле инородецсенчен?
Вунă çул пĕр шиксĕр çаратса пурăнчĕ вăл хресченсене, Калабанов приставпа ытти хăш-пĕр пуçлăхсене те явăçтарчĕ. Сахал мар çаратрĕç вĕсем ку тапхăрта. Паллах, ултавпа илнĕ мулăн ытларах пайĕ Пичугин кĕсйине кĕрсе пычĕ. Урăхла каласан, хресченсене те, хăйĕнпе пĕр каварлисене те улталама майсем тупрĕ вăл. Халиччен те никам та сисмерĕ ун каварлăхне. Халĕ акă пурте тăрă шыв çине тухас хăрушлăх тухса тăнă. Юрать вăхăтра сисрĕ пăлхав çинчен, хăйне Куракин улталаса хăварнă хыççăн тепĕр куннех Карамăрса ялне тухса вĕçтерчĕ. Пăлхав çинчен яла çитсенех пĕлчĕ, никама систермесĕр каялла çаврăнса пристав патне кайрĕ. Питĕ ăнăçлă пулса тухрĕ вăл шутлани. Пăлхавçăсене пурне те çыхса пăрахнă. Ыранах Çĕпĕре ăсатĕç вĕсене. Çапла вара вăрттăнлăх вăрттăнлăхах юлать. Ку инкеке сиснĕ пекех вăл виçĕ эрне каялла урăх уеса куçасси пирки калаçса татăлнăччĕ. Нумай тăкакланма тиврĕ те ĕнтĕ... Куçса ĕлкĕреймерĕ, çиеле тухрĕ улталани. Капла калани тĕрĕсех мар-ха, халĕ тухмасть ĕнтĕ. Ĕç-пуç лăпланса çитессе кĕтмелле те тепĕр çур çултан çĕнĕрен çаратма пуçлама юрать. Паллах, кунта мар, çĕнĕ çĕрте.
(Малалли пулать.)
 
: 795, Хаçат: 43 (1033), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: