Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шӳтлĕ калав
Нил Николаевич, ĕçтешĕсем пек каласан – Нилник, çĕр варринче алăка уçса кĕнине, хывăнса выртнине арăмĕ мар, таçта шкап хыçĕнче шăши чупнине туйса тăракан Мăркка та сисмерĕ. Шутсăр асăрхануллă пулчĕ кĕçĕр кил хуçи. Выртма мар, кам та пулин ларма шутласанах нăтăртатма хăтланакан кивĕ диван та хăйĕн ытамне пилĕк пăт таякан яланхи юлташне сассăр-мĕнсĕр йышăнчĕ.
– Ух, аранах, – çăварне уçмасăрах пăшăлтатрĕ юлашкинчен юратнă вырăнĕнче канăç тупнă упăшка. Вăл ик аллине пуç айне хурса, урисене тăсăлнă таран тăсса ярса, тутлăн карăнса илчĕ те ĕмĕр таврăнми иртсе кайнă кунпа каçа тепĕр хут йĕрлеме тытăнчĕ.
Кантурта ирех хĕвĕшӳ пекки сисĕнетчĕ. Хĕрарăмсем пысăк сумкăсемпе унталла-кунталла кумаççĕ, арçынсем ещĕкĕ-ещĕкĕпе тутлă шыв та сăра йăтаççĕ. Шывпа сăра кăна та мар. Кăнтăрлапа паллă пулчĕ: шеф кантур çыннисемпе хăй 60 çул тултарнине паллă тума шутлать. Тĕрĕссипе, 60 çулне вăл тăватă çул каярахах тултарнă-ха, халĕ тивĕçлĕ канăва каять иккен, çавна май тăван коллектива хăна тума шутлать. Ĕçленĕ çĕрте ырăпа асăнччăр тет ĕнтĕ. Пурăнан пурнăçра тăван кантур пулăшăвĕ те кирлĕ пулĕ тет ĕнтĕ. Професси праçникĕпе ваттисен кунĕнче те пулин аса илĕç, уява чĕнĕç. Ватта çакă та чыс-хисеп. Пенсие кайсан эс тек пуçлăх мар. Пенси вăл пурне те пĕр шая лартать. Пĕтĕм ватта пĕрлештерсе тăракан сăмахĕ те пĕрре – пенсионер. Çакна асра тытса хăналать хăйне пăхăнса ĕçленĕ йыша Ермей Куприянович. Каçалапа кĕреке кĕтни, çавăнпа вăхăтра таврăнаяс çукки çинчен Нилник арăмне шăнкăравласа пĕлтернĕччĕ. Лешĕ хирĕçлемерĕ, çавăнпа та пуçлăх ыттисемпе танах ĕçрĕ, çирĕ, сăйланчĕ, планра пулман ытти хăш-пĕр савăну-киленӳсĕр те пулмарĕ.
Ĕçтешĕсенчен те илткеленĕ, хăй те туять Нилник: çак кĕç-вĕç пушанмалли пукана никам та мар, унăн йышăнмалла пулать. Пĕтĕм ĕç-пуç ăна майлă килсе тухать: лешĕн çумĕсем иккĕшĕ те пенси çулĕнчи çынсем, Петровпа Сидоров ĕçлеме тытăнни 2-3 çул кăна-ха. Пуçлăх пуканĕ пирки ĕмĕтленме хăякан урăх çук. Нилник – вăйпитти çын. Ĕç йĕркине те, хăйне тытма та, кампа еплерех калаçмаллине те пĕлет. Хевти-кĕлеткипе те тахçанах пуçлăхра çӳремелле: лутака та, тăсланкă та мар, ырхан та, самăр та тесе калаймăн. Çавăнпах ĕçтешĕсем пушанакан пукана Нилник йышăнасса шанса тăраççĕ. Паянхи уявра çакă тата ытларах палăрчĕ. Кантурпа сывпуллашакан пуçлăха мухтанипе пĕрлех Нилник ятне те лайăх енчен пĕрре мар асăнчĕç. Уйрăмах хĕрарăмсем хастар пулчĕç. Ташă картине тăрсан Люди те, Нади те, Кати те унпа ташласшăн. Пĕрне те кӳрентермерĕ Нилник, кашнинпех пĕр-икĕ çаврăм турĕ, кашнинех кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ. «Ку йĕвенсĕр кĕсресене халиччен Еремей Куприянович тăван хĕрĕсенчен те ытларах юратса пăхрĕ. Малашне манăн пăхмалла пулать-ши?» – текен шухăш та пырса кĕчĕ Нилник пуçне. Ăна кашни аркăран уртăнакан арçын теме çук. Турă сыхлатăрах ун пек-кун пекрен. Сыхланакана Турă сыхланине пĕлетпĕр пулин те пит сыхлансах каймастпăр çав, сисмесĕрех такам серепине çакланатпăр. Эрех-сăрапа минренĕ чухне пушшех. Пуласси-килессине темле сисчевлĕ прибортан та аванрах картса пыракан хĕрупраç вара тĕлĕрмест, хăйне майлă хатĕрленӳ ĕçĕ туса пырать. Хăнасем сĕрленĕ-кĕрленĕ хушăра ĕмĕрне пĕр çылăхсăр ирттерме картса хунă Нил Николаевичăн кĕçĕр тĕттĕм коридор тăрăх пĕрре мар утма, хăйĕн пӳлĕмне кĕме, алăка шалтан питĕрсе илме тиврĕ. Çисен-çисен пыл та йӳçĕ тенешкел, юлашкинчен çакă йăлăхтарма пуçларĕ, кăмăл пăтранакан пулчĕ, вара, ура утнă, куçăм курнă чух шăвăнам-ха тесе, никама каламасăрах килне тухса утрĕ. Асăрхакансем: «Нилник виçи-нормине пĕлет, пирĕн пек мар», – тесе пăшăлтаткаласа юлчĕç.
Асилӳсен сăпкинче чылайччен ярăнчĕ Нил Николаевич. Çапла пĕр сехет те иртрĕ пуль. Кĕтмен çĕртен çывăрмалли пӳлĕм алăкĕ сас пачĕ, хыççăнах ура сасси диван патнелле çывхарчĕ. Арăмĕ тĕрĕслет ĕнтĕ. Çакна сиссе, месерле выртнă, ик аллине те самаях кӳпченĕ хырăмĕ çине хунă кил хуçи харлаттармах тытăнчĕ, тарăн ыйхăра имĕш. Эльвира упăшки килтине вăл еплерех харлаттарнинченех пĕлчĕ пулин те, çутă тӳми çине пусрĕ. Улпут пекех выртать мăшăрĕ, пĕтĕм ырлăх-пурлăх кӳллинче ишет тейĕн.
Савăннипе ăна сывлăш тапса тухнипе чĕтренсе тăракан тутинчен чуп тума пĕшкĕннĕ арăмĕ ярт! тӳрленсе тăчĕ: лешĕн çамки çинче – тута пичечĕ. Ик питçăмартинче тата иккĕ. Çак пичетсем камăн пулнине те чухлать Эльвира: çамка çинчи кĕренни – Людăн, шупкараххисем – Катьăн… Çĕр варринче шăв-шав çĕклес мар тенипе кăна самантра хыпса илнĕ хĕрӳлĕх лапах сӳнчĕ: «Çутăлтăр-ха, урăлтăр-ха, вара тĕкĕр умне тăратсах пӳрнепе тĕрте-тĕрте кăтартăп тута йĕррисене».
Арăмĕ хăйĕн çине тĕсесе пăхнине те, çапма тесе тăрук аллине çĕкленине те упăшки сулахай куçĕн сылтăм кĕтессипе веçех курса выртрĕ, мĕнрен тĕлĕннине те, мĕншĕн тарăхнине те тавçăрса илчĕ. Ара, пичет вырăнĕсем халĕ те пĕçерсе тăраççĕ те. Эппин унта Нил Николаевича, мĕнле калас, алăран ярса илмелли факт куç умĕнчех. Хăтăлмалла вĕсенчен! Шанчăкран тухнă упăшкан çывăрасси пĕтрĕ. Чылайччен шухăшласа та план кăларса выртнă Нилник кĕнĕ чухнехи пекех шăппăн тăрса тухрĕ, çенĕкри стена çумĕнчи куçкĕски витĕр хăй çине тинкерчĕ, шутлани пĕтĕмпех тĕрĕс пулнине курса ĕненчĕ. Тепĕр пилĕк минутран унта нимĕнле «пичет» те юлмарĕ.
Ирхине вăраннă-вăранманах Эльвира çĕрлехине аса илчĕ те кĕç-вĕç шартлатса çурăлас бомба пулса упăшки умне пырса тăчĕ. Тул çутăлнă. Лешĕн пичĕ лайăх курăнать. Анчах темле тĕмсĕлсе пăхсан та арăм унта нимĕнле тута йĕрри те курмарĕ. Аптранипе çутă çутрĕ, куçлăхне тăхăнчĕ, аяларах та аяларах пĕшкĕнчĕ. Çак самантра: «Ырă кун, чĕкеçĕм!» тесе упăшки ăна ик аллипе мăйĕнчен ыталаса илсех чуп турĕ.
– Кунĕ пит ырă пулассăн туйăнмасть-ха…
– Мĕн, чирлерĕн-им? – пăшăрханнă пек пулса вăр-вар тăрса ларчĕ Нил.
– Эс чирлетĕн. Килсе выртсанах сан çамку çинче те, питӳнте те тута йĕррисем пурччĕ, – çаплах упăшкин çамкине пӳрнипе йĕрлесех тĕрĕслет Эльвира, – халĕ курмастăп…
– Тем шутласа ан кăлар-ха, – нихçанхинчен çăмăллăн сиксе тăчĕ Нилник, ним пулман пек ал-урисене вылятма тытăнчĕ. – Тĕлĕк куртăн пулĕ?
– Эп ĕçмен. Аташман.
– Эльвира, сыпкаласан ман пит вырăн-вырăн хĕрелнине пĕлетĕн-çке. Çавна асăрханă-тăр.
– Çамку çинче те пурччĕ пĕр тута пичечĕ.
– Çамкана та тĕл-тĕл кĕрен тĕс персе тухать. Кун пирки ху та пĕрре мар каланă. Мантăн-им?
– Тута йĕрри пекехчĕ…
– Тĕмсĕлсе те вăрах пăхса тăнипе çапла курăнать, – ăнлантару ĕçне чăнласах тытăнма шутларĕ Нил Николаевич. – Тепĕр чухне курăк çинче месерле выртнă чух эп пĕлĕт катрамĕсем çине пăхса выртап. Мĕн кăна курăнмасть унта: ĕне, сурăх, упа-кашкăр кĕлеткисем… куçа çапла курăнать.
– Тем пекехчĕ куçа кăна курăннă пулсан, – терĕ те Эльвира, халĕ упăшкине хăй чуп туса илчĕ.
 
: 724, Хаçат: 43 (1033), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: